Çăваçсем
Çăваçсем — Вăтам ĕмĕрсенче Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăннă пуль тесе шутлакан гипотезăлла авалхи халăх е социум. Чăваш халăхĕн çав ятпа çӳренĕ тăрăмĕ-конфессионимĕ (ку каллех гипотеза шайĕнче).Çавăнпа пĕрлех ку концепцие гипотеза шайĕнчен пĕтĕмĕшле йышăннă чăнлăх шайнелле хăпарать темешкĕн те май пур[1]. Çак сăмах ислам тĕнне куçмасăр авалхи йăласемпе пурнакан пăлхарсене пĕлтернĕ, бесерман текен ăнлава хирĕçле (оппозицире) тăнă.
Çăлкуçсенче асăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çăлкуçсенче шăпах çак ятпа тата çак пĕлтерĕшпе ниçта та асăнман. Анчах та 1927-мĕш çулччен Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пулнă[2]. Кунсăр пуçне Н.И.Ашмарин сăмахсарĕнче çу чăваш тата çу çармăс ăнлавсем пуррине асăнмалла[3]. Çав тĕлтех Çу çырма текен топонима та асăннă. Çăв чăваш форма та пулнă иккен[4]. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ "çу" сăмаха асăнни каярахри словарьсенче те пур[5]. Эппин, ку ăнлава пач çук тени те йăнăш пулнă пулĕччĕ. Пĕтĕм проблема та ку сăмах XIV тата XV ĕмĕрсенчи документсенче тупăнманни çеç. Анчах та, — ун вырăнне тенешкел, — "Çĕтĕк Çăваç" майлашупа корреляциленекен "худые болгары" тени пур[6]. Çармăс чĕлхинче "суас" сăмах пурри те никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Сăмах пулăвĕн никĕслевĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Тезаврус Лингве Чувашорум" словарьти "Çу" ("Çăв") сăмахăн малтанхи кăк пĕлтерĕшĕ глагол сĕмĕллĕ пулсан, унран аффикссем пулăшнипе иккĕмĕшле-виççĕмĕшле сăмахсем çуралма пултараççĕ: Çăв > Çăва > Çăваç. Танлаштарса пăхар: Пăр- "крутить, бурить" > Пăра "бур, буравчик" ; Çыр- "писать" > Çыра "плотницкий инструмент, приспособление для выполнения для оставления меток на дереве"; Вĕр- "дуть" > Вĕре "страстный". Ку тĕслĕхсенче -а аффикс майĕпе глаголтан япала ячĕ пулнă (субстантиваци пулăмĕ урлă теме май пур).
СССР Ăслав академийĕн пайташ-корреспонденчĕ Н.И.Ашмарин профессор, "чăваш" сăмахăн маларахри пулма пултарас формисем пирки шута кайса, çапла каланă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)[...]Всё это заставляет нас предположить, что слово «чăваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык[7].<Куçару: Мĕнпурĕ пире ак мĕн патне илсе пырать: "чăваш" сăмаха ĕлĕк чăвашсем хальхинчен урăхларах, — черетлесе тухакан формăсенчен пĕринпе, — каланă: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; асăннă хапасенчен тахашĕнчен ăна çармăссем хăйсен чувашизмсемпе пуян чĕлхине йышăннă.>
Кун пиркиех Ашмарин 1925-мĕш çулта М.П.Петров (Тинехпи) патне янă çырура та калать[8]. Çапла вара, паллă тĕпчевçĕ "çăваç" сăмаха, фонетикăлла тĕшмĕртӳ çинче никĕсленсе, тавçăрса илнĕ. Çавăн пекех вăл, авă, çармăссем хăйсен халĕ тутарсене палăртакан "суас" сăмахне те çак "çăваç" формăранах илнине те палăртать. Юлашки тезиса (çармăссен "суас" сăмахĕ "çаваç" формăран тухнă пирки) филологи ăславĕсен докторĕ Н.И.Егоров профессор та çирĕплетет:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В марийском языке этноним суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) является заимствованием из чувашского языка. Диалектные формы этого марийского этнонима явно показывают его старое звучание çăвăç «язычник» — из древнетюркского йагъычи «жертвоприноситель», от йагъ- «приносить жертву». Не следует путать это слово с древнетюрк. йогъчи «участник поминального обряда, плакальщик», от йогь «поминальный обряд», откуда современное чуваш. çăва «могила». В золотоордынский период на территории Среднего Поволжья появилось весьма пестрое в этническом и языковом отношении пришлое население (монголы, тюрки-кыпчаки, тюрки-огузы, ираноязычные персы и таджики, армяне, славяне, финно-угры и др.), основная масса которого была исламизирована. Местное сельское булгаро-чувашское население, придерживавшееся традиционных языческих верований, называло себя çăваç[9].<Куçару: Мари чĕлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чăваш чĕлхинчен илнĕскер. Çак мари этнонимĕн диалектла формисем куçкĕрет унăн кивĕ янравне кăтартаççĕ: çăваç "язычник" — авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сăмаха авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сăмахпа пăтраштарма кирлĕ мар, унтан чăваш чĕлхинчи çăва «могила» сăмах пырать. Ылтăн Урта тапхăрĕнче Вăтам Атăл тăрăхне этнос тата чĕлхе тĕлĕшĕнчен ула-чăла халăх килсе тулнă (монголсем, тĕрĕк-кыпчаксем, тĕрĕк-огузсем, иран чĕлхиллĕ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем ...), вĕсенчен ытларах пайĕ исламланнă. Вырăнти яллă тĕлсенчи пăлхар-чăваш халăхĕ, традицилле ыр-хаяр ĕненĕвĕсене тытса пыраканскер, хăйне çăваç тенĕ.>
Кунта çу (çăв) тенин чи авалхи тымарĕсене (праформисене) ăçта шырамаллине кăтартнă. Авалхи тĕрĕк чĕлхин сăмахсарне пăхсан татах та уçăмлăнрах курăнать: jaγ - III приносить жертву; jaγїљ (рел.) – жертвенное приношение у доисламских тюрок, jaγїљlїγ (рел.) – жертвенный, jaγїљlїq (рел.) – жертвенное место; jоγ – I поминальный обряд, jоγčї (парн.) – участники поминального обряда, jоγlа – устраивать поминки, оплакивать[10].
Малалла вăл, Н.И.Егоров, çапла калать:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Таким образом, ко второй половине XIV в. основным признаком, различающим пришлое золотоордынское и местное булгаро-чувашское население на территории бывшей Волжской Булгарии, стала выступать религиозная принадлежность. По этому признаку местное булгаро-чувашское население называлось çăваç, и марийцы это восприняли как этническое название. А пришлое золотоордынское — бесермен (от арабского муслимин). Окончательно этноним чăваш складывается в период Казанского ханства. Переселившиеся во второй половине XV в. в Среднее Поволжье кыпчаки восприняли термин çăваç «жертвоприноситель» в качестве этнического названия и, согласно произношению кыпчакского (татарского) языка, переделали его в чăваш. В такой форме это попало в чувашский и другие языки[11].<Куçару: çапла вара, 14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурри тĕлне тĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене тата килсе ернĕ Ылттăн Урта çыннисене уйăракан тĕп паллă пулса тăнă. Çак паллăпа килĕшӳллĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене çăваç тенĕ те çармăссем çакна этноним пек йышăннă. Ылттăн Урта тымарĕллисем — бесермен (араб чĕлхинчи муслиман тенинчен). Чăваш этноним Хусан ханлахĕ вăхăтĕнче çирĕпленсе çитет.14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Вăтам Атăлçие килнĕ кыпчаксем "çăваç" (чӳклевçĕ) термина каллех этноним пек йышăннă, вара кыпчак (тутар) фонетикин çеммипе "чăваш" теме пуçланă. Ĕнтĕ унтан чăвашсемпе ыттисем те çапла калама пуçланă.>
Икĕ ăславçă каланисече чăннипе пĕртен-пĕр уйрăмлăх çеç. Н.И. Егоров "çăваç"-ран "чăваш" пулса тăма кыпчаксен витĕмĕ кирлĕ пулнă тесе шутлать пулсан, Н.И.Ашмарин вара ку кирлех те пулман тет. Н.И.Егоров А.П.Хусанкайпа пĕрле мĕн каланипе паллашар тата:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)На С<евере> Чувашии, в Предволжье, Заказанье и Предкамье вынужденные беженцы из централ. р-нов бывшей Волж. Болгарии консолидируются в новый этнос – чувашский народ. Материальные особенности строевых уровней булгаро-чуваш. языка свидетельствуют о том, что в золотоордын. эпоху происходило слияние булгар., кыпчак. и других компонентов при сохранении религиозных различий (ср. этнонимы чăваш «язычники-жертвоприносители» и бесермяне «мусульмане»)[12].<Куçару: Чăваш Енĕн çурçĕр енче, Атăл çумĕнче, Хусан таврашĕнче, Кама çумĕнче Атăлçи Пăлхар варринчен ирĕксĕр тарса килнисем çĕнĕ этноса — чăваш халăхне — консолидациленеççĕ. Пăлхар-чăваш чĕлхин тăвăмла шайĕсен материалла уйрăмлăхĕсем Ылттăн Урта тапхăрĕнче пăлхарсем, кыпчаксем тата ытти компонентсем пĕрлешнине, тĕн уйрăмлăхĕсем сыхланнине кăтартаççĕ (чăваш "чӳклевçĕ" тата бесермян "мăссăльман" этнонимсене танлаштарăр).>
"Çăваç" ыйтăвне малалла аталантаракансем хушшинче çавăн пекех — филологи ăславĕсен докторĕ В.Г.Родионов профессор:
Пăлхарсен пĕр пайĕ Хусан еннелле, тепĕр пайĕ Сĕве тăрăх анаталла вăрмансене тарса хăтăлаççĕ. Çав тапхăртан пуçласа "пăлхар" сăмах ерипен манăçа тухать. Ислам тĕнне йышăннă пăлхарсем "пĕсĕрмен", йышăнманнисем "чăваш" ("çăваç") ятпа çӳреме пуçлаççĕ[13].
Вырăс çăлкуçĕсенче (çырсапыравĕсенче) "худые болгары" тата "бесерман" ăнлавсем пурри, Анчăккассин 1927-мĕш çулчченхи Çĕтĕк Çăваç ячĕ те сăмах пулăвĕн никĕслевĕсен шутнех кĕреççĕ.
"Сăваç" сăмах пирки пирĕн ытти саманаташсем мĕн шавлани пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш кинематографисчĕсен ертӳçи О.М.Цыпленков:
Истори ыйтăвĕсене çутатакан кĕнекесенче чăвашсем мĕнле пулса кайни пирки тĕрлĕрен вулама пулать. Эпир сăварсен‚ пăлхарсен‚ гунсен йăхĕсем. Мĕншĕн юлашки 300-400 çул çеç чăваш тенине тĕл пулатпăр? Хуравĕ‚ ман шутпа‚ çакăнта: чăваш тени хăй вăхăтĕнче халăх ячĕ пулман. Вăл – халăхăн тĕн палли. Авалхи асаттемĕрсен пĕр пайĕ ислам тĕнне йышăнсан йăла-йĕркесем те улшăннă. Вĕсене ĕлĕххи пек çăвана пытарма пултарайман. Çапла мусульман халăхĕн йĕркипе масарсем йĕркеленнĕ. Ĕлеххи тĕнпех пурăнакансене çăваçсем теме пуçланă. Кайран чăвашсем пулса кайнă. Çапла тĕн палли халăх ячĕ пулса тăнă[14].
Ултияр (Олег Михайлович) каланинче пĕр саманта асăрхас пулать. Мĕншĕн тесен (Н.И.Егоров сăмахĕсене аса илĕр) "çăваç" тенине, тулаш енчен пĕр пек пулсан та, чăннипе "çăва" сăмахпах çыхăннă тесе çирĕплетмех май çук. "Çăва" тата "çăваç" авлхи тĕрĕк чĕлхинчи тĕрлĕ тымарсенчен йĕрленсе пыма пултараççĕ.
"Экспедицисене тухса çӳресе çăваç пулса тăтăм", тет тата И.А.Дмитриев (Трер)[15]
Çармăс чĕлхинче мăн кĕрĕве палăртакан кăсăклă сăмах пур: савуш, çäӳç, çавуç, сагуш “дружка, шафер, распорядитель в свадебном обряде” < чăв. *çавăç (Расянен). Çавна май Лингофорумри пĕр сайтçă çапла ыйтать[16]: çăваç тата çавăç тенисем омонимлах илтĕннине кура чăваш чĕлхинчен çавăç сăмах тухса ӳкмен-ши?
"Çăваç" концепцине критиклеме хăтланни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В.Д.Димитриев мĕн каланине итлесе пăхар:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)<Куçару: Ĕнтĕ каплă пулса тăнă чăваш филологĕсем те чăваш сăмах унпа пĕр янравлă тата чӳклевçĕне имĕш пĕлтерекен çăва "могила" сăмахран тухнă теме пуçларĕç.>
Кунта нихăш филолога та ятран асăнман. Енчен те филологи ăславĕсен докторне Н.И.Егорова илес пулсан, вăл, куртăмăр ĕнтĕ, "çăва" тата "çăваç" сăмахсене тӳррĕн çыхăнтармасть — хăяккăн çеç. "Çăва" сăмах хăй тĕллĕн чӳклевçĕне пĕлтерме пултараймасть, — вăл -ç аффикс хушăнсан çеç çав пĕлтерĕше йышăнать.
Кунашкал калани пур пулин те, В. Д. Димитриев суварист пулман[19]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)необоснованная гипотеза А.П. Ковалевского, а также А. П. Смирнова оказала определенное влияние на чувашских исследователей В.Ф. Каховского, М.Р. Федотова, автора этих строк, который в разделе о происхождении чувашского народа в Iт. «История Чувашской АССР» (Чебоксары, 1966) допускал возможность участия болгар, наряду с кыпчаками, в формировании татарского народа. Современные авторы по вопросам этногенеза (В. П. Иванов, Л. А. Таймасов и др.) также испытывают влияние гипотезы А. П. Смирнова и А. П. Ковалевского. Эта гипотеза проникла и в чувашскую драматургию. В пьесе И. Петровой «Телейпе Илем» (сюжет Х в.), в новой трагедии Н. Сидорова «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлӗвӗ» (сюжет 1236 г.) болгары и чуваши противопоставляются как мусульманский и языческий народы. В действительности же все использованные Н.И. Ашмариным и его последователями факты свидетельствуют, что чуваши произошли от единой, сформировавшейся болгарской народности,
Чăваш Иван Хĕвечи калани[20]:
Теприсем (К. Малышев калашле, кулас килет), «чăваш» ята «çăваç» ятпа, виле пытармалли вырăнпа, çыхăнтарнине илтсен кулма мар, йĕрес килет
Кăштах "альтернативлă" текен версисем пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăннипе каласан альтернативлă текен версисем валли вырăн сахаллансах пырать. Мĕншĕн тесен чараксем пур. Калăпăр, унашкал версисем çармăс чĕлхинче "суас" сăмах тата унăн фонетикăлла варианчĕсем пуррине, ытти факторсене шута илмешкĕн тивĕç. "Çăваç" концепцийĕ авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йагъ- "чӳклес" тымартан шăтса тухать терĕмĕр. Çавна май халлĕхе асăннă тымарпа çывăх, анчах çапах та кăшт урăхларах праформăсемпе çыхăннă версисене (Г.В.Юсупов[21], М.Р.Федотов, М.Фасмер[22] каланисене) асра тытма пулать. Анчах вĕсенче те темĕн чухлĕ кăлтăк пур.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В.Г.Родионов. Чăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чăваш литературию XVIII-XIX ĕмĕрсем. Чăв.кĕнеке кăларавăшĕ, Шупашкар, 2006. — С.7-51.
- Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12–13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34–36.
- Егоров Н.И., Егоров Э.Н.. Бесермяне и чуваши – этнонимы от конфессионимного происхождения // Диалекты и история тюркских языков во взаимодействии с другими народами: Сб. ст. ЧГПУ, ЧГИГН. Чебоксары, 2004. С. 146–158.
- Егоров Н.И. Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология. Чебоксары: Новое время, 2009. 854 с.
- Егоров Н.И. Динамика формирования национальных концепций идентичности у татар и чувашей: от конфессионального к этнонациональному 2022 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / науч. ред. Г.А.Николаев. – Чебоксары, 2012. – 52 с. – (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 10).
- Родионов В.Г. К ПРОБЛЕМЕ РЕКОНСТРУКЦИИ ЧУВАШСКОГО ОБРЯДОВОГО КОМПЛЕКСА ÇУ. // ЧГВ, 2007/2008 гг., № 3 — С. 53-62.
- Родионов В.Г. Чăваш этноним ăçтан пуçланнă? // Тăван Атăл (Родная Волга), 1980. № 2. С. 79–80. ( Ку статья малтан çакăнта пичетленнĕ: Çĕнтерӳшĕн (За победу), газета Ибресинского района Чувашской Республики), 1979. 27 октября.)
- Родионов В.Г. К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, бесермян и чуваш// Ашмаринские чтения – VI: материалы Всероссийской конференции, проходившей 17–18 октября 2008 г. Чебоксары: ЧГУ, 2008. С. 169–179;
- Тепляшина Т.Н. Язык бесермян. М.: Наука, 1970. 288 с.
- Родионов В.Г. РОЛЬ ИСЛАМА В ФОРМИРОВАНИИ ЭТНИЧЕСКОГО СОЗНАНИЯ ТЮРКСКИХ НАРОДОВ ПОВОЛЖЬЯ. // Доклад на МЕЖДУНАРОДНЫЙ КОНГРЕССЕ «СТРАТЕГИЧЕСКИЙ ВЗГЛЯД НА ИСЛАМСКИЙ МИР В XXI ВЕКЕ" (Турция). — 15.05.2017, 11:37.
- Родионов В.Г. Реконструкция этнокультурной, социальной и конфессиональной идентификации населения Волжской Булгарии.(ĕçлемен каçă)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Предпосылки мирного, по челобитью, присоединения Чувашии к Российскому государству. — Чувашская республика. Официальный портал органов власти.
- ^ Игнатьева О.Е., Трифонова З.А. АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927). Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С. 200
- ^ Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С.313
- ^ Чувашско-русский словарь: Ок. 40 000 слов / Андреев И. А., Горшков А. Е., Иванов А. И. и др.; Под ред. М. И. Скворцова. — 2-е изд., стереотип. — М.: Рус. яз., 1985. — 712 с., ил
- ^ История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.
- ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань, 1902. — С. 45
- ^ Петров М. П. О происхождении чуваш. — Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1925. 62 с. — 57 с. (Приложение 2).
- ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 136.
- ^ Древнетюркский словарь. Л., 1969. — . С. 224 , С. 225 , С. 269 , С. 270.
- ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 137.
- ^ Егоров Н.И., Хузангай А.П. БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК. — Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Шупашкар, 1989. — 25 С.
- ^ Цыпленков О.М. «Аслă Пăлхар çĕрĕпе çӳресчĕ!» — Интервью. Т. НИКИТИНА калаçнă. Урал сасси. — 2010 ç. — Утă, 22
- ^ Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?» — 16, Февраль, 2016, Хыпар.
- ^ Karakurt. Сайтри комментари. (Таврари комментарисене пăхса илсен пăсмасть).
- ^ Димитриев В.Д. Фальсификация истории [Электронный ресурс]. URL: http://chuvbolga-ri.ru/index.php/template/kultura-chuvashii/217-falsifikatsiya-istorii.
- ^ Салмин А. К. История чувашей в их этнонимах. // Вестник Чувашского университета. — 2014. — Вып. 4. — С. 71—85. (Усă курнă литература йышĕнче 19-мĕш номерлине пăхмалла).
- ^ Димитриев В. Д. Об обосновании Н. И. Ашмариным теории болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности // Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики. — 1996. — № 1. — С. 183—200.
- ^ Чӑваш Иван ХӖВЕЧИ, Чӑваш Ҫёпрел ачи. Сувар. - 2016.03.11. - 9 (1152) №.
- ^ Г. В. Юсупов. Булгаро-татарская эпиграфика и топонимика как источник исследования этногенеза казанских татар. - Вопросы этногенеза Среднего Поволжья, Казань 1971, стр. 220-221
- ^ Фасмер М. Этимологический словарь русского языка. В 4 т. Т. 4 (Т—ящур) / Пер. с нем. и доп. О. Н. Трубачева. — 2-е изд., стер. — М.: Прогресс, 1987. — С. 376.