Нимруд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нимруд (ассир. Калху, библ. Калах) — Месопотамири хальхи Ирак территоринчи авалхи хула. Унăн ишĕлчĕкĕсем Мосулран кăнтăр-хĕвел тухăçнелле, Иракри Тигр çывăхĕнче вырнаçнă.

Нимруда п.эрч. XIII ĕмĕрте Салманасар I никĕсленĕ, тепĕр тăватă çĕр иртсен, Ашшур-нацир-апал II патшара ларнă чухне Ассирин тĕп хули пулса тăрать. Пирĕн эрăччен 612 çулта ăна мидисемпе халдейсем аркатнă.

Ячĕ[тӳрлет | править вики-текст]

Нимруд хапхи умĕнчи хуралçăн статуйи

Хула ятне Нимрод библи патшипе — Хамăн мăнукĕпе — çыхăнтараççĕ. Анчах та хула хăйĕн ятне европа археологĕсенчен XIX ĕмĕрте илнĕ. Унчен ăна Калах е Калху тенĕ. Кăссайра пĕр ĕçтеш çурвăкăр-çурэтем статуйине тупнă та ăна Нимрод вырăнне хунă.

Археологи[тӳрлет | править вики-текст]

Çĕр чакалама пĕрремĕш 1846 çулта Остен Генри Лэярд акăлчан тытăннă. Пысăк керменĕпе карман çурт-йĕрне тупнă. Алебастртан тунă рельефсене тата пил шăмминчен касса ăсталанă кĕлеткесене, çаплах Хура обелискпа статуйăсене тупнă. 1955 çулта археологи ĕçĕсенче Макс Меллован Набу храмĕнче вассалсемпе ассири сановникĕсем тупа тунă савăл çырулăхĕн пирĕн эрăччен 672 çулхи тăм тапăлĕсене тупнă. Çак çырнисем ассири правипе тĕнĕ пирки нумай ăнлантарса панă.

Американ çарĕсем 2003 çулта Ирака тапăнса кĕрсен авалхи хула вырăнĕнче чылай палăка аркатнă.

Вуламалли[тӳрлет | править вики-текст]

  • Joan Oates: Nimrud. An Assyrian period city revealed. British School of Archeology in Iraq, London 2001. ISBN 0-903472-25-2


Каçăсем[тӳрлет | править вики-текст]