Почалкина Ольга Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Почалкина
Почалкина Ольга Михайловна
Çуралнă чухнехи ят: Почалкина Ольга Михайловна
Çуралнă вăхăт: 1974, çу, 8
Çуралнă вырăн: Пăлапуç Нурăс ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш республики, Раççей
Вилнĕ вăхăт: 2015, авăн, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш республики
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1918-1978
Театр: Çĕнĕ Шупашкарти экспериментла театр, Çеçпĕл ячĕллĕ театр

Почалкина Ольга Михайловна (1974 çулхи майăн 8-мĕшĕ, Пăлапуç Нурăс ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен) — 2015 çулхи сентбрен 28-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш республики, Раççей) — чăваш актриси.

Ольга Михайлова Почалкина ашшĕ-амăшĕ — ирçесем[1][2].

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (2009)[3]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1974 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕнче ирçе килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ выльăх-чĕрлĕх пăхасси енĕпе ĕçленĕ: амăшĕ пăру пăхнă, ашшĕ — скотник. Килте ытларах вырăсла калаçнă теççĕ, анчах Ольга ирçелле те лайăх пĕлнĕ[2]. Кулленхи тĕп чĕлхе, паллах, ачаранпах чăваш чĕлхи пулнă темелле.

Асаилÿ[2]:

« - Шкулта чухнех артистран кая мар вылятчĕ. «Судра» спектакльте - Ухтерккеччĕ. Алима та лайăх сăнарлатчĕ. Сцена çинчи самантсем халь те куç умĕнчех. Питĕ хаваслăччĕ Оля, тепĕр чухне чунĕнче йывăр пулсан та кулатчĕ. Хурланнине кăтартман вăл. Аслă классенче чухне артиста вĕренме каяс ĕмĕт-шухăшлăччĕ. Вăл шкул пĕтернĕ çул шăпах «Коммунизм ялавĕ» хаçатра пĕлтерÿ тухрĕ, еплерех хĕпĕртерĕ Оля. Аттестат илсенех Ленинграда вĕренме тухса вĕçтерчĕ. Кăçалхи çурлан 29-мĕшĕнче ăна юлашки хут куртăм. Аппăшĕн кумăшĕ патне килчĕç. «Людмила Алексеевна, салам», - аякранах кăшкăрса сывлăх сунчĕ мана. Яланхи пекех йăл кулать хăй. Ман мăшăр, Вячеслав Софронович, вĕсен класс ертÿçиччĕ. Уншăн та кĕтменлĕх пулчĕ, юлашки çула ăсатнă чухне куçĕ шывланчĕ, сасси чĕтренипе масар çинче пĕр сăмах калаймарĕ. Питĕ хисеплетчĕ Ольăна, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн, тапса тăракан пултарулăхĕшĕн, вăл ыттисенчен урăхларах пулнишĕн çав тери савăнатчĕ, - каласа кăтартрĕ Людмила Чернышева вĕрентекен. »

Пултаруллă артистка çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрне 1996-мĕш çулта килнĕ, маларах Санкт-Петербургри театр искусствин патшалăх академийĕнче Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Наумов профессор мастерскойĕнче актер профессине илнĕ.

Асаилÿ[1]:

« - Питĕ савăнтăмăр Оля пирĕн театра уçăлтаракан çĕнĕ варкăш илсе килсен. Ĕçлекен лашан лавне тем çÿллĕш купалаççĕ, театршăн чунне пама хатĕр Оля çине те тиемеллипех тиерĕç. Питĕ нумай роль унăн. Халĕ театрта - аврал. Кам выляса пĕтерĕ унăн сăнарĕсене? "Тăм тивнĕ чечексем" спектакльте унăн дублер та çук. Ăна куракансем малашне пăхаясси те иккĕленÿллĕ, - кашни сăмахне шухăшласа калаçрĕ Светлана Савельева. »

О. М. Почалкина 2015-мĕш çулхи авăнан 28-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ольга Почалкина труппăна килсен паян ача-пăча театрĕсенче актерсен хушшинче сайра тĕл пулакан амплуа - травести /ачасен ролĕсене сăнарлакан актриса/ - вăй илнĕ. Çамрăксем те, аслăрах ÿсĕмри куракансем те вăл калăпланă Кĕлпикене /«Кĕлпике» юмах/, Чăх чĕппине /«Золотой цыпленок»/, Малыша /«Малыш и Карлсон»/, Пÿрнескене /«Пюрнеске и его друзья»/, Петьăна /«Когда поют светофоры»/, Пингвина /«У ковчега в восемь»/ тата ытти нумай сăнара ĕненнĕ, питĕ юратнă. Çак ярăмри курăмлă ĕçсенчен пĕри - «Горе с запахом ромашки» спектакльти Олеш ача сăнарĕ.

19 сезонта талантлă актриса классика, ку чухнехи тата наци репертуарĕнчи спектакльсенче 60 яхăн роль вылянă. Куракансем унăн паллă, интереслĕ ролĕсене астăваççĕ: Дина - «Кÿршĕ хĕрĕ», Соня - «Ваня кукка», Санюк - «Вăрмана юлнă çамрăклăх», Ульха - «Сансăр пурнăç çук», Унеслу - «Сăваплă вут», Рамиля - «Червоточина», Анжелика - «Жорж Данден», Варя - «Вишневый сад», Головастая - «Собаки», Малыш - «Малыш и Карлсон», Кĕçĕн шăллĕ - «Ама кайăк çулĕпе», Варвара - «Аслати», Любовь - «Ромео и Джульетта», Кукшина - «Отцы и дети», Даша - «Ирпе автан авăтсан», Маруся - «Чăн телей юратура», Шут - «Лир патша». Актрисăн юлашки ĕçĕ - В.Шукшин хайлавĕ тăрăх лартнă «Покажите мне весну» спектакльти Зоя ролĕ.

Килйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ольга Почалкина артисткăпа Владимир Манешев сасă режиссерĕ 2000-мĕш çулта пĕрлешнĕ. Вĕсен ывăлĕ Рома 2015-мĕш çулта 13-ре пулнă.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш ролĕпех - "Кÿршĕ хĕрĕ" ĕçри Дина сăнарĕпе - "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра палăрнă Ольга Почалкина. 2009 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм çĕршыври ача-пăча спектакльне лартакансен фестивалĕнче ăна "Ылтăн чăх чĕппи" юмахра вылянăшăн "Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан" ята панă.

Чăваш Ен Президенчĕн çамрăк талантсене паракан премийĕ (2000). Дмитрий Моисеев калани[1]:

« Кирек кам та ырă туйăмпа ăмсанмалли мăшăрăн пĕрле пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ, ывăлне ура çине тăратмаллаччĕ. Нумаях пулмасть туяннă хваттерте савăнмаллаччĕ, чун туртнă ялти çуртне кайса çÿресе малашне ĕçлеме вăй-хал пухмаллаччĕ... Мĕн чухлĕ калăпланман сăнар юлчĕ, мĕн чухлĕ лартман спектакль... Эпĕ те хăçан та пулсан Оля Почалкинăна выляма юрăхлă пьеса çырма ĕмĕтленеттĕм. Айван шухăшăм пурнăçланасси ахаль те иккĕленÿллĕччĕ-ха, халĕ вара вăл нихăçан та чăна çаврăнас çуккине ăнланатăп. Пысăк çухату тÿсрĕ Çамрăксен театрĕ, Чăваш Республикин театр искусстви, чăваш халăхĕ... Питĕ шел... Пирĕн чĕлхепе яка та тирпейлĕ калаçакан ирçе хĕрĕ ÿкерĕннĕ "Нарспи" кинопоэма, ытти картина, вăл 60 ытла сăнара чун кĕртни историре яланлăха юлĕ... »

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Почалкина, Ольга Михайловна (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки). "Ниме пӑхмасӑр пурӑнмалла!" : [Ҫамрӑксен театрӗн артисткинчен Ольга Михайловна Почалкинӑран илнӗ интервью] / Ольга Почалкина ; [калаҫаканӗ] Ольга Австрийская // Самант. - 2012. - № 12. - С. 19
  • Распоряжение Главы Чувашской Республики [от 10 октября 2015 года № 481-рг] // Вести Чувашии. - 2015. -

17 октября (№ 40). - С. 1

  • День памяти артистки театра (вырăсла). — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 30, сентябрь, 2016.
  • Платонова, Ульяна, ученица группы ГС-11 Чебоксарского кооперативного техникума. Памяти прекрасной актрисы... — Газета Республика, сайт (Чебоксары), 17.12.2015 15:34, Последнее изменение Четверг, 17 Декабрь 2015 19:58
  • Театральная энциклопедия. Том 6/Глав. ред. П. А. Марков - М.: Советская энциклопедия, 1967. - 1136 стб. с илл., 8 л. илл.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Моисеев, Дмитрий. Пысăк çăлтăр янкăр çутатрĕ те сÿнчĕ - ăна пурте курса юлчĕç — 8 Oct, 2015 | Çамрăксен хаçачĕ | Культура | Çухату
  2. ^ 1, 2 тата 3 Атаманова, Елена. Шăнкăрав кулли, çăмăл утти - куç умĕнчех. — 7 Ноября, 2015 | Чăваш хĕрарăмĕ | Культура | Хĕрарăм тĕнчи
  3. ^ Саламлатпӑр : [Чӑваш Республикин Президенчӗн 2009 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗнчи 35-мӗш Указӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх наградисене пани ҫинчен] // Хыпар : чӑваш халӑх хаҫачӗ. - 2009. - 20 ҫӗртме (№ 118/119). - С. 2

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]