Емельянов Анатолий Викторович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анатолий Емельянов
Çуралнă вăхăт: 1932, кăрлач, 10
Çуралнă вырăн: Мăньял Хапăс ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР.
Вилнĕ вăхăт: 2000, чӳк, 23
Вилнĕ вырăн: Чăваш Республики, Шупашкар
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçĕ, публицисчĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ  • Халăхсен туслăхĕ орден
Емельянов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Емельянов Анатолий Викторович (Мăньял Хапăс ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — 2000, чӳк, 23, Чăваш Республики, Шупашкар), — чăваш прозăçĕ, публицисчĕ.

Чăваш халăх çыравçи (1990), СССР ÇП пайташĕ (1966).

Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1975), Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1990).

Халăхсен туслăхĕн тата Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçлĕ пулнă[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1932 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă.

Вăрнар зооветтехникумĕнче, Ленинградра партин аслă шкулĕнче, Мускаври литературăн аслă курсĕнче (журналистики факултечĕ) пĕлӳ пухнă. Çарта хĕсметре тăнă. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1965-1972), Чăваш АССР культура министрĕ (1972-1973), Чăваш АССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правленин председателĕ (1978-1986) пулса тăрăшнă.

Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанхи сăвви 1949 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Кăмăл» ятлă калавĕ 1957 çулта «Çамрăк кÇоммунист» хаçатăн виççĕмĕш номерĕнче кун курнă.

Калавсем, хайлавсем, романсем çырать: "Канăçсăр çуркунне" (1960),"Кăвайт çутисем" (1960),"Çавал сарăлсан" (1966),"Катăлнă уйăх" (1968),"Чапшăн пурăнмастпăр" (1971),"Шăнкăрав курăкĕ" (1975),"Хура кăрăç" (1981),"Кĕмĕл çил" (1985). «Шăнкăрав курăкĕ» повеçшĕн Çеçпĕл ячĕллĕ (1975), «Ят» тата «Ватă ăшши» кĕнекесемшĕн Иванов ячĕллĕ (1990) премине тивĕçнĕ. Пурĕ 30 ытла кĕнеке тухнă. Çурри вырăсла тухнă: "Кузьма Овражный" (1978),"Герасим-золотоискатель" (1986),"Перевёртыш" (1996),"Год-тринадцать месяцев". Çыравçă кун-çулпа тан пыма тăрăшать. Публицистика статьисене çырать. Нумай пулмасть «Юлашки çыран» романа хайланă.

Вулакансем çак кĕнекесене вулама юратаççĕ:

  • «Çавал сарăлсан» (1966);
  • «Хура кăрăç» (1981);
  • «Кĕмĕл çил» (1985);

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ефимов, Г. Пурнăç çынниччĕ... / Г. Ефимов // Хыпар. – 2002. – 10 кăрлач.
  • Мышкина, А.А. Емельянов пултарулăхĕнчи публицистика туртăмĕ / А. Мышкина // Тăван Атăл. – 2002. – № 1. – С. 65-66.
  • Мышкина, А. Паянхи илемлĕ публицистика хайлавĕн ăсти / А. Мышкина // Тăван Атăл. – 2000. – № 7. – С. 67–68.
  • Силэм, Ю. Кĕнекисенче – вăхăт палли / Ю. Силэм // Ялав. – 2002. – № 1. – С. 62.
  • Ялкир, П. Халăх юратнă çыравçă / П. Ялкир // Ар. – 2002. – 15 кăрлач.
  • Артемьев, Ю.М. Душа обязана трудиться // Артемьев, Ю.М. Страсть к полемике / Ю. М.Артемьев. – Чебоксары, 2003. – С. 92-98.
  • Афанасьев, П. Емельянов Анатолий Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 131-132.
  • Емельянов Анатолий Викторович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 107.
  • Тимуков, А.Н. Емельянов Анатолий Викторович / А.Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 158.
  • Федоров, Г.И. Емельянов Анатолий Викторович / Г.И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 565.
  • Федоров, Г.И. Социальные типы героев и философия бытия цехового, социального человека : на примере прозы А. Емельянова // Федоров, Г.И. Художественный мир чувашской прозы 1950–1990-х гг. / Г.И. Федоров. – Чебоксары, 1996. – С. 125–153.
  • Ялгир, П. Емельянов Анатолий Викторович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 34-35 и др.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]