Ашмарин Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
7-мĕш йĕрке: 7-мĕш йĕрке:
|Алпусни =
|Алпусни =
|Çуралнă вăхăт = [[1870]], [[юпа, 4]]
|Çуралнă вăхăт = [[1870]], [[юпа, 4]]
|Çуралнă вырăн = [[Етĕрне] хули, [[Етĕрне уесĕ]], {{ÇВ|Хусан кĕперни|Хусан кĕпернинче)}}, [[Раççей империйĕ]]
|Çуралнă вырăн = [[Етĕрне] хули, [[Етĕрне уесĕ]], {{ÇВ|Хусан кĕперни|Хусан кĕпернинче}}, [[Раççей империйĕ]]
|Вилнĕ вăхăт = [[1933]], [[çурла, 26]]
|Вилнĕ вăхăт = [[1933]], [[çурла, 26]]
|Вилнĕ вырăн = {{ВВ|Хусан|Хусанта)}}, {{ВВ|Тутар АССР|Тутарстанра)}}, [[РСФСР]]
|Вилнĕ вырăн = {{ВВ|Хусан|Хусанта}}, {{ВВ|Тутар АССР|Тутарстанра}}, [[РСФСР]]
|Гражданлăх = {{USSR}}
|Гражданлăх = {{USSR}}
|Ăслăх сфери = [[тюркологи]], этнографи
|Ăслăх сфери = [[тюркологи]], этнографи

06:46, 21 Утӑ уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

{{Ăсчах |Ят = Ашмарин Николай Иванович |Тăван ят = |Ӳкерчĕк = Ashmarin n i.jpg |Анлăшĕ = 260px |Ӳкерчĕке ăнлантарни = |Алпусни = |Çуралнă вăхăт = 1870, юпа, 4 |Çуралнă вырăн = [[Етĕрне] хули, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ |Вилнĕ вăхăт = 1933, çурла, 26 |Вилнĕ вырăн = Хусан, Тутар АССР, РСФСР |Гражданлăх = ССРП |Ăслăх сфери = тюркологи, этнографи |Ĕçлев вырăнĕ = |Альма-матер = |Ăслăх ертӳçи = |Паллă вĕренекенсем = |Паллă = |Сайт = }} Ашмарин Николай Иванович, (1870 çул, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ1933 çул, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ, Хусан хули, Тутар АССР, РСФСР, СССР). — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, 17-пайлӑ чи пысӑк Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине ҫырса хатӗрлекенӗ. СССР Ăслăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1870 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче çуралнă. Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ.

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр-тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн вĕрентӳçи (1920—1923).

1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультетĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи тухтăрĕ. Николай Ашмарин Хусанти Тухăç педагогика институчĕн профессорĕнче ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Ăслăх академийĕн пайташ-корреспондентне суйланă.

1933 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта çĕре кĕнĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката (раща) ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Паллă ĕçĕсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вĕсен тематики питĕ анлă:

т. ыт. те.

Вуламалли

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.

Асăрхавсем

Каçăсем