Контент патне куҫ

Аçтăрхан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Аçтăрханхасарсен VIII ĕмĕрти вăйпучĕ.

Аçтăрхан — Аç (ас) тăрăхăн ханĕ, урăхла каласан, ас (ус) халăхĕн турханĕ. Ассем (уссем) — тĕрĕк йăхĕсем, авалхи чăваш йăхĕсене питĕ çывăх йăхсем. Ус (огуз) чĕлхи, чăваш чĕлхи пекех, анăçри хун чĕлхи ушкăнне кĕрет.

Пĕрремĕш хут ун çинчен Çывăх Хĕвелтухăçра пурăннă авалхи тĕпчевçĕсем 764 çулхи вăрçă пирки çырнă чух асăнаççĕ. Çав çулхине Аçтăрхан пысăк çарĕпе эрменсен çĕрне тапăнса кĕрет, нумай çынна тыткăна илет. Ун хыççăн арапсем майла пулса кĕрешекен грузнсене тапăнать, Тбилиси хулине туртса илет.

Я. Куби Аçтăрхана хасарсен патши тесе чыслать.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]