Сементер Юрий Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сементер (пĕлтерĕшĕсем) пăхăр.
Юрий Семендер
Semender.jpg
Çуралнă вăхăт: Кăрлач, 2, 1941
Çуралнă вырăн: Танăш ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Çеçпĕл Мишши парни (1983) Нестер Янкас парни (1996) Фатых Карим парни (2002).
Чыславсем: «Çарти хастарлăхшăн» медаль (1970) ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1984) Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.) Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988 ç.) Халăхсен туслăхĕн орденĕ  — 1996

Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.

Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.

1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.

Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).

1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.

Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.

Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.

  • Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл Мишши парни (1983),
  • Нестер Янкас парни (1996),
  • Фатых Карим парни (2002).

Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]