Петĕр Эйзин
Петĕр Эйзин | |
Çуралнă вăхăт: | Авăн, 1, 1943 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Энехмет ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ |
Парнесем: | Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997) |
Чыславсем: | Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994) |
Петĕр Эйзин (паспортри хушамачĕ Дмитриев Пётр Егорович), — чăваш сăвăçи. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă.
Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994), Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997).
СССР ÇП пайташĕ (1980 ç.)
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1943 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă.
1965 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ, 1965-1966 çулсенче хĕсметре тăнă. 1967-1968 çулсенче — Красноармейски районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ. 1968 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче тӳрлетекен, редактор пулса ĕçленĕ.
1968 çултанпа — тĕп редактор. Лирика тата ачасен сăвăсен пуххисем. Хăйтĕлĕллĕ верлибр мелĕсене аталантарать.
Пултару ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлавсем 1962 çултанпа пичетленеççĕ. Пурĕ 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă:
- «Кавайт» (1976);
- «Сар хĕвел» (1979);
- Çĕмĕрт çути (1980);
- «Юлашки тумлак» (1982);
- «Весенняя капля» (Çурхи тăмлам, вырăсла, 1982);
- «Анне пехилĕ» (1986);
- «Юлашки çил-тăман» (1991);
- Савни юррисем (2003);
«Венгр юмахĕсем» пуххине чăвашла куçарнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Асархавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |