Якутск
Яку́тск (якут. Дьокуускай) — Раççей хули, Саха (Якути) Республики тĕп хули, Лена çинчи порт. Калăп хула, Раççейĕн çурçĕр-тухăçĕнчи пысăк этеплĕх, ăслăлăх тĕпĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Туймаада айлăмĕнче, Лена шывĕн сулахай çыранĕнче ларать.
Ӗмĕр шăнлăхĕн йăрăмĕнче вырнаçнă чи пысăк хула. Унăн çĕр лаптăкĕ 122 тăваткал çухрăм (хула çуммисĕр, хула çумĕсемпе - 3600 тăваткал çухрăм).
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çул вăтам температури — −10,0 C°
- Çул вăтам çил хăвăртлăхĕ — 1,9 м/ç
- Çул вăтам сывлăш нӳрĕклĕхĕ — 67 %
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1632 çулхи авăн, 25 Петр Бекетов ениçей çĕрпĕвĕн текĕрчи, Ленăн çыранĕсене тĕпчесе тухса, сылтăм çыранĕнче хальхи Якутскран 70 çм юхăм анаталла, борогон якутĕсен çĕрĕнче, Якути (Лена) острогне никĕс хурать. 1638 çулта острог çĕнĕрен йĕркеленĕ Якути воеводствин тĕпĕ пулса тăрать. 1642—1643 çç. острога хальхи вырăна — Туймаада айлăмне — куçараççĕ.
1643 çулта Якутск ят панă. Лена енĕн çар-административлă тата сутă-илӳ тĕпĕ пулса, 1708 çултанпа Çĕпĕр, XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Иркут кĕпернине пăхăнса тăрать. 1822 çулта Якутск облаç хули пулса тăрать, 1851 çултанпа Якутск тĕп хулиллĕ Якути кĕпернийĕ хăй тĕллĕ облаç статусне çĕнтерсе илет.
Якутск хулин хастар аталанăвĕ И. И. Крафт кĕпернеттĕр тапхăрĕпе (1907—1913) çыхăннă. Хулара электростанци, телефон станци тунă, музей уçнă, Император географи пĕрлĕхĕн уйрăмне йĕркеленĕ.
1922—1991 çç. Якутск —Якути АССР-ĕн администрациллĕ центрĕ. 1991 çултанпа — Саха (Якути) Республикин тĕп хули.
Администрациллĕ пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Администрациллĕ тăрăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Автодорожный тăрăх
- Гагарин тăрăхĕ
- Губинский тăрăх
- Октябрь тăрăхĕ
- Промышленный тăрăх
- Сайсар тăрăхĕ
- Строительный тăрăх
- Тĕп тăрăх
- Марха микрорайонĕ
- Кангалассы микрорайонĕ
- Табага посёлокĕ
- Хатассы наслег
- Маганчиркӳ ялĕ
- Тулагино-Кильдям наслегĕ
- Пригородное чиркӳ ялĕ
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Демографи хыпарĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ — 255 784 çын (2008) (210 642 çын 2002 çулхи халăх çыравĕпе). Çум территорисемпе — 276,2 пин çын (2008), ку республикăри 29 % халăхĕ пулать.
Халăх йышĕн улшăнăвĕ (пин çын)
Çул | Халăх йышĕ | Хула çумĕпе |
---|---|---|
1897 | 6,5 | |
1926 | 11 | |
1939 | 52,9 | |
1959 | 74 | |
1967 | 100 | |
1970 | 108 | |
1979 | 152,4 | |
1989 | 187,7 | |
1998 | 195 | |
2002 | 210,6 | 246,3 |
2005 | 235,61 | 247,1 |
2007 | 246 | 266,5 |
1 в 2004 году в городскую черту были включены посёлки Марха и Кангалассы.
Наци йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Якутск Ленăн сулахай çыранĕнче ларать. Юханшыв порчĕ ĕçлет. Ун витĕр, чукун çул çуккипе, питĕ нумай япала турттараççĕ. Унсăр пуçне, юханшыв пассажир транспорчĕпе хула Якутин Лена бассейнĕнчи хуласемпе: Олёкминскпа, Сангарпа, Жиганскпа — çыхăнать. Экономикăпа техника сăлтавĕсемпе 2008 çулта Хандыгăпа йĕркеллĕ çыхăнăва чарса хунă.
Автомобиль транспорчĕпе Якутска çитме йывăр: федераци трасси M56 «Лена» Ленăн сылтăм çыранĕнчи Якутска хирĕçле Анат Бестях посёлокне çити çеç пур. Якутскпа çулла — япала-пассажир паромĕ, хĕллехи тапхăрта (раштав — ака) — юханшыв пăр çийĕпе, пăр кайавĕпе пăр тăнăвĕ чухне сывлăшпа
кăна çыхăну пур. Çулĕ ытларах гравий витĕмлĕ. Томмот — Качикатцы çул пайĕнче питĕ нумай усă курнипе пĕтĕмпех ишĕлĕве çитнĕ — ăна пурĕпе юсамалла. Хăш чухне федераци автоçулĕ «Колыма» (Якутск — Магадан) ĕçлет, 2008 çултанпа тăпра çулсене асфальт витеççĕ.[1] В 2007 году автодорога «Вилюй» (Якутск — Вилюйск — Мирный — Ленск — Усть-Кут — Тулун) включена в список федеральных дорог. Однако фактически такой дороги не существует.[2] Участок Ленск — Усть-Кут является зимником, по которому автомобильное сообщение возможно около трёх месяцев в году. На участке Якутск — Мирный круглогодичное сообщение возможно только условно, в некоторых местах во время проливных дождей полотно дороги (как и в случае с автодорогой «Лена») превращается в болото.[3] Ытти çул пайĕсене реконструкцилемелле.
Çутĕç тата ăслăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Якути патшалăх университечĕ
- Якутии патшалăх ял хуçалăх академийĕ
- Якути патшалăх педагогика академийĕ
- Якути патшалăх инженер-техника институчĕ
- Арктика патшалăх ӳнерпе культура институчĕ
- Якути экономикăпа тивĕç-ирĕк институчĕ (мускав Ӗçпе социаллă хутшăнусен академийĕн филиалĕ)
Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара хальхи шайри пăр керменĕ «Эллэй Боотур», витĕмлĕ стадион «Туймаада», спорт керменĕ «Çĕнтерĕве 50 çул», спорт комплексĕ «Модун» тата урăх спорт çурт-йĕрĕ пур.
Раççей чемпионтĕнче хула ятне «Заря» мини-футбол клубĕ хӳтĕлет. 2008 çулта çак команда аслă лигăра 4-мĕш вырăн йышăнать.
2007 çулта Якутскра Раççей бокс чемпионачĕ тата Футзал Тĕнче Черкки иртнĕ.
Этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Театрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Саха академи П.А. Ойунский ячĕллĕ театăрĕ
- Патшалăх академи вырас драма А.С. Пушкин ячĕллĕ театр
- Саха (Якути) Республикин патшалăх оперăпа балет Д.К. Сивцев–Суорун Омоллон ячĕллĕ театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх эстрада театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх юморпа сатира театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх наци ташă С.А. Зверев-Кыыл Уол ячĕллĕ театăрĕ
Цирк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Музейсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çурçĕр халăхĕсен историпе культурин Е. Ярославский ячĕллĕ пĕрлештернĕ музей
- Мамонт музейĕ
- Варган мусăкĕн хомус музейĕ
- Патшалăх М. К. Аммосов ячĕллĕуниверситечĕн Нумизмат музейĕ
- Наци ӳнермузейĕ
- Литература П.А. Ойунский ячĕллĕ музейĕ
- «Якути политика ссылка музейĕ» çурт-музей
- Археологи, этнографи тата аслă шкул музейĕ
Тăванлă хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фэрбенкс (Аляска штачĕ) АПШ;
- Дармштадт в Германии;
- Мураяма, Япони
- Чханвон, Корей Республики.
- Харбин, Китай;
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Якутск Викиампарта? |
- Хула администрацийĕн официаллă сайчĕ 2015 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Якутскăн пĕрремĕш социаллă эрешĕ 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Якутск хулин хыпар-кану сайчĕ
- Якутск онлайн
- Хыпар кану порталĕ «Столица»
- Первый информационно-аналитический портал SakhaNews.Информационное агентство SakhaNews
- Интернет-газета Якутия24/Yakutia24
- Якути республика шырав сайчĕ «Место встречи» 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Республика общество-политика куллен кун хаçат «Якутия» 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблон:Викиçулçӳрев
- Фотосайт «Якутск в фотографиях» 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Справочник по городу Якутску» 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Якутск музейĕсем 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:Якути Шаблон:Лена çинчи пурăну вырăнĕсем
Ĕçри хастарлăх хулисем |
|
---|---|
Алдан • Аçтăрхан • Барнаул • Бологое • Боровичи • Улатимĕр • Вологда • Воркута • Воткинск • Горловка • Дзержинск • Екатеринбург • Златоуст • Иваново • Ижевск • Иркутск • Хусан • Каменск-Уральский • Каспийск • Кемĕр • Киров • Коломна • Комсомольск-на-Амуре • Кострома • Красноярск • Луганск • Лысьва • Магадан • Магнитогорск • Мончегорск • Находка • Чулхула • Нижний Тагил • Новокузнецк • Новомосковск • Çĕн Çĕпĕр • Норильск • Омск • Орск • Оха • Пенза • Перĕм • Подольск • Прокопьевск • Рубцовск • Рыбинск • Рязань • Самар • Сарăту • Северодвинск • Ступино • Сызрань • Томск • Тĕмен • Улан-Удэ • Чĕмпĕр • Ĕпхӳ • Ханты-Мансийск • Шупашкар • Челепи • Чита • Якутск • Ярославль |
- ^ «В. Штыров: План по строительству автодорог должен быть выполнен». Якутское-Саха Информационное Агентство.
- ^ «Приангарье и Якутию объединит дорога». Якутское-Саха Информационное Агентство.
- ^ «„Вилюй“ станет твёрдым». Гудок.RU.