Заломнов Пётр Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пётр Дмитриевич Заломнов
Çуралнă вăхăт: 1942 çурла, 2
Çуралнă вырăн: Васильевка ялĕ, Пенза облаçĕ, РСФСР
Професси: XX ĕмĕрти совет актёрĕ
Гражданлăх: СССР РФ
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Онегин, Жермон, Валентин, Грязной, Князь Игорь, Граф ди Луна, Яго
Спектакльсем: «Евгений Онегин», «Травиата», «Фауст», «Князь Игорь», «Риголетто», «Отелло»

Пётр Дмитриевич Заломнов (1942, çурла, 2, Васильевка ялĕ, Пенза облаçĕ çур.) — совет, раççей опера юрăçи, мусăк педагогĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1980), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1986), Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1997). Чăваш комсомолĕн М. Çеçпĕл парнин лауреачĕ (1978).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи çурлан 2-мĕшĕнче Пенза облаçĕнчи Васильевка ялĕнче çуралнă. Чулхулари патшалăх консерваторин вокал факультетĕнче (Е. К. Иофель класĕ) тата Мускаври патшалăх мусăк-педагогика институчĕ çумĕнчи ассистентура-стажировкинче вĕренсе тухнă.

Халĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче соло юрлассине вĕрентет, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче солисчĕ пулса ĕçлет.

Пётр Заломнов создал более 100 фондовых записей на Пĕтĕм Союзри тата Чăваш радиовĕнче фонда валли 100 ытла юрă çырнă.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сцена ăстин пултарулăхне Чăваш телекурăмĕнче «Поёт Пётр Заломнов» (1975), «Комсомольская юность моя» (1978), «Романсы Георгия Свиридова» (1985), «Дорога, которую я выбрал» (1998) фильмсене ӳкерсе илнĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]