Пăлапуç Нурăс
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Пăлапуç Нурăс
|
Пăлапуç Нурăс, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ирçесем тата чăвашсем (кусем ытларах) пурăнаççĕ.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ялта культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ пур.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Авалхи документсенче Пăлапуç тата Нурăс ялĕсене уйрăммăн асăннă. Пĕри Шупашкар уесĕн Ишлей вулăсне кĕнĕ, тепри — Çĕрпӳ уесне. XVII ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсенче пуçласа ку ялсем Чĕмпĕр уесне кĕме пуçланă.
XVIII-XIX ĕмĕрсенчи архив докуменчĕсенче ку ялсене асăнни çук.
Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 45 килте 136 арçын, 145 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Мăрат вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.[1].
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Рогожин Алексей Владимирович (Лёша Рав, 1909-1944), — ирçе сăвăçи, "Нарспи" поэмăна ирçелле куçараканĕ.
- Почалкина Ольга Михайловна (1974-2015) — чăваш актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки[2].
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Сĕнтĕр • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |