И.Я.Яковлев халалĕ
И.Я.Яковлев халалĕ — чăвашсен аслă çуттатуртавçи Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) ватăлса çитсен, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, çырса хăварнă хайлав. "Политикăлла халал" тата "Ăс-хакăл халалĕ" пур. Вĕсене çырса хатĕрлес ĕçе Николай тата, уйрăмах, Алексей ывăлĕсем таччăн хутшăннă[1]. Тата ытти çынсем те хутшăнма пултарнă. Юлашкинчен асăннă "Ăс-хакăл халалĕн" чăвашла тата вырăсла версийĕсем пур[2]. Кунсăр пуçне Иван Яковлевичăн ытти хăшпĕр тексчĕсенче те халал е пехил евĕрлĕ самантсене асăрхама пулать.
И.Я.Яковлевăн политикăлла халалĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]И.Я.Яковлевăн мемуарĕсен вĕçĕнчи çичĕ абзац пирки сăмах пырать. Вĕсене автор хăйех "политикăлла халал" тет[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Каково моё политическое завещание родному мне чувашскому народу?<Куçару: Мĕнлерех-ха манăн тăван чăваш халăхне парас политикăлла халалăм?>
Хайхи ытти ултă абзац ак çапла курăнать[4]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Политику я всегда не любил, ею не занимался и советую будущим чувашам никогда в политику России не вмешиваться, помня прежде всего, что чуваши – слишком ничтожная величина по отношению ко всему великому русскому народу.Тот же прогресс в слиянии с Россией, в духе Евангельском, завещаю я и сердечно любимому мною чувашскому народу…
Завещаю чувашам, что бы ни случилось с Россией, жить с нею, разделяя ее радости и горе, какое бы государственное устройство в ней ни существовало. Если в России осуществится республика, пусть и чуваши будут верны республике.
Твердо верую, что не может погибнуть многомиллионный русский народ. Значит, если вера моя осуществится, не погибнет и чувашское племя – пока тесно будет слито с общей Родиною Россией.
Я всегда был монархистом. Я не думаю, чтобы вернулась самодержавная монархия. Но я признаю, что можно учредить такое монархическое правление, при котором хорошо будет житься всем подданным, всем народностям, всем вероисповеданиям – правление, при котором не будет преобладания узконациональных, узкоклассовых, узкорелигиозных интересов, как это было в России при самодержавном строе.
Нелепо отделять церковь от государства. Государственная жизнь должна быть проникнута вся духом истинного христианства и на этом пути прогрессировать.
<Куçару: Политикăна эп нихçан та юратман, унпа аппаланман тата ыранхи чăвашсене те Раççей политикине хутшăнма сĕнместĕп, чăвашсем аслă вырăс халăхĕпе танлаштарсан чăтма çук пĕчĕк кап пулнине асра тытмалла.
Раççейпе хуть те мĕн пулсан та, чăвашсене унпах, унăн хавасĕсемпе хуйхисене пайласа, пурăнма пехиллетĕп, — кирек мĕнле патшалăх тытăмĕ çиеле тухас пулсан та. Раççейре республика пулас-тăк, республикăна парăнса пурăнмалла.
Нумай миллионлă вырăс халăхĕ пĕтмессе хытă шанатăп. Эппин, ку шанчăк тÿрре тухсан, чăваш йăхĕ те пĕтес çук — енчен те пĕрлĕхлĕ Атилĕхпе Раççейпе тачă тăрсан.
Эп яланах монархист пулнă. Ĕмпÿлĕхле монархи каялла таврăнĕ пулĕ теместĕп. Çав вăхăтрах монархилле тытăма мĕнпур çынсемшĕн аван пулмалла майлаштарма май пуррине ĕненетĕп: кашни çынна, кашни халăха, кашни тĕне юрасан, вара нацилле хĕсĕк, класла хĕсĕк, тĕнле хĕсĕк интерессем, Раççей ĕмпÿлĕхĕнчи пек, çиеле тухмĕç пулĕ тетĕп.
Чиркĕве патшалăхран уйăрни — тÿнтерле пулăм. Патшалăх пурнăçĕ чăн-чăн христианлăх сывлăшĕпе варăнса тăмалла та çак çул-йĕрпе малалла каймалла.
Çавăн пекех çаваншкал çул-йĕрпе, Раççейпе пĕрлешсе, Евангели хакăлĕпе пыма пехиллетĕп эпĕ хам чĕререн юратакан чăваш халăхне те...>
И.Я.Яковлевăн "Политикăлла халалĕн" тепĕр куçарăвĕпе (ăна А.Н.Николаев (Аслут) ăсталанă) "Хыпар" хаçатра тупса паллашма пулать[5].
И.Я.Яковлевăн ăс-хакăл халалĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]И.Я.Яковлевăн халалĕ тесенех пурте чăн малтанах унăн ăс-хакăл халалне аса илеççĕ, çавна асра тытаççĕ. Тепĕр енчен, çуттатуртавçă хăй çапла ят панă текст çук. Ун пек ята ытти çынсем панă. Кам иккенĕ — паллă мар. Апла-и, капла-и, "Духовное завещание" тесе çырса хуни пур. Чăвашла вариантсем çинче вара — унашкалли те çук. Çитменнине тата, чăвашлисен хыçĕнче датăна, вырăна палăртса алă пусса çирĕплетни те çук. Ăс-хакăл халалĕ тени — вырăсла "Духовное завещание" тенине калькăласа куçарни шутланать.
Эппин, мĕне пĕлтерет-ха ку ăнлав, "Духовное завещание" ("Ăс-хакăл халалĕ") тени? Сăмах çавранăшĕсен словарĕнче çапла каланă[6]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В российском законодательстве до 1917 г.: официальный письменный документ, содержавший распоряжение какого-л. лица о своём имуществе на случай смерти.<Куçару:1917-мĕш çулхичченхи вырăс саккунĕсенче: кам та пулин хăйĕн пурлăхĕ тĕлĕшпе, вилĕмне асра тытса, палăртни>
Тепĕр сăмахсарта çапла каланă[7]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)завещание духовное завещание, духовная (устар.)<Куçару: Халал ăс-хакăл халалĕ, ăс-хакăллăх (кивелнĕ)>
Çапла вара, "ăс-хакăл халалĕ" тени "халал" тенине анлăлатса палăртнă синоним пулса тăрать. Çапах та мĕншĕн апла каланă-ха? Халалсене уйрăм харкамлăхăн шаннă çынни, "духовник" текенскер (чăвашла: ăс-хакăлçă), çырнă. И.Я.Яковлевăн унашкал "ăс-хакăлçă" пулман, анчах пурпĕрех, традицие кура, текста такам "духовное завещание" ят панă авă.
"Ăс-хакăл халалĕн" историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1918 çултах шухăшласа хунă халала Иван Яковлевич 1921 çулхи çулла Чĕмпĕрте çырнă, çак ĕçе ывăлĕсем Алексейпе Николай та хутшăннă. 1955 çулччен халал И.Я.Яковлев архивĕнче упраннă. Çак архив 1922 çулччен СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕн, истори ăслăлăхĕсен докторĕн А.И.Яковлев профессорăн хваттерĕнче пулнă. Иван Яковлевăн мăнукĕ истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта аслашшĕн архивĕн тĕп пайне ССР Союзĕн В.И. Ленин ячĕллĕ Патшалăх библиотекин /халĕ Раççей патшалăх библиотеки/ Ал çырусен пайне панă[8].
Халалăн чăвашла варианчĕ-версийĕ тĕлĕшпе уйрăммăн калаçас пулать. Вăл япалана Степанов (Шатаев) Иван Степанович (1876-?) çырса-куçарса хатĕрленĕ иккен[9].
Так называемый «беловой» список ПРР переписал И.С. Степанов (до экстренной поездки Алексея Ивановича в Москву в начале августа 1921 г.), он же по данному списку перевел ЗЧН на чувашский язык. |
<Куçару: «Тасалла» тунă ПРРна <алăпа çырнă юлашки алçырăва> И.С. Степанов çĕнĕрен çырса илнĕ (Алексей Иванович 1921 çулта Мускава тухса кайиччен). Вăлах çавăн çинче никĕслесе ЗЧНа <Чăвашсене панă Халала> чăвашла куçарнă>.
Ытти тĕлте халал жанрĕпе майлаштарнă самантсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мĕтри Юман И.Я.Яковлевăн çакăн пек сăмахĕсене аса илсе çырса хунă[10]:
- Чее пулăр. Эпĕ çамрăк чухне иезуит Игнатий Лойола вĕрентнине тишкерсе пĕлтĕм. Чăваша чеелĕх кăна çăлать.
- Чăвшсене ăсталăха вĕрентĕр. Сĕтелçĕсем, тимĕрçĕсем пулма тăрăшчăр чăвашсем. Ав Катăш мăкшисем Романовсем вăрманпа тир завочĕсем турĕç.
- Пире мул кирлĕ. Суту-илÿ тума вĕренме кирлĕ. Пĕр букварь кăна пире тăрантараймĕ. Капитал пустарас пулать. Ав кенеке çапакансем Токаревпа Сысоев мужиксем пулнă, халĕ мĕнле ĕç çавăрса чăмăртарĕç....
- Мана Победоносцев шаккаса каларĕ: "Чĕрере те, пуçра та чăвашсен турă кăна, турăш келетки кăна пултăр" — терĕ. Çапах та пысăкрах шухăшлама тăрăшар эпир. Эпир начар мар вĕт...
- Çырăва вĕрентессине ан чакарăр. Вырăс тĕнĕпе пупсем, ман шухăшпа, чăвашсене культура пусми çине хăпарма пулăшрĕç. Вĕсем халăха юмăç вĕрÿçĕсенчен пистерчĕç. Умра библи кĕнеки, чăвашла библи, вăл ĕненсен те, ĕненмесен те питĕ усăллă япала...
Чăваш культуринчи халал евĕрлĕ майлаштарнă ытти хайлавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çеçпĕл Мишши. Эп вилсен... Сăвă (1920).
- Овчинников Н.В. Çамрăксене каланă самахăм. // Ялав журнал, 1989, çу, 5№. — С.23.
- Петĕр Хусанкай. "Нумай çĕре çитсе паратăп сасă..." Сăвă ("Хушка хумсем" ярăмран).
- Петĕр Хусанкай. "Эп хамăр Атăл хĕрринче вилесшĕн..." Сăвă ("Хушка хумсем" ярăмран).
- Петĕр Хусанкай. "Купăсăмçăм тăватă хĕлĕхрен..." Сăвă ("Тилли юррисем" ярăмран).
- Анатолий Кипеч. Хаклӑ йӑхташӑмсене чӗнсе калани — 5.05.2020 ҫ. (Вырăсла верси те пур: Анатолий Кибеч: Обращение к дорогим соплеменникам — 10.10.2010 г. – 20.05.2019 г. — Каярахпа татах: Анатолий Кибеч: Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани — 30.11.2023 ç. 17:15.
Тĕнче историйĕнчи халал евĕрлĕ майлаштарнă çыравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вашингтон, Джордж. Сывпуллашу çырăвĕ. (1796).
- ЗАВЕЩАНИЕ ВЕЛИКОГО ИМАМА , ШЕЙХА , ГЕНЕРАЛИССИМУСА ШАМИЛЯ СВОИМ ПОТОМКАМ ! (1859).
- Ленин В.И. Письмо к съезду. Статья. (1922 е 1923).
- завещание Китаю Дэн Сяопина. 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла куçару).
- ПОУЧЕНИЕ ВЛАДИМИРА МОНОМАХА.
- Заболоцкий, Николай. Завещание (вырăсла). Сăвă.
- Державин, Гавриил. Река времен в своем стремленьи... (вырăсла). Сăвă
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Димитриев В.Д. Просветитель чувашского народа И Я. Яковлев: Сб. ст. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары: Изд-во Чуваш, ун-та, 2002. 140 с. ISBN 5-7677-0656-5.
- РОДИОНОВ, ВИТАЛИЙ . <"ПУСТЬ ДОКУМЕНТЫ ГОВОРЯТ САМИ ЗА СЕБЯ..."> // История чувашской литературы XX века. Часть 1 (1900 – 1955 годы): коллективная монография. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2015. С. 182 – 184.
- Родионов В.Г. О редакциях и списках «Завещания чувашскому народу» / Язык и слово: сб. науч. тр. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2021. 176 с.
- Родионов В.Г. Об атрибуции «Завещания чувашскому народу» / Язык и слово: сб. науч. тр. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2021. 176 с.
- Родионов В.Г. Образ автора в «Политическом завещании» и «Завещании чувашскому народу». / Язык и слово: сб. науч. тр. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2021. 176 с.
- Хузангай А. И.Я.Яковлев и мы. Готовы ли мы понять его заветы?//Советская Чувашия. 1991, 15 июня.
- Хузангай А. «Обрусение чуваш», или «чувашское - народное дело»? (Опыт деконструкции яковлевского дискурса) // Республика. 1998. №15, 17.
- Хузангай А.П. Мифологические концепции об И.Я. Яковлеве в контексте официальной идеологии, русского и чувашского национализмов (Опыт деконструкции яковлевского дискурса) / А.П. Хузангай // И.Я. Яковлев и проблемы яковлевоведения. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары: ЧГИГН, 2001. С. 13.
- Герасимова Н.И. Истоки формирования чувашской национальной интеллигенции (культурологический аспект) / Н.И. Герасимова // Çавăнтах. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. С. 61.
- Краснов, Михаил. Перечитывая завещание просветителя. — Советская Чувашия, Пичетленнĕ: 20, март, 2018 ç.
- Коршунов, Олег. «Завещание» Яковлева будет изучаться на уроках истории по всей России. Составитель учебника будет использовать несколько абзацев текста чувашского просветителя в следующем издании. — МК-Чебоксары, 04.08.2015, 14:37, пăхнă: 1173
- Плечов Г. И.Я.Яковлев халалĕн чăвашла тексчĕ пирки. // Ялав журнал, 1989, 12№, раштав. — С.29.
- Тихвинский С.Л. Завещание китайского революционера. Сунь Ятсен. Жизнь, борьба и эволюция политических взглядов. — М.: Политиздат, 1986. — 224 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Димитриев В.Д. О завещании И.Я.Яковлева чувашскому народу. // Димитриев В.Д. Просветитель чувашского народа И Я. Яковлев: Сб. ст. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары: Изд-во Чуваш, ун-та, 2002. 140 с. ISBN 5-7677-0656-5 С.71-82.
- ^ ИВАН ЯКОВЛЕВ. ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ПАНĂ ХАЛАЛ
- ^ Яковлев И.Я. Воспоминания. Чебоксары, 1982, С.234.
- ^ И.Я.Яковлевăн "Моя жизнь" ятпа тухнă мемуарĕсенче пичетленнĕ (1997), анчах та кунта текста урăх çăлкуçран илнĕ (История чувашской литературы XX века. Часть 1 (1900 – 1955 годы): коллективная монография. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2015. С. 182 – 184.).
- ^ "Хыпар", 1998, апрель, 17
- ^ Словарь многих выражений. 2014.
- ^ Словарь синонимов русского языка. Практический справочник. — М.: Русский язык. З. Е. Александрова. 2011..
- ^ Осипова, Надежда. Пилĕк чĕлхепе пичетлесе кăларнă. — "Хыпар", 25.04.2013.
- ^ Виталий Эрдиван: Выявлена ранняя рукописная редакция «Завещания чувашскому народу»(ĕçлемен каçă) — Аçтахар сайчĕ.
- ^ Юман, Мĕтри. Суйласа илнисем. Шупашкар, 1997 — С.322, 325.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Agabazar: Политическое завещание Ивана Яковлева.
- Тема: Иван Яковлев халалĕ / Завещание Яковлева, Социальный проект «Чуваши в 20 веке»(ĕçлемен каçă)
- НОВОСТИ НАШЕГО САЙТА. НЕИЗВЕСТНОЕ ОБ ИЗВЕСТНОМ: «ДУХОВНОЕ ЗАВЕЩАНИЕ ЧУВАШСКОМУ НАРОДУ» ИВАНА ЯКОВЛЕВА 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ..
- Завещание Яковлева И.Я. чувашскому народу. — Ютубри видео.