Анатри чăвашсем
Анатри чăвашсем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Чĕлхе | чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, хӑшпӗрисем тутар чĕлхине пӗлеççӗ[1] |
Кĕрет | чăвашсем |
Пулса кайни | пӑлхарсем, сăварсем, ютран килнӗ кыпчаксем тата вырӑнти фин укорсем[2][3] |
Анатри чăвашсем (Хирти, Аnаtri çävаşsеm) — чӑваш халӑхӗн этнографи ушкӑнӗ. Этнографсем виҫ ушкӑна пайлаҫҫӗ: ҫурҫӗр (Енĕш тата Вăрăм юханшывӗсем хушшинчи); хӗвеланӑҫ (Пăлапа Хырла хушшинчи); кӑнтӑр (Кĕтне, Хырла хушшинчи).
Пурăнакан тăрăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Анатри чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑх анат енчи чӑвашсен тӑрӑхӗпе чикӗленет, чикӗ Вăта юханшывӗ тӑрӑх вырнаҫнӑ. Анатри чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑха: Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Кaçaл, Шӑмӑршӑ, Елчĕк, Тӑвай, Ҫӗпрел тата Пăва районӗсем кӗреҫҫӗ.
Генезис[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Анатри чӑвашсем XVI ӗмӗрте пулса кайнӑ. Paççeй, Хусан ханлăха ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, Вырăс патша администрацийӗ, Чӑваш Енӗн вӑтам тавралӑхӑн, Хусан тавралӑхӑн халӑха, Чӑваш Енӗн кӑнтӑр енчи сахал пурӑнакан ҫӗрӗсем ҫине хӑваласа кӑларнӑ[2].
Петр Третьяков тӗпчевӗсем тӑрӑх хальхи Чăваш Ен ҫӗрӗсен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗ, анатри чӑвашсен пурӑнакан вырӑнӗ, Атăлçи Пăлхар патшалӑхне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнине палӑртнӑ. Совет тухӑҫ ӑслӑлӑхӗ, тарихшы-арабист, Андрей Ковалевский этнограф ҫапла ҫырнӑ: монголсем XIII–XIV ӗмӗрте тапӑннӑ хыҫҫӑн Пӑлхар патшалӑхне аркатса тӑкнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫӗрсем ҫине хӗвелтухӑҫ енчен тарса килнӗ халӑх, пӑлхар компонентне, ку ҫӗрсенче тата ытларах вӑйлатнӑ.
Антропологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Анатри чӑвашсен, вирьял чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоид компоненчӗ чылайрах курăнать. Патӑрьелпе, Елчĕк районӗсенче пурӑнакансен: тӗттӗм пигментаци, вӑтам пӳллӗ, ҫӳллӗ сӑмса кӑкӗ пысӑк, пит-куҫа вӑйлӑ асӑрхаттармалли процент. Ҫак паллӑсем понтика типне кӑтартаҫҫӗ[4].
Тумтир[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӑвашсемпе тутарсен вӑрах хутшӑнӑвӗсене пула, чӑвашпа тутар тумтирӗсен пӗрпеклӗхӗсем нумай.
Ӳчӗ ҫине кĕпе тӑхӑннӑ. Кӗпесене тӗрлӗ пахалӑхлӑ пиртен ҫӗленӗ, ку ҫемье пуянлӑхӗнчен килнӗ. Ӗлӗк, кӗл тунӑ чух, шурӑ кӗпе йӳле ярса тӑхӑнӑ, ун ҫине пиҫиххи ҫыхнӑ[3].
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Халӑх ҫыравӗ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ 1 тата 2 Чӑваш халӑхĕн этногенесӗ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ 1 тата 2 Tутарсем тата чăвашсем — пӗр йывӑҫ турачӗсем (выр.) (Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗ, 2021 ҫул). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ Valery Alekseyev Outline of the origin of the Turkic-speaking peoples of Eastern Europe in the light of craniological data / Problems of ethnogenesis of the Turkic-speaking peoples of the Middle Volga region. — Kazan: 1971. — P. 245-300.
Kaçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Раҫҫейри чӑвашсен йышĕ 2002 çyлхи халăх çыравĕ.
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • СССР • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |