Градиент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Градиента ăнлантаракан ÿкерчĕксем. Сулахайри ÿкерчĕкре пĕр скалярла кап варринелле чи пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать, сылтăмри ÿкерчĕкре тепĕр скалярла кап сылтамран сулахай еннелле чи пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Фон мĕн чухлĕ тĕксĕмрех, хайхи кап та çавăн чухлĕ пысăкрах

Градиент (лат. gradiens, туртăм падежĕнче gradientis — утакан, ÿсекен) — пĕр-пĕр скалярла кап талккăшăн пăнчинче еплерех (мĕн чухлĕ) тата хăш еннелле уйрăмах пысăккăн ÿссе пынине палăртакан вектор; градиентăн модулĕ вара леш кап çав еннелле мĕнлерех хăвăртлăхпа ÿснине палăртать.

Скалярла капăн талккăшăн кашни пăнчинчх пĕлтерĕш пур, çапла вара скалярла уй пирки калаçмалла. Талккăшăн кашни пăнчинчех, çавăн пекех, градиентăн харпăр пĕлтерĕшĕ. Юлашкинчен асăнни вара векторла уй пулса тăрать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Броунов П. И. Градиент // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Дубровин Б. А., Новиков С. П., Фоменко А. Т. Современная геометрия методы и приложения: учебное пособие для физико-математических специальностей университетов. — М.: Наука, 1986. — 759 с.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]