Чăваш Енĕн тĕрлĕ вăхăтри чи аслă пуçлăхĕсем
Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ — Чăваш автономилле облăçĕн, Чăваш АССРĕн, Чăваш ССРĕн, Чăваш Республикин, 1920-мĕш çултан пуçласа паянхи кунчченхи чи аслă пуçлăхĕсен (пĕрремĕш сăпачĕсен) йышĕ.
Пĕрремĕш чи аслă пуçлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирвайхи пуçлăх тĕлĕшпе пĕтĕмпех уçăмлă темелле. Вăл — Д. С. Элмен. 1920-мĕш çулхи июньтен 1921-мĕш çулхи мартчен унран çÿлерех тăракан пуçлăх Чăваш автономилле облаçĕнче пулман. Пурнăçлав влаçĕ енĕпе те, РКП (б) енĕпе те.
Элмен Даниил Семёнович — Чăваш автономилле облăçĕн революцилле комитечĕн (Ревкомĕн) пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ертÿçи (1920-мĕш çулхи ноябрьччен), РКП (б)н Вăхăтлăх Чăваш обкомĕн пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ертÿçи (председателĕ, 1921-мĕш çулхи февральччен), Чăваш автономилле облаçĕн ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш ертÿçи (1920, ноябрь — 1921, июль).
«Дуумвират» е уçăмсăрлăх тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1921-мĕш çулхи мартран пуçласа чи аслă пуçлăха тĕпчевçĕ куçĕпе пăхса палăртма йыаăрланать. Мĕншĕн тесен ĕçтăкома тата компартин вырăнти уйрăмне ертсе пыракансем тĕрлĕрен çынсем. Çавăнпа та, çăлкуçсем çителексĕррине кура, «дуумвират» текен терминпа усă курма тивет.
Çавăн пекех Коммунистсен партийĕн вырăнти ертуçисем питĕ хăвăрт улшăнса тăни те çак тапхăра «дуумвират» теме хистет.
- Д. С. Элмен — Савандеев Георгий Степанович (1921, март — 1921, июль)
- Коричев Сергей Андреевич — Г. С. Савандеев (1921, июль — 1921, октябрь)
- С. А. Коричев — Ласточкин Антон Тихонович (1921, октябрь — 1922, март)
- С. А. Коричев — Михайлов Гавриил Михайлович (1922, март — октябрь)
- С. А. Коричев — Д. С. Элмен (1922, октябрь — 1924, май)
- С. А. Коричев — Томасов Михаил Тимофеевич (1924, май — 1925, октябрь)
- С. А. Коричев — Алексеев Василий Алексеевич (1925, октябрь — 1926, июль)
- Яковлев Александр Яковлевич — В. А. Алексеев (1926, июль — 1926, ноябрь-декабрь)
Коммунистсен партийĕн çыннисем пăркаланми ертсе пынă тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петров Сергей Порфирьевич (1926 — 1937)
- Иванов Герасим Иванович (1937 — 1938)
- Волков Алексей Алексеевич (1938 — 1940)
- Чарыков Иван Матвеевич (1940 — 1948)
- Ахазов Тимофей Аркадьевич (1948 — 1955)
- Ислюков Семён Матвеевич (1955 — 1968)
- Вороновский Николай Анатольевич (1968 — 1973)
- Чичикин Пётр Андреевич (тивĕçсене пурнăçлаканĕ, 1973 — 1974)
- Прокопьев Илья Павлович (1974 — 1988)
- Петров Александр Петрович (1988 — 1990, март-апрель)
Чăваш Ен пуçĕнче — парламент ертÿçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Леонтьев Анатолий Михайлович (1990, март-апрель — 1991, август)
- Кубарев Эдуард Алексеевич (1991, август — 1994, январь)
Президентсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фёдоров Николай Васильевич (1994, январь — 2010)
- Игнатьев Михаил Васильевич (2010, июль-август — 2012, январь)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- М. В. Игнатьев (2012, январь — 2020, январь)
- Николаев Олег Алексеевич (тивĕçсене пурнăçлаканĕ, 2020-мĕш çулхи январьтен, пуçлăх, 2020-мĕш çулхи сентябрьтен)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Отмена 6-й статьи Конституции СССР о руководящей роли КПСС
- Чувашский областной комитет РКП(б) - ВКП(б) - КПСС - Чувашский республиканский комитет КП РСФСР — Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898 - 1991
- Agabazar: Чӑваш автономийӗн историйӗ (питӗ кӗскен)
Чăваш Ен темăсенче | ||
---|---|---|
Тӳре-шара • Президент • Герб • Ялав • Гимн • Администрациллĕ пайлану • Географи • Хуласем • Халăх • Истори • Экономика • Театрсем • Архитектура • Садсемпе парксем • Музейсем • Спорт • Пĕлӳлĕх • Ăслăх • Тĕн • Паллă вырăнсем • Транспорт • Радио • Телевидени • Климат • Экологи • Чӗрчунсем • Ӳсентӑрансем • Юханшывсем • Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ |