Контент патне куҫ

Алькеш (ял)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Алькеш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Алькеш
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Çĕньял
Координатсем 56°03′40″ с. ш. 47°17′19″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Вонпукасси, Вомпукасси
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83240
Почтă индексĕ 429504
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 244 860 010
Алькеш (ял) (Раççей)
Точка
Алькеш (ял) (Чăваш Ен)
Точка

Алькеш, — Шупашкар хули çумĕнче вырнаçнă ял. Юнашар вырнаçнă хулаçум поççолăк та, Шупашкар хулин шутне кĕрекенскер, çав ятлă. Поççолăкра чи малтан йĕркеленнĕ урам Н.И. Айзман ячĕпе хисепленсе тăрать.

Ялта 6 урам: Хусан урамӗ, Космонавтсен урамӗ, Вӑрман урамӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, Пионер урамӗ, Чечек урамӗ.

Малтан çавăн пекех Вонпукасси, Вомпукасси ятлă пулнă. Ку ятсем вонпӳ, вунӑ общинӑна ертсе пыракан ертӳҫӗ ятӗнчен пулса кайма пултарнӑ.

Вырӑсла яла Байдеряково, Богородское, Вомбакасы, Вомбукасы, Альгешево ятсемпе асӑннӑ тӗл пулать[1].

И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекинче «Алькеш» ята «Аль» (община) тата тутар чӗлхинчи «кеше» (ҫын) сӑмахсенчен пулса кайма пултарнӑ тесе палӑртнӑ[2].

Кӳкеҫрен 2 ҫухрӑмра, М7 ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ чукун ҫул станцийӗнчен 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ял хулапа ҫуммӑн вырнаҫнӑ, иккӗшне Шанка юханшыв уйӑрать.

Ялти Космонавтсен урамӗпе Пионер урамӗсем хушшинче ҫырма пур.

Чӑвашсем пурӑннӑ. 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем пулнӑ, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Ял халӑхӗ тырӑ ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, чӑпта ҫапнӑ, ытти ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.

1923 ҫулта ялта «Кустарь-художник» юлташлӑх йӗркеленнӗ. 1929 ҫулта «Паха тӗрӗ» уҫӑлнӑ. 1935 ҫулта виҫӗ цехлӑ Алькеш промысла эртелӗ йӗркеленнӗ, унта тӗрӗ тӗрленӗ, пир-авӑр хатӗрленӗ тата атӑ-пушмак тунӑ.

1929 ҫулта ялта «Чувашский ЦИК» колхоз йӗркеленнӗ, унӑн пӗрремӗш председателӗ Мефодий Васильев пулнӑ. Каярахпа П. Муравьев, Л. Сапожников ертсе пыма пуҫланӑ.

Администраци вырнаҫӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927 çулчен Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шупашкар районне кĕме пуçланă.

Вулӑссем вырӑнне районсем йӗркеленӗ хыҫҫӑн Алькеш ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1960 ҫулхи акан 6-мӗшӗн хыҫҫӑн Ҫӗньял ял канашне пӑхӑнма тытӑннӑ. Малалла Ҫӗньялти администраци ячӗ улшӑннӑ кӑна: 1991 ҫулта Ҫӗньял ял администрацийӗ ятлӑ пулса тӑнӑ, 2006 ҫулта — Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ. 2023 ҫулта ял тӑрӑхӗсем вырӑнне территори пайӗсем йӗркеленнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ялти 46 ҫын пуҫ хунӑ, вӗсенчен командирсем:

  • Захаров Пантелеймон Захарович (1923—1943). Кӗҫӗн сержант.
  • Карпов Константин Андреевич (1923—1945). Сержант.
  • Леонтьев Степан Леонтьевич (1899—1942). Аслӑ сержант.
  • Федоров Геннадий Федорович (1923—1943). Аслӑ сержант.

Кӑсӑклӑ фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче Николай Айзман Алькешре кӗреке юрри ҫырса илнӗ, каярахпа вӑл «Алран кайми аки-сухи» юрӑн никӗсне выртнӑ.

Ҫӗньялти ял вулавӑшӗ 1953 ҫулта Алькешре йӗркеленнӗ, каярах ӑна Мошкассине куҫарнӑ, 1970 ҫулта вара Ҫӗньялти Культура ҫуртне вырнаҫтарнӑ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӑх йышӗ
Ҫул Кил Арҫын Хӗрарӑм Пурӗ
1670 101
1742 40 200
1795[3] 94 307 292
1858 80 84
1897 141 156
1926 77 146 172
1939 190 224
1979 221 269
2002 126 192 196 368
2010 236 244

Ялта шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, ял клубӗ, лавкка пур. 2017 ҫул вӗҫӗнче ялти ФАП-а ҫӗнетсе уҫнӑ, вӑл ҫавӑн пекех Пӗчӗк Аначкасси ял ҫыннисен сывлӑхне те упрама пулӑшать[4].

Ял халӑхӗ кашни ҫул утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ял кунне паллӑ тӑвать. Ку куна ял халӑхӗ Хусан Турамӑшӗн иконӗн уявӗпе ҫыхӑнтарнӑ[5].

Ялти клуба 2022 ҫулта утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна Ял кунне тата Хусан Турамӑшӗн иконӗн уявне халалласа чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ. Клуб ҫуртне Валерий атте сӑвапланӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ теннис сӗтелне парнеленӗ, Шупашкар районӗн администраци ертӳҫи Николай Хорасев компьютер туянма сертификат панӑ[6].

Ялта Хусан Турамӑшӗн храмӗ пур (1746–1940, 1947–хальхи вӑхӑт).

Чиркӳ вырнаҫнӑран юнашар Алькеш ҫӑви пур, унта ҫывӑхри ялсен ҫыннисене пытарнӑ. 1980-мӗш ҫулсенче ҫӑвара пытарма пӑрахнӑ, ҫывӑхри ялсем валли Ҫатракасси ялӗ патӗнче ҫӗнӗ ҫӑва уҫнӑ.

Алькеш ҫӑвинче Ҫимӗке кӗҫнерникун ирттереҫҫӗ.

1883 ҫулта ялта чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. 1887 ҫултан пуҫласа Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӑн шкулӗ ӗҫленӗ.

Пĕртен-пĕр вĕренӳ учреждени — Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алькешпе ҫыхӑннӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Карпов В. И. (Валентин Алиней) Населённые пункты Чебоксарского района Чувашской Республики. Справочник. — Шупашкар: 2008.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]