Самар ен (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Самар ен (хаçат)
Тĕс хура-шурă
Формат А3
Кăларакан редакци коллективĕ
Редактор Николай Витальевич Давыдов
Никĕсленĕ 16, май, 1995
Чĕлхе(сем) чăваш

Тираж 1100 экз. (2015)
Веб-сайт https://www.infomesto.com/Самара/Реклама_Полиграфия_СМИ/Самар+ен+газета/50774592405239.46663853
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Самар ен (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Самар хули

Самар енXX ĕмĕр вĕçĕнче, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Самар хулинче ятарласа Самар ен (Самар облаçĕн) чăвашĕсем валли тухса тăракан чăвашла хаçат. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх[1][2], тепĕр чухне вырăсла материалсем те кĕртсе яраççĕ пулмалла.

Хушăран-хушă хаçат хупăнни пирки хыпарсем килкелесех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра хаçат, шел пулин те, тухса тăмасть.

Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калас пулать, "Самар ен" хаçат унччен, — 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче, — Самарта тухса тăнă чăвашла хаçатсен тăсăмĕ пек мар, вĕр çĕнĕ кăларăм пек пуçланнă. Чĕмпĕрте, Пелепейре (Пушкăртстан), Хусанта çавăн пек хаçатсем пурри хистесе, хавхалантарса тăнă.

Шупашкар хули. Кунта "Самар ен" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă

Чи пĕрермĕш номере Шупашкарта калăпласа тата пичетлесе кăларнă (1995, май, 16). Тиражăн пысăк пайне Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă пухăвĕн делегачĕсем тата хăнисем хушшинче тÿлевсĕр салатнă.

Тетелти хыпар[3]:

<Куçару: Пĕрремĕш номер 1995-мĕш çулта "Хыпар" хаçат çумĕнче тухнă, Шупашкарти "Чувашия" кăларавăшăн типографийĕнче 3000 тиражпа пичетленнĕ. Кăларăма Н.Панферова тата Н.Смирнова хатĕрленĕ. Пичете В.Симаков алă пусса çирĕплетнĕ.>

Чĕмпĕр. Ку хулари "Канаш" чăвашла хаçат редакцийĕнче "Самар ен" хаçатăн 2-мĕш (1000 экз), 3-мĕш (500 экз.) номерĕсене калăпланă, "Печатный двор" типографире пичетленĕ

Иккĕмĕш номертен пуçласа хаçата Вера Лукьяновна Григорьева редакциленĕ. Çавна май пĕтĕм ĕç-пуç çак редактор ĕçлесе пурнакан Приволжье ялĕнче (райцентр) йĕркеленсе кайнă (Хресчен урамĕ, 2-мĕш çурт). В.Л.Григорьева вырăнти районăн "Приволжский вестник" хаçатне те редакцилесе тăнă. Чĕмпĕр хулинчи "Канаш" чăвашла хаçат редакцийĕнче, В.Л.Григорьева ыйтнипе, "Самар ен" хаçатăн 2-мĕш (1996, март, 16, — 1000 экз.), 3-мĕш (1996, апрель, 27, — 500 экз.) номерĕсене калăпланă тата "Печатный двор" типографире пичетлесе кăларнă. 4-мĕш номере (1996, май, 25, — 1000 экз.) вара Приволжье ялĕнчех калăпланă. Калăплакансене, виçĕ çынна, вырăнта хатĕрлемешкĕн, Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" хаçатран ятарласа специалиста чĕнсе илнĕ. Хатĕрленĕ калăплавçăсене (икĕ йĕкĕт, пĕр хĕр, пурте вырăссем — иккĕшĕ Приволжьерен, пĕр каччи Чапаевск хулинчен) кайран "Приволжский вестник" кăларас ĕçре те усă курнă. Тата, паллах, калăпламалли хатĕрĕсем (икĕ компьютер) пирки те çавнах каламалла. Пичетленĕ вырăн: РППО "Росбланкиздат" (Самар хули).

Приволжье тапхăрĕнче, пĕремĕш номере алă пусса кăларнă Виктор Егорович Симаков, Сызрань хулинче пурăннăскер, редакторăн çумĕ пулнă. Яваплă çыруçă ĕçĕсене "Приволжский вестникре" тăрăшакан Фирсова Василиса (Васса) Лукьяновна пурнăçланă. Корректор пулса Новоспасски поççолăкĕнчи Курышева Надежда Петровна ĕçленĕ (вăл — Чăваш Енри Тăвай районĕнчен тухнăскер, çав районти чăвашла хаçатра та ĕçлесе курнă тахçан, çапла вара, опыт пулнă теме пулать). Фотожурналист — Григорьев Николай (ашшĕ ячĕ паллă мар). Юхма Мишши çыравçăпа редакци ятарлă договор тунă та, лешĕ, çавна кура, хаçат кăларнă чух усă курма, почтăпа тĕрлĕрен материалсем парса тăнă.

Калас пулать, кунта каллех пичетленнĕ тиражăн пĕр пайне тÿлевсĕр салатни пирки те асăнмалла. Сăмахран, çав çулхи "Тольятти хулин кунне" уявлама пуçтарăннă чăвашсем хушшинче.

Çакă та кăсăклă: В.Л.Григорьева редакторăн, хăй Оренбург облаçĕнчен тухнă çын иккенне кура, "Самар ен" хаçата икĕ облаçри (Самар тата Ĕренпур) чăвашсен хаçачĕ пек аталантарса ярас ĕмĕчĕсем-шухăшĕсем те пулман мар.

Самар облаçĕнчи Приволжье ялĕ. Историлле хапха. Ку ялта 1996-2001-мĕш çулсенче чăвашла "Самар ен" хаçат тухса тăнă

2001-мĕш çулта хаçат редакцийĕ Самар хулине куçса каять, редактор вырăнне Давыдов Николай Витальевич йышăнать.

Тетелти хыпар[2]:

<Куçару: "Самар ен" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1995-мĕш çулхи майăн 16-мĕшĕнче тухнă (№ С1025, 23, март, 1995-мĕш çул. Массăллă информаци хатĕрĕсем тĕлĕшпе панă Кÿнтеленĕш). <...> Йĕркелевçĕсем: Самар облаçĕнчи Исаклă муниципаллă районĕн администрацийĕ, Самар облаçĕнчи Чаллăпуç муниципаллă районĕн администрацийĕ, Самар облаçĕнчи Шунтал муниципаллă районĕн администрацийĕ, регионти чăвашсен "Пехил" пĕрлĕх йĕркелĕмĕ. <...> Редактор — Давыдов Николай Витальевич

Адрес: 443009, Самар хули, Воронежская ур., 9, хв. 318 Тел.: (846) 995-35-78, 997-15-83и Факс: (846) 997-15-84 е-mail: samaren63@yandex.ru

Хаçат хупăнасси пирки хыпар тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2017-мĕш çулта сасартăк "Самар ен" хаçат хупăнасси пирки сас-хура тухнă[4]. Анчах та кун пирки чăн малтан пĕлтернĕ "чуваш.орг" сайт кайран хăйĕн хыпарне ыйту палли лартса тÿрлетнĕ[5]. Малалла вара оптимистла çĕнĕ хыпар панă[6].

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Рогачёв Я. <Куйбышев облаçĕнче чăвашла хаçат кирлех>. // Тăван Атăл, 1989, 12№, С.62.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]