Чăваш кухни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш кухничăваш халăхĕн кухни, апат-çимĕçĕ. Урăх халăхсен апат-çимĕçĕнчен питех уйрăлса тăмасть[1]. Çав вăхăтрах хăйне çеç тивĕçлĕ уйрăм палăрăмсем пуррине те тунмалла мар[2].

Уйрăмлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш кухнине çине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисем сĕм янă пулсан та, халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсене хăварнă. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе тата выльăх ĕрчетне. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче çĕрулми çиме тытăннă. Унсăр çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.

Яшкасем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕрлĕрен яшка: техĕмлĕ аш яшки е пулă бульонĕ, çăра аш яшки (шӳрпе), серте яшки, сĕт яшки, турăх яшки (сивĕтнĕ яшка).

Çăкăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăна çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.

Чустаран пĕçернĕ çимĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем ĕлĕкренех кĕрпе, çырла, пахча çимĕç, тăпăрч, аш е пулă (хуплу) кукăльне пĕçереççĕ. Çĕрулми йăлана кĕрсен, унран пашалу тата пӳремеч хатĕрлеме тытăнаççĕ. Çатма çинче пахча çимĕç икерчи пеçернĕ.

Аш çимĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем ĕлĕк нумай килти выльăх: сурăх, хур, кăвакал, чăхă, ĕне, лаша, вырăссам хыççăн сысна та усранă, ашне, çăмартисене çинĕ. Уява сурăх ашĕнчен шăртан туса пĕçернĕ. Мулкач ашне кăмăлланă. Çырмаран, кӳлĕрен пулă тытнă.

Сĕт çимисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ытларах ĕне, качака сĕтне ĕçнĕ. Ăна хăйне уйрăммăн, çаплах йӳçтерсе турăх туса ĕçнĕ. Унран тăпăрчă тата чăкăт хатĕрленĕ. Хăйминчен ĕне çăвĕ туса çинĕ. Сайра хутра тăпăрчран тунă çимене паранкăна та хушнă.

Десертсемпе пылаксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пыл тĕп пылак çимĕç шутланнă. Унран кăрчама тунă, салата хушнă.

Ĕçмесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем сăра вĕретме XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тытăннă. Чăваш сăрине урпа е ырашран пĕçернĕ. Шупашкарта сăра музейĕ ĕçлет.

Çаплах чей тата кăвас ĕçеççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]