Контент патне куҫ

Пĕчĕк Упакасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пĕчĕк Упакасси
выр. Нижние Абакасы
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă район[[Йĕпреç районĕ|]]
Ял тăрăхĕПысăк Упакасси
Координатсем55°24′31″ с. ш. 47°53′08″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ[[1698]]
Малтанхи ятсемКушниково, 1917, 1931; Малые Убакасы, 1928–29
Наци йышĕчăвашсем 99[1]
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83538
Почтă индексĕ429713
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 213 820 003
Пĕчĕк Упакасси (Раççей)
Точка
Пĕчĕк Упакасси (Чăваш Ен)
Точка


Пĕчĕк УпакассиЧăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи ял. Вĕлтĕрен шывĕ çинче айлăмра вырнаçнă.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулăн кăрлачан 1-мĕшĕ тĕлне ялта 351 çын пурăннă, вĕсенчен 170 арçын, 181 хĕрарăм. 2010-мĕш çулхи çыравпа Ялта 366 çын, çав шутра 187 арçын, 179 хĕрарăм пурăннă[2]. Ялта икĕ урам: Ленин урамĕ, Совет урамĕ. Авалхи ячĕсем: ??

Ял кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яла 1698 çулта никĕсленĕ.

Кунта пĕтĕмпе пекех Çавал анат вĕçĕнчен куçса килнĕ Алмантей-Упакасси чăвашĕсем пулнă, вĕсем Пысăк Упакассинчи алмантейсемпе çывăх хурăнташлăн çыхăнса тăнă [3]

XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех Пĕчĕк Упакасси патне Кушников помещик пырса 360 теçеттин çĕр касса илнĕ. Ял çывăхнех хăйĕн именине туса лартнă. Çакăн хыççăн вăл Упакасси ялне те хăй аллине тытса илме тăрăшнă. Ялти сутникпе пуянсене хăй майлă çавăрса Пĕчĕк Упакассине вăл «Кушниково» текен ят йышăнтарнă. Ку ят Упакасси çумне çыпçăнса кайран та çĕр çул таранах çакăнса тăнă. Вулăсри тата приход чиркĕвĕнчи кĕнекесем çинче Пĕчĕк Упакассине XIX ĕмĕрĕн варрине çитичченех Кушниково ялĕ тесе çырнă. Анчах та чăвашсем патшалăх хресченĕсем шутланнă пирки выçтах Кушников ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Вăл имение Путилов помещике сутса Кушлавăш уйĕнчен тухса кайнă[3]

Колхоз йĕркелеме Лениградри Путилов завочĕнчен рабочи килнĕ. Çавăнпа колхоза "Путиловка" ят панă. Халĕ çак ят ял çине те куçнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]