Контент патне куҫ

Герасим Пилеш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Герасим Пилеш
Çуралнă чухнехи ят: Герасим Дмитриевич Харлампьев
Çуралнă вăхăт: Нарăс, 2, 1913
Çуралнă вырăн: Мăн Тукташ ялĕ, Курмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ[1]
Вилнĕ вăхăт: Чӳк, 14, 1994
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх: СССРРаççей
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçи, драматургĕ, сăвăçи, скульпторĕ, график
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1991)
Харлампьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пилеш Герасим Дмитриевич (паспортпа: Харлампьев, 1913 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ, Мăн Тукташ ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, — 1994 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш çыравçи, ӳкерçи [2] [3].

Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1940 çултанпа РСФСР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[4][5].

1913 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Хутарти шкулта, Нурăсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумĕнче вĕреннĕ. Салтака кайнă, вăрçа хутшăннă. Г. Харлампьев Чăваш кĕнеке издательствинче чылай вăй хунă, Чăваш Енĕн ӳнер галерейин ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1994 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш литературине чи малтан вăл кĕске пьесăсене, ача-пăча калавĕсене парнеленĕ. Чăваш театрĕсенче драматургăн «Кăмăл уçăлсан», «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр» пьесăсене яланах ăшшăн та чĕререн юратса кĕтсе илеççĕ. «Юрату вилĕмсĕр» драмине Кейӳ хулинче Украинăн патшалăх драма театрĕ лартнă. Герасим Дмитриевич ӳнер куравĕсене хутшăннă, М. Спиридоновпа Н.Сверчков чăваш ăстисем çинчен очерксем çырнă.

Пурĕ унăн 25 кĕнеке пичетленсе тухнă. Паллă ĕçĕсем: «Илемлĕ ир», «Юрату вилĕмсĕр», «Йăлтăр çăлкуç», «Тăрнасен ташши», «Пĕчĕк çеç юмахсем», «Иртнĕ çулсенче», «Ытарайми çĕршывра», «Вăрман юрри», «Голубята» (Кăвакарчăнсем), «На пасеке» (Утарта).

  • "Аликовская энциклопедия", редакци: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Бурнаевский, В. Халăхпа пĕрле / В. Бурнаевский // Ялав. – 1983. – № 2. – С. 26.
  • Дедушкин, Н. Писатель, художник // Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 130–132.
  • Желтухин, Г. Ӳнерçĕ те, çыравçă та / Г. Желтухин // Тăван Атăл. – 2003. – № 2. – С. 40–41.
  • Малов, А. Пархатарлă пурнăç / А. Малов // Хыпар. – 1993. – 26 февр.
  • Степанов, В. Сăмах тата сăрă ăсти / В. Степанов // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 1998. – 26 нарăс.
  • Терентьев, Г. Иртнине туллин сăнлаççĕ / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 2000. – 15 кăрлач.
  • Унтри Якурĕ. Пултарулăх каçалăкĕ / Унтри Якурĕ // Ялав. – 1993. – № 2. – С. 15.
  • Афанасьев, П. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 465-466.
  • Григорьев, А. Г. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич / А. Г. Григорьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 438.
  • Григорьев, А. Г. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич / А. Г. Григорьев, А. А. Малинина // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 386.
  • Леонтьев, Н. А. Поиски, находки, противоречия // Леотьев, Н. А. Правда жизни и характера / Н. А. Леонтьев. – Чебоксары, 1969. – С. 44–67.
  • Петрова, М. Уникальный талант / М. Петрова // Знамя (Козл. р-н). – 2008. – 12 марта. – С. 3.
  • Степанова, Н. И. Чувашская детская проза 50–80 годов / Н. И. Степанова // Чăваш чĕлхипе литературин ыйтăвĕсем. – Ш., 2001. – С. 51–56. – Библиогр.: 7 назв.
  • Харлампьев Герасим Дмитриевич // Совет. Чувашия. – 1994. – 17 нояб.
  • Ялгир, П. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]