Контент патне куҫ

Элшел (хула)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ĕшле ҫинчен куҫарнӑ)
Ытти пĕлтерĕшсене Элшел (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.

Элшел (Ĕшел, Ишлĕ), — Атăлçи Пăлхар хули. Вăл Атăлăн сылтăм çыранĕнче ӳссе ларнă пулнă. Элшеле пăлхарсем X ĕмĕрте никĕсленĕ пулас. Хула 1220 çулта вырăс шывçи хурахĕсем çунтарса янă хыççăн пĕтнĕ.

Ĕшел (Ишлĕ), — Атăлçи Пăлхар хули. 1220 çулта ăна вырăс шывçи хурахĕсем аркатнă.

Çак авалхи пăлхар хулинчен инçе мар, Сĕвен сулахай çыранĕнче, Элшел текен авалхи чăваш ялĕ пур. Ку ял Тăхăръял таврашĕнчи ялĕсем хушшинче хăйне евĕрлĕ шĕкĕрĕ. Халăхра упранса юлнă хайлавсенче çапла каланă:

«Пирĕн асаттесем кунта пысăк хуларан куçса килнĕ. Хули Сĕве хĕрринче пулнă. Ăна та Элшел тенĕ. Анчах та çав хулана ташмансем çунтарса янă…»

Элшел тăватă кетеслĕ хула, унăн пĕтĕм лаптăкĕ 50 гектар яхăн пулнă. Хулана тунă чухне пăлхар-чăваш асаттесем çутçанталăк панă çырма-çатрапа та питĕ ăстан усă курнă. Хулан çурçĕр енче çĕртен хăпартса тунă икĕ çӳллĕ хӳме, икĕ тарăн шывлă канав. Вĕсем лайăхах упранса юлнă. Мал енче, ахăртнех виçĕ хӳме пулнă пулас, анчах та пĕр хӳми çеç упранса юлнă. Вăл халĕ те 4 метртан çӳллĕ. Кăнтăр енче те пĕр хӳме çеç юлнă. Унпа юнашарах — канав тата питĕ тарăн çырма.

Ку вырăна 1962 тата 1965 çулсенче чавса пăхнă В.Ф. Каховский профессор авалхи хула питĕ вăйлă çирĕплетнĕ карман пулнине палăртать. Кунта 183 хуралтпа çурт-йĕр тупнă. Хулара тимĕрçсем, сĕтел-пукан, савăт-сапа ăстисем ĕçленĕ, таçтан та сутăссем килсе çӳренĕ. Хулана кĕмелли виçĕ хапха пулнă пулас. Вĕсене питĕ вăйлă çирĕплетнĕ турулсем сыхланă. Апат-çимĕçе упрама элшелсем, ытти пăлхар-чăвашсем пекех, тарăн шăтăк евĕрлĕ нӳхрепсем чавнă. Сивĕ тапхăрсенче кермене хутса ăшăтма пăрăхсем хунă пулнă.

Элшел çыннисем хальхи Ишлей тăрăхне тарса килнĕ текен шухăш та пур.

Хушса çырни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Элшелрен инçех мар Кăнна Кушки ялĕ вырнаçнă. Вăл И.Я.Яковлевăн тата Тихăн Петĕркки çыравçăн тăван ялĕ пулать.