Контент патне куҫ

Пысăк Упакасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пысăк Упакасси
выр. Большие Абакасы
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЙĕпреç районĕ
Ял тăрăхĕ Пысăк Упакасси
Координатсем55°23′12″ с. ш. 47°01′47″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ1700 çул тĕлнелле
Наци йышĕчăвашсем, вырăссем, тутарсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83538
Почтă индексĕ429712
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 213 820 001
Пысăк Упакасси (Раççей)
Точка
Пысăк Упакасси (Чăваш Ен)
Точка

Пысăк Упакасси, — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи сала. Вĕлтĕрен юханшывĕ хĕринче вырнаçнă.

Ял 1698 çулта никĕсленĕ.

Вăрманлă Çавал тăррине чи малтан килсе йышăннă хресченсем, 1700 çул тĕлнеллех е унччен маларах та пулĕ, пуçласа янă ял. Пулас ялĕ малтан пилĕк уйрăм касăран (околодкăсенчен) тăнă. Вĕсем тарăн Вĕлтрен çырми хĕррипе, унăн икĕ еннипе те тĕвĕленсе ларнă[1]

Асăннă касăсем XIX ĕмĕрте ӳссе пĕр ял пулса тăнă. Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Туçа вулăсне кĕнĕ, кайран 1918 çулхи нарăс уйăхĕн 17 хыççăн Кушлавăш вулăсне, 1919 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕ хыççăн каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1928 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Йĕпреç районне кĕрет [2].

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулăн кăрлачан 1 мĕшĕнче ялта 830 çын пурăннă, вĕсенчен 408 арçын, 422 хĕрарăм. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 844 çын, çав шутра 421 арçын, 423 хĕрарăм пурăннă[3].

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Терентьева О. Н., Ефимова О. Н., Семенова Т. И. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем. — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. — С. 362. — 462 с. — 2 000 экз. — ISBN 978-5-7670-1547-4