Сĕве (ял)

Сĕве
Зөя Свияжск
|
Сĕве (тут. Зөя, Zöyä, улăхри мари Сӱэ, выр. Свияжск) — Тутарстанри Ешĕл Васан районĕнчи ял, Сĕве Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1551 çулта Хаяр Йăван никĕс хунă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен 1932 çула çити Сĕвен хула статусĕ пулнă, вăл тутарсемпе çармăссене Христос тĕнне явăçтарас тĕпĕсенчен пĕри шутланнă.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хальхи вăхăтра Сĕве утрав çинче ларать, Васильевăпа, Хусанпа юханшыв транспорчĕ çыхăнтарать. Лаптăкĕ 64.37 га. Чукун çул чарăнăвĕ Сĕве утравран 6 çм анăçалла, Нижние Вязовые хула евĕр паçулкăра.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хăйĕн Хусан харçинчен 1550 çулта чакса пынă чух, Хаяр Йăван Атăлăн сылăм çыранĕнче чарăнать те пулас карман вырăнне çакăнта палăртать. 1551 çулта кармана 4 эрне хушшинче Углич патĕнче хатĕрлесе Атăлпа илсе килсе пуçтарнă. И.И.Полосин вырăсла куçарнă çăлкуçран:
Великий князь приказал срубить город с деревянными стенами, башнями, воротами, как настоящий город; а балки и бревна переметить все сверху донизу. Затем этот город был разобран, сложен на плоты и сплавлен вниз по Волге, вместе с воинскими людьми и крупной артиллерией. Когда он подошел под Казань, он приказал возвести этот город и заполнить все [укрепления] землей; сам он возвратился на Москву, а город этот занял русскими людьми и артиллерией и назвал его Свияжском.
Хăвăрт туса лартнă хула вырăс çарĕсен 1552 çулта Хусана хупăрланă чух никĕс тĕпĕ пулать. XVI ĕмĕрĕн варринче Сĕве карманĕ хӳтлев территори калăпăшĕпе Новгородран, Псковран, Мускавран та сĕмлĕрех шутланнă.
1932 çулта Сĕве хула статусне çухатать, ял шайне анать.
1957 çулта Куйбышев шыв усравĕ пулса тăнипе Сĕве утрава лекет.
2008 çулта дамба, материкпа çыхăнтаракан автоçул тăваççĕ.
Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сĕве — Тутарстанăн çулçӳрев чаплă вырăнĕ.
- Турă амăш вилине асăну арçын мăнастăрĕ
- 1551 çултанпа Сĕвере йывăç Троица-Сергий мăнастăрь чиркĕвĕ ĕçлет.
- Константинпа Елена чиркĕвĕ (XVI—XVIII ĕмĕрсем)
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн Турă амăшĕн Всех Скорбящих Радости соборĕ (1898—1906).
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн (XVI ĕмĕр вĕçĕ — XVII ĕмĕр пуçламăшĕ) территоринчи Сергий чиркĕвĕ.
- Успени мăнастăрĕн Успени соборĕ (1556—1561).
- Успени мăнастăрĕн Микула чиркĕвĕн чанĕ (1556).
Фотосăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Варгот Евгений Александрович (1948), ӳкерӳçĕ.
Илемлĕ литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Барякина Э. В. «Аргентинец» (М: Рипол-классик. — 2011 г. — ISBN 978-5-386-03723-9) — Граждан вăрçи тапхăрĕнче Сĕве пирки.
- Аксенов В.П. "Свияжск" - пĕчĕк повеç, унта автор вăрçă хыççăнхи ачалăхне аса илет
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тăван ен тĕпчев очеркĕ Архивленĕ 1 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта.
- Сĕве Архивленĕ 28 Раштав уйӑхӗн 2019 çулта.
- Сĕве утрав-хула(ĕçлемен каçă) AkuAku.ru сайтĕнче
- УФСИН ФБУ ИК-5 Архивленĕ 6 Ака уйӑхӗн 2016 çулта.
- Государственное бюджетное учреждение культуры Республики Татарстан "Государственный историко-архитектурный и художественный музей «Остров-град Свияжск»
- Некоммерческий информационный проект о Свияжске Архивленĕ 19 Нарӑс уйӑхӗн 2016 çулта.
- Комплекс исторических зданий в Свияжске Архивленĕ 6 Чӳк уйӑхӗн 2012 çулта.
- ВикимапиЯ
- Путеводитель по России: Свияжск — план, фотографии
- Хусан епархин сайчĕ: Сĕве Архивленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2012 çулта.
- О. Крестинина «Свияжск. Остров-град. Открыт вошедшему с любовью», 2002 г. Архивленĕ 1 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта.
- Т. Мамаева «Свияжск не должен стать гламурным. Кажется, уникальное место будут спасать всем миром», 2009 Архивленĕ 10 Утӑ уйӑхӗн 2012 çулта.
- Рощектаев А. В."История свияжского Иоанно-Предтеченского монастыря"
- Виртуальный 3D тур по Свияжску Архивленĕ 9 Нарӑс уйӑхӗн 2016 çулта.
- Виртуальное путешествие: город-остров
- Свияжск в Российском интернет-путеводителе
- Иллюстрированная история острова Свияжска Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2013 çулта.
- Страницы, использующие повторяющиеся аргументы в вызовах шаблонов
- Википеди:Раççейри пурăнан вырăнсем пирки ОКАТО кодне кăтартман статьясем
- Location maps with possible errors
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Тутарстанăн Ешĕл Васан районĕнчи пурăнан вырăнсем
- Страницы, использующие волшебные ссылки ISBN