Контент патне куҫ

Ивник Иван Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Иван Ивник
Ӳкерчĕк:Ивник.jpg
Çуралнă вăхăт: 1914, нарăс, 27
Çуралнă вырăн: Çавалкас ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Вăрнар районĕ, Чăваш Ен), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1942, çу, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, тăлмачĕ

Ивник Иван Николаевич (паспортри хушамачĕ Николаев, 27.2.1914, халĕ Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Çавалкас ялĕ — 28.5.1942, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш сăвăçĕ, тăлмачĕ, фольклорисчĕ.

ССРП ÇП пайташĕ (1938).

1914 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Çавалкас ялĕнче çуралнă. Шупашкарти педагогика техникумĕнче, Хусанти право институтĕнче пĕлӳ пухнă.

«Колхозник» ятлă Самар чăваш хаçачĕнче, Шупашкарта тухакан «Колхозник ялавĕ», «Пионер сасси» хаçатсенче ĕçленĕ. Тĕпчев институтĕнче те хăй вăйне хунă.

1942 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Шупашкарăн 1-мĕш çăвинче пытарнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăсем, поэмăсем, юмахсем çырнă. Унăн сăввисем çине нумай юрă кĕвеленĕ. А.Пушкин, М.Лермонтов, М.Горький, В.Маяковский, М. Исаковский, Т.Шевченко, К.Хетагуров сăввисене, вырăс халăхăн "Игорь полкĕ çинчен хунă юррине", армян халăхĕн "Давид Сасунский" эпосне чăвашла куçарнă.

Унăн çак сăвă пуххисем тухнă:

  • «Çуркунне» (1937);
  • «Телей çулĕ» (1938, 1982);
  • «Ăшă çил» (1939);
  • «Лирика» (1947, 1984);

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ивник, Иван Николаевич. Сӑвӑсемпе поэмӑсем [Текст] / Иван Ивник. — Шупашкар, 1984. — 95 с.
  • Софронова, И. Иван Ивникăн куçару тĕнчи / И. Софронова // Тăван Атăл. — 2003. — № 4. — С. 50-51.
  • Афанасьев, П. Ивник (Николаев) Иван Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 162—163.
  • Ивник Иван Николаевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930—2005. — Чебоксары, 2005. — С. 77.
  • Ивник (Николаев) Иван Николаевич // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 46.
  • Трофимов, Г. Ф. Ивник (Николаев) Иван Николаевич / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 122.
  • Юмарт, Г. Ф. Ивник (Николаев) Иван Николаевич / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 105.
  • Ялгир, П. Ивник (Николаев) Иван Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 42.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]