Петĕр Хусанкай
Петĕр Хусанкай | |
Пётр Петрович Хусанкай | |
Çуралнă чухнехи ят: | Пётр Петрович Казанков |
---|---|
Суя ятсем: | Петĕр Хусанкай, А.Сувар[1] |
Çуралнă вăхăт: | 1907, кăрлач, 22 |
Çуралнă вырăн: | Сиктĕрме ((халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ), Сăпас уесĕ, Хусан кĕперни, — халĕ Элкел районĕ, Тутарстан) |
Вилнĕ вăхăт: | 1970, пуш, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Парнесем: | Чăваш халăх сăвăçĕ (1950) |
Чыславсем: | |
Петĕр Хусанкай (чăн ят Хусанкай[2] Пётр Петрович, çуралнă чухнехи хушамат Казанков) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕпĕрни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).
Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.
Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элкел районĕнчи Сиктĕрмe (халĕ Cиктĕрме-Хуcанкай) ялĕнче çуралнă.
Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.
1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Петĕр Хусанкай пурĕ 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.
Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, пăлхар , акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, арап, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.
Сӑввисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Асилӳ (ҫу, 1945)
- Ҫуркуннен туйӑнмасть-и сире? (30.09.1945)
- Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере (1945)
- Тавтапуҫ (1945)
- Тавсси кӗрхи кӗрекене (1945)
- Суйлавра (1946)
- 1946 çулхи Мускавра (1946)
- Çĕнтерÿ (1951)
- Шинель (1952)
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петĕр Хусанкай палăкĕ, Шупашкар.
Петĕр Хусанкай урамĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Геннадий Хлебников-Шанар «Чувашская литературная классика и ее наследники»
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халăхăн мухтавлă ывăлĕ 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май Александр Степанов шкул ачин сочинени.
- Хусанкай Пётр Петрович(ĕçлемен каçă) - Литература энциклопедийĕ
- Атнерпе амӑшне Тутарстанра хапӑл пулнӑ
- Хусанкая чăн чăвашла чыслама мăшăрĕпе ывăлĕ хутшăннă
«Çамрăксен хаçачĕн» тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Шупашкарта вилнисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Çамрăксен хаçачĕн тĕп редакторĕсем
- Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕсем
- Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премиллĕ лауреатсем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш халăх сăвăçисем
- 1907 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнисем
- 1970 çулта вилнисем
- Пушăн 4-мĕшĕнче вилнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Тутарстанăн паллă çыннисем
- Репрессиленисем
- Хаçат редакторĕсем