Бенедикт Спиноза

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бенедикт Спиноза
ברוך שפינוזה, Benedictus de Spinoza
Çуралнă вăхăт: Чӳк, 24 1632
Çуралнă вырăн: Амстердам
Вилнĕ вăхăт: 1677, Нарăс, 21 (44 çул)
Вилнĕ вырăн: Гаага
Патшалăх:

Пĕрлешÿллĕ провинцисен республики

Ăслăх сфери: Рационализм, спинозизм
Килти ĕç пÿлĕмĕ.

Бенедикт Спиноза (Барух Спиноза, ивр. ברוך שפינוזה‎; лат. Benedictus de Spinoza; Чӳк, 24 1632, Амстердам — Нарăс, 21 1677, Гаага) — XVII ĕмĕрти нидерланди философĕ — рационалист, натуралист, Çĕнĕ вăхăтăн чи тĕп вырăнлă философсенчен пĕри, пантеизм, детерминизм, тĕн ирĕклĕхĕ шухăшăсене сарнă, этика, эпистемологи, метафизикапа кăсăкланнă.

Вăл Декарт, стоиксенчен, Гоббс, Маймонид, Николай Кузанский, Джордано Бруно, Акоста ăсчахсенчен сĕм илнĕ.

Малашĕнче унăн шухăшлавĕсене Лессинг, Гердер, Гёте, Шлейермахер, Йена романтикĕсем, Шеллинг, Гегель, Георг Вильгельм Фридрих, Эйнштейн, Альтюссер, Делёз пек философсем атăлантарнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Барух де Спиноза Португалинчен хăваласа кăларсан Амстердама куçса пынă сефард еврей кил-йышĕнче çуралнă. Михаэль (Габриэль Алварес) тата Ханна Дебора де Спиноза кил-йышĕнче пилĕк ача пулнă: Исаак, Ребекка (иккĕшĕ те Михаэлĕн малтанхи арăмĕнчен), Мириам, Барух тата Габриэль. Амăшĕ 1638 çулта туберкулёз чирĕнчен питĕ ир вилнĕ — ун чухне Барух 6-ри ача пулнă. Ашшĕ, хăй 1654 çулта вилеччен ăнăçлă пыракан кăнтăр пахча-çимĕç суту-илÿ ĕçне тытса пынă. Спиноза кĕçĕн «Эц Хаим» («Пурнăç йывăçĕ») ятлă тĕн шкулне çÿрет, унта вăл иврит, Раши ăнлантарнă Тора, Талмуд тата ытти раввин çыравлĕхне, тата еврей турсăмахĕ никĕсĕсене тата риторикине вĕренет. Кунтах вăл Аверроэс тата Аристотель ĕçĕсемпе, Маймонидăн вăтам ĕмĕр интерпретаципе паллашать. Каярах латин чĕлхи вĕренет. Спиноза португал, испан, нидерланд чĕлхисене, кăштах франц тата итал чĕлхисене пĕлнĕ, çыравлăх ивритне пĕлнĕ; кил хушшинче ладино чĕлхипе калаçма пултарнă.

Спинозăн пĕрремĕш вĕрентекенĕсем ăсчах-раввинсемпе Исаак Абоаб-да-Фонсека ăнлантаруçă пулнă (вăл каярах, тен, Спинозăна уйăрнинче хутшăннă), Менаше бен Исраэль тата Моисей Мойтейра. Çав вăхăтра Спиноза Авраам ибн Эзра тата Маймонид, Леви бен Гершом (Герсонид) еврей философĕсен ĕçĕсене тĕпченĕ, тата Хасдай Крескасăн «Çÿлти Турă çути» («Ор Адонай») трактатне тата тĕн философĕн Авраам Коген Эррерăн «Puerta del Cielo» («Тÿпе хапхи») кĕнекисене пĕлнĕ. Кунтах Иегуда Абарбанель неоплатоникăн «Юрату çинчен диалогсем» («Dialoghi d' Amore»)кĕнекине тата арабо-мусульман философĕсен: аль-Фараби, Ибн Сина тата Ибн Рушд (Аверроэс) ĕçĕсене хушма кирлĕ.

Ашшĕ вилсен Барухпа шăллĕ, Габриэль, çемье ĕçне хăйсен аллине илеççĕ. Спиноза ортодоксалсене килĕшменнине калани, вăл коллегиантсен сектипе çывăхлашни, унăн протестантизмĕшĕн, вăл иуда тĕненчен уйрăлса кайни кĕçех ăна 1656-мĕш çулта ăна еврей пĕрлешĕвĕнчен кăларса янипе (херем) пĕтет.

Спиноза Бенедикт ятне илет (латинла «пархатарлă»), çемье ĕçĕнчи хăйĕн пайне шăллĕне сутса Амстердам çумĕнчи Оверкерка пурăнма куçать. Анчах кĕçех таврăнать те иртниниче иезуит пулнă «хаваслă тухтăр» ван ден Энден шкулне вĕренме кĕрсе латин чĕлхине лайăхлатать, грек чĕлхине,авалхи грек философине, вăтам ĕмĕрсен тата çĕнĕ философине, çав шутра Томас Гоббс, Пьер Гассенди, Никколо Макиавелли, тен, (Джордано Бруно) ĕçĕсене, çутçанталăк ăслăлăхĕне, ÿкерме, оптикаллă кантăк хăйраса якатма вĕренет, иврит вĕрентет. Кунтах Рене Декарт ĕçĕсемпе паллашать, ку унăн пултарулăхне анлатать, анчах унăн «чăн тĕнне» — философине сĕмлеместь. Декарт Амстердамра нумай пурăннă пулин те, вĕсем Спинозапа нихăçан та тĕл пулайман — Спиноза ытла та çамрăк пулнă.

Бенедикт тавра унпа çывăх тусăсемпе вĕренекенĕсен ушкăнĕ пуçтарăнать — Симон де Врис (Simon Joosten de Vries), Ярих Еллес (Jarig Jelles), Питер Баллинг (Pieter Balling), Лодевейк Мейер (en:Lodewijk Meyer), Ян Риувертс (Jan Rieuwertsz), фон Шуллер (von Schuller), Адриан Курбах (en:Adriaan Koerbagh), Йоханнес Курбах (Johannes Koerbagh), Йоханнес Бауместер (Johannes Bouwmeester) тата ыт. те.

Этика монографи хуплашки

1660 çулта Амстердам синагоги хула влаçĕсене Спинозăна «сипейлĕхпе морале хăрушлăха кĕртет» тесе хурлама ыйтать, вара унăн Амстердамран тухса кайма тивет, Рейнсбургра (вăл вăхăтра коллегиантсен тĕп вырăнĕ) — Лейденпа юнашар ялта пурăнма вырнаçать. Линзасене хăйраса якатни ăна пурăнма çителĕклĕ тупăш парать. Кунта вăл «Турă, этем тата телей çинчен кĕске трактат», «Ăс-тăна тарăнлатни çинчен трактат», «Декарт философин никĕсĕсем» пысăк пайне тата «Этика» кĕнекене çырать. Вăхăт вăхăтран ун патне юнашарти Лейден хулинчен вĕренекенсем пырса каяççĕ. 1661 çулта Спиноза патне Лондонри патшалăх ăслăлăх пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕсенчен пĕри, Генри Ольденбург пырать, вĕсем нумай çулсен хушши çыру çырса илеçĕ.

1663 çулĕн çĕртме уйăхĕнче Спиноза Гаагапа юнашар Ворбюрга куçать, кунта вăл физик тата математик, Христиан Гюйгенспа, филолог Гергард Иоганн Фосспа паллашать.

1664 çулта Гаагăра «Декартăн философи никĕсĕсене» (хăй пурăннă чух Спинозăн чăн ятпа тухнă пĕртен пĕр ĕç) тата «Метафизикаллĕ шухăшлавсем» пичетлет. Амстердамра ют ятпа тухнă «Теологиллĕ-политикаллă трактат» (1670) Спинозана тĕппипех атеизм ятне парать. Патшалăх ертÿçисем де Витт тăвансем, пĕри Ян де Витт, картезиан пулни тата вĕсем унăн философине хисеплени çĕх Спинозăна çывăр айăплуран çăлса хăварнă. Çав аăхăтрах вăл «Еврей грамматикине» çырать.

1670 çулхи çу уйăхĕнче Спиноза Гаагăна куçса каять (1671 çултан Павильюнсграхт (Paviljoensgracht) каналĕ çинчи çуртра пурăнать; халĕ ку çурта латинла Domus Spinozana теççĕ, кунта вăл юлашки кунăсенчченех пулнă. 1673 çулта Спиноза Курпфальц курфюрсчĕ чĕннипе Гейдельберг университечĕн философи кафедрине йышăнма килĕшместь, кăна вăл хăй шухăшĕсене калассин ирĕклĕхне çухатиссинчен хăранипе ăнлантарать. 1675 çулта вăл «Этика» ятлă — пысăк ĕçне вĕçлет, кунта системаллă калăпăшра хăйĕн философин пур тĕп никĕсĕсене уçса парать, анчах 1672 çулта пиччĕшĕпе шăллĕ де Виттсем «влаçне çухатсан» (тĕрĕсрех, вĕсене вĕлерсен), алçыравĕсем çывăх юлташĕсем хушшинче çÿренĕ пулин те, ăна пичетлесе кăларма вăл хăюллăхне çитереймен. 1677 çулхи нарăс 21, вырсарникун Спиноза туберкулёз чирĕнчен (ку чиртен 20 çул асап курнă, ĕçĕ пирки кантăк тусанне сывласа çăтни те юраман) вилет, табак туртни ун чухне сиплĕ шутланнă, вăл çулĕпе 44-ра çех пулнă. Вил ÿтне нарăс 25-мĕшĕнче вăхăтлăха пытарнă, кĕçех çĕнĕрен пĕрлĕхлĕ вилшăтăкне пытарнă. Унăн пурлăхне çырса илсе (161 кĕнеке), сутаççĕ, докуменчĕсен пайне (вĕсен шутĕнче çырусен пайне те) пĕтереççĕ. Спинозăн хайлавĕсене, халаллани тăрăх, çав çулах Амстердамра Rieuwertsz- ра авторăн ятне çырмасăр пичетлесе кăлараççĕ, вĕсем Еллес малсăмахĕпе, (лат. B. d. S. Opera Posthuma) ятпа тухаççĕ, 1678 çулта — нидерланд куçарувĕнче (Nagelate Schriften). Çав 1678 çултах Спинозăн пур хайлавĕсене те чараççĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • ок. 1660 патне «О Боге, человеке и его счастье»
  • ок. 1662 патне «Трактат об усовершенствовании разума и о пути, которым лучше всего направляться к истинному познанию вещей»
  • 1663 «Основы философии Декарта, доказанные геометрическим способом»
  • 1670 «Богословско-политический трактат»
  • 1677 «Политический трактат» (не окончен)
  • 1677 «Этика, доказанная в геометрическом порядке и разделенная на пять частей»
  • 1677 «Еврейская грамматика»

Спинозăн вырăсла куçарнă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Спиноза Б. Избранные произведения: в 2-х томах. Т. 1. — М.: Госполитиздат, 1957.
  • Спиноза Б. Избранные произведения: в 2-х томах. Т. 2. — М.: Госполитиздат, 1957.
  • Спиноза Б. Сочинения. В 2-х томах. Т. 1. / Вступительная статья К. А. Сергеева. — Изд. 2-е. — СПб.: Наука, 1999. — 489 с. — (Слово о сущем). — 2050 экз. — ISBN 5-02-026750-3.
  • Спиноза Б. Сочинения. В 2-х томах. Т. 2. / Вступительная статья К. А. Сергеева. — Изд. 2-е. — СПб.: Наука, 1999. — 629 с. — (Слово о сущем). — 2050 экз. — ISBN 5-02-026751-1.
  • Спиноза Б. Этика / Пер. с лат. Н. А. Иванцова. — СПб.: Аста-пресс ltd, 1993. — 248 с. — 5000 экз. — ISBN 5-85962-044-6.
  • Спиноза Б. Богословско-политический трактат. - Харьков: Фолио, 2001. - 656 с., 5 000 экз.
  • Спиноза Б. Трактат об очищении интеллекта / Пер. с лат. В. Н. Половцовой. — М.: Кушнерев и К°, 1914. — 188 с.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Фишер К. История новой философии: Бенедикт Спиноза. — М.: АСТ, Транзиткнига, 2005. — 557, [3] с. — 5000 экз. — ISBN 5-17-026924-2.
  • Ковнер С. Р. Спиноза, его жизнь и сочинения. Варшава, 1897.
  • Диттес Ф. Критические этюды о нравственной философии Спинозы. СПб., 1900.
  • Диттес Ф. Этика Спинозы, Лейбница и Канта. СПб., 1902.
  • Робинсон Л. Метафизика Спинозы. СПб., 1913.
  • Кечекьян С. Ф. Этическое миросозерцание Спинозы. М., 1914.
  • Луппол И. К. Бенедикт Спиноза. М., 1924
  • Маньковский Л. А. Спиноза и материализм. М., 1930
  • Беленький М. С. Спиноза. М., 1964.
  • Коников И. А. Материализм Спинозы. М., 1971.
  • Соколов В. В. Спиноза. — М.: Мысль, 1973. — (Мыслители прошлого).
  • Соколов В. В. Спиноза. — Изд. 2-е, испр. и доп. — М.: Мысль, 1977. — 222 с. — (Мыслители прошлого).
  • Соколов В. В. Спиноза. — Изд. 3-е, стереотипное. — М.: Книжный дом «ЛИБРОКОМ», 2009. — 224 с. — (Из наследия мировой философской мысли: великие философы). — ISBN 978-5-397-00629-3.
  • Майданский А. Д. Геометрический порядок доказательства и логический метод в «Этике» Спинозы // Вопросы философии. М., 1999. № 11. С. 172—180.
  • Кауфман И. С. Философия Спинозы в России. Первая часть. 1774—1884.// Историко-философский ежегодник 2004. М., 2005. С.312-344.
  • Нечипуренко В. Н. Спиноза в зеркале еврейской философской и мистической традиции // Известия высших учебных заведений. Северо-Кавказский регион. Общественные науки. 2005, № 1. С.13-21.
  • Луначарский А. В. Спиноза и буржуазия, 1933
  • И. Васильев, Л. Науменко Три века бессмертия. // Коммунист. 1977, № 5. С. 64-63.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]