Контент патне куҫ

Захаров Виталий Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Захаров Виталий Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1941, нарăс, 23
Çуралнă вырăн: Вăтакас Татмăш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 1982, авăн, 19
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, СССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи тата тăлмачĕ
Захаров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Захаров Виталий Николаевич, (1941 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче, Вăтакас Татмăш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, СССР — 1982 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, СССР) — вырăсла çырнă чăваш прозăçă, тăлмач[1][2].

СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнин лауреачĕ(1980).

1941 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институтĕнче, СССР ÇП аслă литература курсĕсенче пĕлӳ пухнă.

«Çамрăк коммунист» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ, «Дружба» (Туслăх) журнал редакторĕ, Чăваш АССРĕн ÇП илемлĕ литературăна саракан боровĕн директорĕ тата Чăваш АССРĕн ÇПĕн литконсультанчĕ пулнă.

1982 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калавсемпе хайлавĕсем çак кĕнекесенче пичетленсе тухнă:

  • «Сердце человека» (Этем чĕри, 1968);
  • «Пуд соли» (1972);
  • «Бессоница» (1975);
  • «Нюринге» (1978);
  • «Железины» (1981);
  • тата ыттисем.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Дмитриев, А. Палăк вырăнне / А. Дмитриев // Ялав. – 2001. – № 2. – С. 69.
  • Михайлов, Э. Чăваш çыравçисен вырăсла хайлавĕсем / Э. Михайлов // Тăван Атăл. – 2004. – № 2. – С. 66–67.
  • Артемьев, Ю. М. Захаров Виталий Николаевич / Ю. М. Артемьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 168.
  • Владимиров, E. В. Светоч его души / E. В. Владимиров // Голоса участия и дружбы / E. В. Владимиров. – Чебоксары, 1992. – С. 194–207.
  • Маркин, П. В поисках смысла жизни / П. Маркин // Совет. Чувашия. – 1991. – 23 февр.
  • Маркин, П. О друге–писателе / П. Маркин // Железины / В. Захаров. – Чебоксары, 1981. – С. 299–301.
  • Романова, З. Встречи длиною в двадцать лет / З. Романова // Совет. Чувашия. – 2001. – 23 февр.
  • Урукова, Л. Из опыта изучения творчества П. Eгорова и В. Захарова / Л. Урукова // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2003. – № 5. – С. 43–45.