Кĕçĕн Накаткăн
Ял
|
Кĕçĕн Нагаткин (выр. Малое Нагаткино) - Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи ял, Аслă Нагаткин ял хутлăхне кĕрет.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1996-мĕш çулта 371 çын пурăннă. ТОО “Рассвет” (малтанхи “Рассвет” колхоз), шкул, КК, ача сачĕ, лавка, медпункт, çыхăну уйрăмĕ, вут-кăвар хурал отрячĕ, столовăй.
2009-мĕш çулта 335 çын (вырăссем, чăвашсем) пурăннă. Питĕ сумлă сайтра[1] ялта пурнакан 353 çынтан 64% чăвашсем, 34% вырăссем тесе палăртнă.
Ликино, Чукал ятлă урамсем пур. Тата ак çакăн пек урамсем (вырăсла ятсене кăтартатпăр): Автодорожная улица, Улица Выглядовка, Дорожная улица, Заречная улица, Зеленая улица, Молодежная улица, Улица Новый Порядок, Овражная улица[2]. Çапла вара, мĕнпурĕ 10 (вунă) урам. Ялăн Пăкăрна шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă пайне кулленхи калаçура Кобелёвка теççĕ. "Молодёжная улица" текенни те кăшт уйрăмрах тăрать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял историйĕ пирки вырăнти шкулăн сайтĕнче вуласа пĕлме пулать[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Возникновение села Малое Нагаткино связано с именем помещика Степана Степановича Нагаткина. В архивных документах известно, что в 1675 г. курмышанину Степану Степановичу Нагаткину отведено по реке Бирюч 70 четвертей и 105 десятин земли. В 1678 г. на том месте, где расположено современное село Б.Нагаткино было 6 дворов из 23 человек. Это поселение первоначально называлось Никольское, а затем — Нагаткино. После генерального размежевания это поместье числилось за Беляковыми.Известно, что село Малое Нагаткино поселено на земле Степана Степановича Нагаткина (но когда и кто основал сведений не имеется). Известно, что в селе Русская Цильна жили три помещика: Мотовилов, Осоргин и поручица Аграфена Александровна Секиотова.
В 1834 году Секиотова обращается к министру юстиции Дмитрию Васильевичу Дашкову, что по решению Сената из 3000 десятин « в сельце Новое Нагаткино » пожалованных царем Алексеем Михаловичем Романовым Степану Нагаткину, отрезаны помещикам Мотовилову и Осоргину более 2000 десятин, тогда как вся земля должна принадлежать по наследству. Земельный спор между ними шел давно. Сенат еще в 1831г. определил каждому согласно представленным документам.
Не Секиотова ли основала сельцо Новое Нагаткино? Такое предположение тем более основательно, что после нее собственницой этого селения была ее дочь Вера Платоновна Есипова, а затем — дочь последней княжна Агния Владимировна Волконская. В 1865 году это поместье купил коллежский советник Иван Андреевич Сухарев, а в последствие — передавалось по наследству.
1831 год может быть годом основания села Новое Нагаткино.
1878 г. помещиком из села Покровское коллежский советник Иван Андреевич Сухарев построена церковь в честь святого Кузьмы Демьяна и названо село Малым Нагаткиным<Куçару: Кĕçĕн Накаткин никĕсленни Степан Степанович Нагаткин ячĕпе çыхăннă. Архиври документсем тăрăх, 1678-мĕш çулта Кăрмăш çыннине Степан Степанович Нагаткина Бирюч шывĕ çинче 77 четвĕрт те 105 теçеттин çĕр панă. 1678-мĕш çулта халь Аслă Накаткин ларакан вырăнта 6 килте 23 çын пурăннă. Ку пурăнакан вырăна малтан Никольски тенĕ, унтан — Накаткин. Генераллĕ çĕр виçев хыççăн ку тĕл Беляковсен пулнă.
Шăпах хайхи Степан Степанович Нагаткин çĕрĕ çинче никĕсленнĕ те ĕнтĕ Кĕçĕн Накаткин ялĕ (анчах ку хăçан, кам пуçарăвĕпе пулса иртни паллă мар).
Вырăс Чăнлă ялĕнче виçĕ улпут пурăнни паллă: Мотовилов, Осоргин тата Аграфена Александровна Секиотова поручица. !834-мĕш çулта Секиотова, Дмитрий Васильевич Дашков патне, "Çĕнĕ Накаткин ялĕнче" Алексеей Михалович Романов патша Степан Накаткина панă пулнă 3000 теçеттин çĕртен 2000 теçеттин ытларахăшне Сенат йышăнăвĕпе Мотовилов тата Осоргин улпутсене уйăрни пирки пĕлтерет, — чăннипе вара çĕр еткерлĕхе пăхăнса куçмалла имĕш. Çĕр тавлашăвĕ тахçантанпах пынă. Сенат 1831-мĕш çултах кашнине документсемпе килĕшÿллĕн тивĕçтернĕ пулнă
Секиотова мар-ши Çĕнĕ Накаткина никĕслекенĕ? Çапла теме никĕссем пулни тата çакăнтан курăнать: Секиотова хыççăн ял хуçи ун хĕрĕ Вера Платоновна Есипова пулса тăнă, малалла — юлашкин хĕрĕ Агния Владимировна Волконская княжна. 1865-мĕш çулта ку вырăна Иван Андреевич Сухарев коллежски канашçă сутăн илнĕ, вара унтан каллех еткерлĕхе кура куçса пынă.
1831-мĕш çула Çĕнĕ Накаткина никĕсленĕ вăхăт тесе шутлама май пур.
1878-мĕш çулта Покровски ялĕн улпучĕ Иван Андреевич Сухарев коллежски канашçă тивлечĕпе Саваплă Куçма-Темин чиркĕвне тутарттарнă та яла Кĕçĕн Накаткин ят панă.>
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăнлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Александровка • Анатри Тимĕрçен • Аслă Накаткин • Арбузовка • Арбузовски • Беленки • Будённовка • Буйковка • Богородски-Репьёвка • Вăта Тимĕрçен • Вольски • Вырăс Чăнлă • Гафидовка • Герасимовка • Дубравка • Каша Уйăрăшĕ • Ирçел • Источник • Йĕпе Пăкăрна • Карабаевка • Каша • Кашинка • Кĕçĕн Накаткин • Кĕçĕн Чăнлă • Кивĕ Никулино • Кивĕ Улхаш • Клин • Крестниккав • Кунтиккав • Марьевка • Норовка • Орловка • Пилюгино • Пухтел • Погребы • Покровски • Растовка • Сала • Садки • Сахалин • Солнце • Çĕнĕ Ирикеево • Çĕнĕ Никулино • Çĕнĕ Улхаш • Телешовка • Типĕ Пăкăрна • Тимофеевка • Тутар Каши • Хирти Анниккав • Хирти Репьёвка • Чăмпаль • Чăвашкасси • Чăнлă • Устеренка • Шишовка • Дубенки |