Контент патне куҫ

Авар хаканлăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Авар хаканлăхĕАвар хаканачĕ), – вăтам ĕмĕрсенче (562823) Тухăç Европăра сарăлса выртнă патшалăх. Унăн шутне хальхи Венгри, Словаки, Хорвати тата Румыни çĕрĕсем кĕнĕ. Патшалăха аварсен хаканĕ Пуян никĕсленĕ.

Аварсем анăçра Тюрингипе Италине çитеççĕ, кăнтăрта — Константинополь патне пыраççĕ, Панноние, Дакие, Иллирие тата Далмацие пăхăнтараççĕ.

Аварсем Танай çине куçни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш хут аварсем Европăна 558 çулта çитнĕ. Вĕсем Висанти çĕрĕсене кĕресшĕн пулнă, çавăнпа алансен ертӳçĕвне Саросине çак ĕçре пулăшма ыйтнă. Часах аварсен элчисем Константинополе пырса çитнĕ. Авар элчисен ертӳçи Кандык Висанти императорне çапла сăмах хушнă: «Сан пата авар халăхĕ килчĕ, чи пысăк та чи вăйлă халăх. Эпир çăмăллăнах тăшмансене хăваласа яма та аркатса пĕтерме пултаратпăр, çавăнпа санăн аварсемпе туслă килĕшӳ туни питĕ тупăçлă пулĕ: эпир сирĕн шанчăклă хӳтĕлевçĕсем пулăпăр».

Çак вăхăтри политикă тапхăрĕнче висанти императăрĕшĕн аварсем питĕ тупăçлă тамăрĕсем пулнă. Вăл вĕсемпе союзник хутне çырнă та кăтригурсемпе, çавсемпе тăванлă утигурсемпе тата тухăçславян йăхĕпе — антсемпе — вăрçма янă. Аварсем ăнăçлă çапăçнă. Вара император аварсене хальхи Серби çĕрĕсене илме сĕннĕ. Анчах та аварсене ку çĕрсем кăмăла кайман. Вĕсем хăйсем валли Танай çумĕнчи Добруджăна халаллама ыйтнă, тӳрем вырăнсем çеçенхир çыннисене ытларах кăмăла кайнă. Кунта та вĕсем нумаях лăпланса пурăнайман. Гепидсене хирĕç лангобардсемпе пĕрмайлă пулса вăрçса çĕнтернĕ. Вара вăрçă умĕн килĕшĕвĕпе лангобардсем Паннони çĕрне аварсене парса хăварнă.

Гепидсем çапăçăва выляса яни висанти императăрне питĕ вырăнлă пулнă. Висантисем тӳрех вĕсен авалхи Сирми çĕрĕнчи шĕкĕр хулине йышăннă, ку япала вара аварсене килĕшмен, вĕсем висантисемпе нумай хушă хирĕçӳллĕ пурăннă.

Авар хаканлăхне никĕслени (аварсен мал тапхăрĕ)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

'Пуян I хакан

'562 çулта аварсен талантлă çарпуçĕ, политикĕ Пуян хан Висантипе, лангобардсемпе тата ытти славян тата тӳрк йăхĕсемпе тамăрлăхсем туса Вăтам Танайçире çирĕпленсе лараççĕ, кунтанах вĕсем славянсен çĕрĕсене, Висанти империи тата Франксен империне вăрçăсемпе часах тапăнса тăраççĕ.

Славян йăхĕсен Само ертсе пынă пăлхавĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

623 çулта анăç славянсем Само ертсе пынипе аварсене хирĕç пăлхава тухаççĕ. Çĕнтерӳ хыççăн унчен франк сутă-илӳ кнеçĕ пулса тăрать. Вăл аварсемпе те, франксемпе те ăнăçлă кĕрешет — сăмахран, 631 çулти çĕнтерӳ хыççăн лужица серпĕсем пурăннă çĕрĕсене франксенчен туртса илет.

Константинопăле хупăрлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

626 çулта аварсем Перси майлă пулса иран-висанти вăрçине хутшăннă. Пăхăнтарнă славянсемпе Константинопăле хупăрласа илнĕ. Çав хушăрах персисем хула патне Азирен, Босфор енчен çитнĕ. "Грек çулăмĕпе" висантисем славянсен флотне çунтарса янă. Вара славянсемпе аварсем хулана пĕрле пуçтарăнса тапăнайман. Ăнăçу тупайман пирки авар хаканĕ славянсем çине кӳреннĕ, лешсем те "çилленсе" çапăçу вырăнне пăрахса хăварнă. Аварсем ĕнтĕ славянсен çуран çарĕсĕр, вĕсен тапăну киммисемсĕр çав тери лайăх хӳтлĕхлĕ Констатинопăле илме пултарайман.

Авар хаканлăхĕ хавшакланни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аварсем 626 çулта Константинополь патĕнчи çапăçăва выляса янă хыççăн каганатран пăлхарсем (прото-пăлхарсем) тухаççĕ, 632 çул тĕлне Купрат хан кăтрикур, утикур тата онокур йăхĕсене пĕрлештерсе Аслă Пăлхар ханлăхне йĕркелесе хурать, аварсене пĕтĕмпех Хура тинĕс çумĕнчи çурçĕр енчи, Анат Танайçи çĕрĕсенчен хăваласа кăларса ярать.

640 çулта хорватсем аварсене Долмацирен хăваласа яраççĕ. Çакăн пирки, ахăртнех, Георги Писид хăйĕн сăввисене хайланă: Скиф (т.с. авар) славянина вĕлерет те хăй те вилет, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те юнлашса пĕр-пĕрне пĕтерессиченех çапăçаççĕ.

Вăтам авар тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авар хаканлăхĕн VII ĕмĕр вĕçĕнче — VIII ĕмĕр вĕçĕнчи шалти лару-тăрăвĕ пирки çырусенче çăлкуç çук. Çак тапхăрăн пĕртен-пĕр çăлкуçĕ — археологи тĕпчевĕсем. Хаканлăх çăк хушăра çурма юркăн пурнăçран пĕр вырăнта выльăх ĕрчетсе пурнăçа куçать. Çак тапхăрти авар пурăну вырăнĕсенчех тыр-пул управĕсене тупнă, анчах та аварсем хăйсем çĕр ĕçĕпе тăрмашнă е тыра юнашар халăхсенчен туяннă — паллă мар.

Хаканлăха аркатни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аварсем франксемшĕн чи хăрушă тăшманĕсем пулнă. Çавăнпа малтан франксем туслашма пикеннĕ. Çак тĕллевпе вĕсем пĕр-пĕрин патне элчĕсем янă: 780 çулта Вормс хулине авар элчисем пынă, кайран франксен элчисем каганата çитнĕ. Çапах та 788 çулта Бавари херцăкĕ Тассилон III аварсемпе франксене хирĕç килĕшӳ тăвать. Анчах та çав çулах вĕсен çарне çапса çĕмĕрнĕ, Бавари вара Франксен патшалăхĕ шутне кĕрет. Çавăн чухнех Карл аварсене пĕтĕмпех çапса аркатма шутлать.

791 çулта франксем хаканлăха хирĕç вăрçăна тухаççĕ. Пипин тикки, Италирен çарпа тухса, аварсен пĕр карманне туртса илет. Франксен Карл ертсе пынă тĕп вăйĕсем тухăçалла Танай тăрăх куçнă. Регенсбург патĕнче франксем хăйсен çарĕсене пĕрмай тивĕçтерессипе Танай урлă кĕпер хываççĕ. Сакс йăхĕсем, хавшакланнă пулин те, аварсен майлă пулса, малтан вĕсем патне элчĕсем янă, кайран франксен хыç çĕрĕнче, хăйсен тăван çĕршывĕнче пăлхану тапранать. Аварсене ку, çапах, çăлма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсен хаканлăхĕнче те хирĕçӳсем тапранаççĕ.

Ăшĕнчи пăтрашăнăвне пула юкăра вĕлерççĕ, каярах хакана та вилĕм лекет. 795 çулта тудун Христос тĕнне йышăнасшăн пулса франксем патне элчĕсене ярать. 796 çулта вăл хăйех Мăн Карлăн тĕп хулине —Ахена – пырса патшана пăхăнуллăх тупине тунă. Çав çултах Пипин ертсе пынă франксен çарĕ авар хаканĕсен Тиса шывĕ çумĕнчи резиденцине çитсе илнĕ. Чылай авар Тиса леш енне тарнă, çапах та нумай пайĕ тыткăна лекет. Франксем пĕтĕмлĕ çĕнтерсе, Авар хаканлăхĕн политика ирĕклĕхĕ енчен пĕтерсе хураççĕ. Ахен хулине аварсем темиçе çĕр çул тăршшипе пухнă пуянлăхне лавсем çине тиесе ăсатаççĕ.

Çапах та аварсем парăнма шутланман та. 797 çулта вĕсем пăлхава çĕкленеççĕ те, франксем каллех харçа тухса аварсене пусарăнтараççĕ. 797 çул вĕçĕнче авар элчисем Мăн Карла хăйсен шанчăклăх тупи туса çирĕплетеççĕ. 799 çулта каллех пăтрашăну пуçланать, 802 çулта ĕç вырăнĕнчи франксене вĕлереççĕ. Аварсене христианлăха явăçтарма 798 çулта Зальцбургра епискăплăх йĕркелеççĕ. 805 çулта çĕнĕ тĕне хаканĕ хăй те кĕрет.

803-804 çулсенче пăлхар ханĕ Крум аварсен пур çĕрĕсене Вăтам Таная çити туртса илет. Франксем патне пынă авар элчелĕхĕ пирки юлашки хыпарне 823 çулта çырнă. Империн патшалăх пухăвĕнче вăл франксем умĕнче малтан мăнаçлă паллă пулнă халăха кăтартса тăнă.

Аварсен хаканĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Административлă тытăмлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳлти влаçа халăх пухăвĕпе суйланă хакан тытса тăнă. Хаканăн вырăн сыхлавçи тудун пулнă, вăл патшалăх пĕр пайĕн тăрăмĕ шутланнă, пулас, тата юкур (тĕп жрец). Хакан хушăвĕпе, çĕршыври парăмсене турхансем пуçтарнă. Турхана — иерархи пусăмĕпе — йăхсемпе ăратсен çулпуçĕсем пăхăнса тăнă. Йăх ертӳçин вырăнĕ кашни йăхăн та, хаканлăхăн пурнăçĕнче паллă шутланнă.

Хаканлăхăн хуçалăх йĕрки куçса çӳресе выльăх ĕрчетессинче тытăнса тăнă; çĕр ĕçлĕхĕпе аварсем ытлах аппаланман, пăхăнулла йăхсен пурлăх шучĕпе пурăннă. Аварсен чуралăх анлă сарăлман. VI ĕмĕрĕн вĕçĕнче аварсем 10 пине яхăн тыткăна лекнĕ çынна пурне те касса вĕлернĕ. Тата çакă паллă: Балкан çурутравĕнчи Среме вырăнĕнче пурăнакансем тепĕртакран ирĕклĕхе тухаççĕ.

VI ĕмĕр варринчен пуçласа висантисем хаканлăха ылтăнпа парăм тӳленĕ. Çул хушшипе ясак сумлăхĕ 80 пин, 599 çултанпа 100 пин ылтăн солида çитнĕ. Тепĕртакран çакă та çителĕксĕр пулать. VII ĕмĕр пуçламăшĕнче висанти императăрĕсем аварсене «лăпкăлăхшăн» çулсерен 120 пин солид тӳленĕ. 626 çулччен авар хаканĕ патне 6 млн. яхăн ылтăн солид ăсатнă, хальхипе çав шут 25 тоннăпа тан шутланать.

Ювелир япалисене аварсем питĕ лайăх ăсталанă. Аварсем шăмăран хитре япала касса кăларассипе ăста шутланнă, чаплă кавир, тĕрлев, пир-авăр хатĕрленĕ, кĕмĕлпе йывăçран ăсталаса илемлетнĕ. Европăра металпа капăрлатнă авар пиçиххине уйрăмах кăмăлланă. Аварсен ӳнерлĕхĕ, чылайăшĕпе, «скиф кайăк стилĕн» кăнарлăхĕн тăсăлăвĕ пулса его мелкой пластикой и стилизованными изображениями фантастических животных, как правило, в динамичных позах, среди которых часто встречается грифон. Тĕпчевçĕсем висанти сĕмĕ аварсен ахах-мерчен ăсталăхĕ çине куçнине палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшлĕ ĕнтĕ, археологсем тупнă артефактсене шута хурса, авар этеплĕхĕнче иран тата китай еренкисем курăнаççĕ. Аварсен ахах-мерчен ĕçĕн ăнăçлă аталанавĕ хаканлăхшăн кирлĕ пулнă, мĕншĕн тесен аварсем хăйсен аллинче пархатарлă металсенчен ăсталанă паха япала, çав шутра висанти вак укçи те, тытнă.

Хĕç-пăшалĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хаканлăх эткерĕсен çар тумтирĕпе хĕç-пăшалне тишкерсе сăнасан, авар, герман тата висанти сĕмне асăрхама пулать, çак ĕнтĕ халăхлăх йăлине тĕрлĕ патшалăх йăли кĕнине кăтартать. Аварсен кӳпепе хӳтĕленнĕ çирĕп йĕркелӳллĕ каваллери хăватлă пулнă. «Рыцăрь» палăрту Европăна çак юланутсемпе çитнĕ. Европăна аварсемех пĕрремĕш тимĕр стременами тата пĕр енчен çивĕч хăйранă савăл-хĕçпе (клинок) — малтанхи хĕçпе — паллаштарнă.

Аварсем вăрçă тактикине монголсен кайранхи тапхăрĕнчи меслечĕсене кĕртнĕ: тăшмана вĕçĕмсĕр тапăнса пырса, çывăх çапăçăва йышăнмасăр («сиксе пырса каялла чакни») кĕрешни, пĕр харăс мăн ухăсенчен пени, хыççăн сасăртăк хăват хĕçпăшалланнă латăпа хӳтĕленнĕ юланутсене çар ĕçне кĕртнĕ — вĕсем тăшманăн йĕркелӳне çĕмĕрнĕ, кĕрешӳ кăмăлне хавшаклатнă. Çак ĕçсемпе пĕрлех чылай чух тăшмана çапăçу епле пынине ултавлă кăтартнă, хăйсем хавшакланса чакнине суя туса шантарнă. Висантисем тимлĕ çак меслетсене тĕпчесе вĕсен тупăçлăхне палăртнă, аварсенчен — хĕçпе хăват çапма май паракан, тата пĕтĕмллĕ каланипе, йĕнерте танăç ларма май паракан «революциллĕ» стременасене çеç мар, çаплах вĕсен çар йĕрки тĕсне (ун чух малта — çăмăл юланут ухăçсем (çывăх çапăçăва хутшăнман «хĕртекенсем»), çаплах авар сăнисене с ремеными петлями и тата çăм хӳтĕлӳн хăш элеменчĕсене хăйсен çар хатĕрĕ шутне илнĕ. Кунсăр пуçне, вăрман-шурлăх çапăçăвĕнче аварсем славян пехотипе усă курнă. Аварсен виç кĕтеслĕ çинçе вĕçĕллĕ çĕмренĕсем 500 метртан персе вĕлерме, 200 метртан металл кӳпесене е хулăм вăкăр тирне витĕр шăтарма пултарнă. Авар ухăçисем пĕр минутра 20 çĕмрен пеме пултарнă.