Контент патне куҫ

Авалхи чăваш ячĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш ячĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Авалхи чăваш ячĕсем — сĕм авалтан пуçласа паянкуна упранса (улшăнса, тĕсленсе) çитнĕ ятсем.

Чăваш ячĕсем çине Сартăш та, Ислам тĕнĕ те, Христос тĕнĕ те чылай сĕм янă. Христос тĕнне куçсан чăвашсем христианлăх ячĕсене илеççĕ, çапах та астăвăмра чăваш авалхи ятсене хăвараççĕ. Хальхи самантра халăх ячĕсене тĕне кĕмен, çаплах çĕнĕ тĕне тытман, авалхи йăласене чĕрĕлтерессишĕн ĕçлекен чăвашсем илеççĕ.

Чăваш халăх ячĕсен пĕрремĕш тĕпчевсене В. К. Магницкий пуçланă. Хăйĕн «Чувашские языческие имена» (1905) кĕнекинче вăл 10 000 ытла арçын ячĕсене пухса çырать. Çак ятсенче вырăс, тутар тата пĕр тымартан тухнă темиçе ят тĕл пулать. Сăмахран, Ванюш, Ванюшка, Ванюха пĕр ятах пулаççĕ. Çакăн хыççăн чăваш халăх ячĕсене пачах тĕпчемен.

Ономастика тĕпчевĕ, тĕрĕссипе этнономика, топонимика тата антропонимика тĕпчев ĕçĕсем XX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулесенче кăна пуçланнă. Пĕрремеш ĕçĕ — И. А. Андреев кăларнă «Çын ячĕсем». Чăваш Атăлçи ономастикине «Диалекты и топономия Поволжья» аслă пĕлӳ керменĕсен пуххинчи (яваплă редакторĕ Г. Е. Корнилов) кăларăмсем чылай ӳсĕм хушрĕç. Çакăн пирки Л. В. Данилова статьисене асăнмалла.

Уйрăмах Н. И. Егоров 1984 çулта Тутарстанăн тăхăр ялĕнче пуçтарнă антропонимика материалĕнчен хатĕрленĕ «Краткий этимологический словарь чувашских дохристианских женских личных имён» сăмахсар пирки каламалла. Çак тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ тапхăрта (XV ĕмĕртен пуçласа) тутар чĕлхинчен илнĕ ятсне кăтартнă. Çак экспедицирех Л. П. Петров христосран маларах арçын ячĕсене çырса илнĕ. Çавсемпе тата Чăваш гуманитари институчĕн ăслăх архивĕнче упранакан антропонимика материалĕпе усă курса вăл «Историко-этимологический словарь чувашских личных мужских имён» сăмахсар ăсталать.

Тĕнри ятсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ĕлĕк чăвашсем вĕçен кайăк, чĕрчун ячĕсене илнĕ. Тĕслĕхрен, хĕрарăм ячĕсем Чĕкеç, Чакак. Çемйере пĕчĕк ача вилсен, малашне çуралнă ачасене кайăк ятне тивĕçтернĕ.

Халĕ чăвашра халăх ячĕсене хĕрарăмăн умлă-хыççăн пăрах пулса тухсан параççĕ. Çак йăлапа вилĕме аякка сиреççĕ.

Ятсем мĕнле пулса кайнă-ши?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • -ВАН, аффикс-компонент, арçын ячĕсене тăвать. И. А. Андреев çырнипе, вăл перси апеллятивĕ ван (кнеç) тымарĕнчен тухать. Тĕслĕхсем: Эливан, Ухливан, Ситяхван.
  • -ВЕР, аффикс-компонент, ăстан пулса тухни паллă мар. Хĕрарăм, сайра арçын, ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Уневер, Телхивер (х. я.), Силевер
  • -ЙЕР, арçын кăткăс ячĕсен иккĕмĕш компоненчĕ, перси апеллятивĕ яр (тус) тымартан тухать. Тĕслĕхсем: Илтийер, Патйер, Тутйер. Тутарсен «яр»-лă ятсем чылай, вĕсен вăл пĕрремĕш тата иккĕмĕш компоненчĕ шутланать. Çак компонент çармăс, удмурт ячĕсенче те тĕл пулать.
  • -(К)КА, -(К)КЕ, -(Х)ХА, аффикс-компонент, арçын тата хĕрарăм ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Тӳтӳлкка (а. я.), Элтукка (х. я.), Çверкке (х. я.), Çитрухха (м. и).
  • -КАЙ/-КЕЙ, аффикс-компонент, арçын ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Элеккей, Ярккай, Шемеккей.
  • -ЛЕЙ, арçын ячĕсене туса хурать. Ахăртнех, мордва енчен пырса кĕнĕ: ирçĕ лей, мокш. ляй «мăн юханшыв, юханшыв, çырма юхан шыв». Тĕслĕхсем: Евлей, Селей.
  • -МАН/-МЕН, аффикс-компонент, ăçтан килсе кĕни паллă мар, арçын ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Илемен, Патман, Тăхтаман (Нарспи арăм упăшки, К. В. Иванов «Нарспи» поэми).
  • -МАС/-МЕС, аффикс-компонент, арçын тата хĕрарăм ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Элмес (а. я.), Уламас (а. я.), Таймас (х. я.)
  • МĂРСА, МУРСА, арçын кăткăс ячĕсен компоненчĕ, Перс. а. я. Мирза (хуçа, кнеç, тикки), тутарла а. я. Мирза, Морза. Ят туса хуракан мăрса, мурса апеллятив компоненчĕ хăш финн-угор чĕлхисене (çармăс чĕлхи, утмăрт чĕлхи) кĕрет. Чăваш ячĕсен тĕслĕхĕсем: Мурсанюк, Мурсук, Талмăрса , Мăрсапай.
  • -МУК, арçын ячĕсене тăвакан аффикс-компонент, ачаш-йăпату аффикссĕ, çармăс чĕлхинчен кĕнĕ.
  • -НА/-НЕ, аффикс-компонент, хĕрарăм ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Элине, Шехрине, Тайруна.
  • -НЕССА/-НИССА/-НИÇА, хĕрарăм кăткăс ячĕсен иккĕмĕш компоненчĕ. Персилле х. я. Ниса (хуçайкка, «хĕрарăм»), çавăн пекки тутар тата узбек чĕлхинче те пур. Тĕслĕхсем: Миниççа, Шернесса, Миниçа.
  • -НУК/-НӲК, аффикс-компонент ачаш-йăпату суффиксĕ, çармăс чĕлхинчен килнĕ, арçын тата хĕрарăм ячĕсене туса хурать.
  • -ПАНУ, чăваш хĕрарăм кăткăс ячĕсен иккĕмĕш компоненчĕ. Персилле х. я. Бану (хушакан). Тĕслĕхсем: Элпану.
  • -ПИ, хĕрарăм ячĕсене тăвакан аффикс-компонент. Кун пирки темиçе верси пур. Пĕрремĕшĕ — финн-укăр тĕнчи: коми пи (ывăл, арçын ача), утм. пи (арçын ача, каччă). Анчах та хĕрарăм ячĕсем çеç пулса тухни (перс. би), кăткăс ят компоненчĕ, биби (чаплă арăм, матрона; арăм, хуçайккă) кĕскетнĕ хорми. Тĕслĕх: Эветпи, Илепи, Укапи, Шелепи, Хунерпи.
  • -ПИНЕС/-ПИНАС/-ПЕНЕС. Перс. а. я. Бинеш «ăс-тăн», "куру, сăнани, провидение". Тĕслĕхсем: Шерпинес, Шерпинас, Шерпенес.
  • -ПИК/-ПИКЕ, -ПИККА/-ПИККЕ. Тĕрĕкле пике (хуçайкки) < бек (хуçа, хушакан, бек). Çакăн евĕр пулса тухнă ятсем çармăссен (унта б/п тута-шăл сасăллă в-не куçать), удмуртсен те пур. Сăмахран: Элпикке, Хампике, Силпик.
  • -ПУСТАН/-ВУСТАН/-УСТАН. Хĕрарăм кăткăс ячĕсен аппелятивĕ. Перс. аппелятив Бустан (чечек карти, баштан, пахча, анкарти). Тĕслĕхсем: Шервустан, Шехрустан.
  • -РУК. Çак аффикс-компонент ăçтан тухнине палăртман, унпа арçын, çаплах хĕрарăм ячĕсем пулса тухаççĕ. Тĕслĕхсем: Пайрук (х. я.), Ентирук (а. я..
  • -САР. Темиçе арçын ячĕсене тăвакан аффикс-компонент. Персилле -зар. Тĕслĕхсем: Упамсар, Туксар, Тухсар.
  • СЕВЕР/СĔВЕР. Хĕрарăм кăткăс ячĕсен компоненчĕ. От перс. Зивар (капăрлăх, çи-пуç, тум-тир). Пĕрремĕш те, иккĕмĕш компоненчĕ те пулма пултарать. Тĕслĕхсем: Северпи, Северук, Илсĕвер.* -СУЛТТАН, арçын тата хĕрарăм кăткăс ячĕсен иккĕмĕш компоненчĕ. Арапла. а. я. Султан (хушакан, император). Çармăспа утмăрт ячĕсенче те тĕл пулать. Тĕслĕхсем: Пиксулттан, Утна-султтан (х. я.), Нурсулттан (х. я.), Аксулттан (х. я.).
  • -СЛУ, Хĕрарăм кăткăс ячĕсен иккĕмĕш компоненчĕ. Тутар апеллятивĕнчен сылу (илем, кăмăллă; изящный, красавец, красавица), сылулык (илемлĕх, миловидность; изящность). Çак апеллятив çармăс, утмăрт ячĕсенче тĕл пулать. Тĕслĕхсем: Эрнеслу, Уняслу, Минеслу, Тевеслу.
  • -ТАР/-ТЕР, аффикс-компонент, ăçтан пулса тухни паллă мар, арçын ячĕсене туса хурать. Тĕслĕхсем: Пайтар, Симентер, Хунтер.
  • -ТЕЙ. Арçын ячĕсене туса яракан аффикс-компонент. Чăваш чĕлхинчи тете (кукку, пичче, аслисен чыслă ячĕ). Тĕслĕхсем: Авантей, Савантей, Тиментей, Тумантей.

Паллă ятсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи паллă чăваш халăх ячĕсем — Нарспи тата Сетнер. Вĕсене чăваш сăвăçи Константин Иванов хăйĕн «Нарспи» сăвăллă ĕçĕнче тĕнче литературин мăн уçлăхне «алăк уçса кĕртнĕ» темелле.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Федотов М. Р., "Словарь чувашских нехристианских личных имён", Шупашкар, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ, 1998. 148 с.
  • Юхма Мишши, "Чăваш ячĕсем. Чувашские имена", Шупашкар, 2008.
  • Андреев И. А., "Çын ячĕсем", (Личные имена) Шупашкар, 1983.
  • Егоров Н. И., "Женские личные имена низовых чувашей-язычников", //Вопросы фонетики, грамматики и ономастики чувашского языка, Шупашкар, 1987.
  • «Этнография имен», Мускав, 1971.


Пайăр ятсем
Халăхри пайăр ятсем: | Адыг | Абхаз | Азербайджан | Акăлчан | Арап | Эрмен | Пушкăрт | Белорус | Болгар | Бурят | Венгр | Вьетнам | Гавай | Голланд | Грек ячĕсемГрек | Грузин | Дан | Еврей | Инди | Индонези | Ирланди | Исланди | Испан | Итал ячĕсемИтал | Калмăк | Çармăс | Монгол | Мордва | Нимĕç | Норвег | Казах | Кăркăс ячĕсемКăркăс | Китай | Коми Корей | Латыш | Литва | Осетин | Перси | Пиреней | Поляк | Балти | Рим | Вырăс | Серб | Скандинав | Тайвань | Тай | Тутар | Тибет | Тува | Турккă | Украин | Фиджи | Финн | Франци | Чех | Чечен | Чăваш | Швед | Эстун | Яппун |

чаплă ăратсем: астул | титуллă | тĕн | пайпăл | будда | католици | мăсăльман | православи | таса | теофор | чиркӳ