Контент патне куҫ

Тирана

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тира́на (алб. Tiranë, Tirana) — Албани тĕп хули, Тирана ретин административлă тĕпĕ, паллă политика, экономика тата культура тĕпĕ.

Хула хăй тĕллĕ администрациллĕ виçе шутланать.

Лаптăкĕ 30 çм2.

Тусем хушшинчи айлăмра (тинĕс шайĕнчен 89 м çӳллĕшĕнче) Ишм юханшыв çинче Албан тӳремĕн варринче, Круя-Дайти ту хысăкĕн умĕнче, Адриатика тинĕсĕнчен 40 çм, вырнаçнă.

Климачĕ субтропиклă, вăтаçĕр тинĕслĕ; çулла шăрăх, типĕ сывлăш (утăри вăтам температура 24 °С), хĕлсем çемçе, нӳрĕк (кăрлачăн вăтам температури 4—5 °С); нӳрĕк çулта 1376 мм ӳкет.

Тирана халăх йышĕ, официаллă хыпарпа, 2003 çулта 353 400 çын пулнă, официаллă маррипе — 1 миллиона яхăн çын (11 пин çын 1923 çулта; 40 пин çын 1939 çулта; 108 пин çын 1955 çулта; 136,3 пин çын 1960 çулта, 200 пин çын ытла 1975 çулта).

1614 çулта никĕсленĕ, 1920 çултанпа патшалăхăн тĕп хули.

Çутĕç, культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тирана панорами Дайти тăвĕнчен

Тиранăра пур: Тирана Университечĕ, ял хуçалăх институчĕ, институт изящных искусств, физкультура институчĕ; Албани ĂА, тĕп ăслăх-тĕпчев зоотехника станцийĕ, Ветеринари ăслăх-тĕпчев институчĕ; Наци библиотеки; Археологипе этнографи музейĕ, Наци ирĕклĕх кĕрешĕвĕн музейĕ, Çутçанталăк ăслăхĕн музейĕ, Ленинпа Сталин музейĕ.

Çаплах пур: Оперăпа балет театрĕ (балет шкулĕпе), Халăх театрĕ, Эстрадăпа цирк театрĕ, Пукане театрĕ, Консерватори, Филармони, А. Моисеи ячĕллĕ актёр аслă училищи , И. Моисси ячĕллĕ Ӳнер музейĕ, «Çĕнĕ Албани» киностуди.

Архитектура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тирана радиал-ункăллă хула. Ватă кварталĕсем хĕсĕк кукăр урамлă тата çуртсем кил карти ăшĕнче. Административлă тата культура тĕпне (Скандербег лапамĕн ансамблĕ, банк, университет, Оперăпа балет театрĕ, Эфем Бей мечетĕ) 1920—30-мĕш çç. тунă. 1953—58 çулсенче Тирана реконструкци планне (архитекторсем: Г. Стразимири, М. Меле) палăртнă. Пысăк пурăну комплексĕсене хăпартнă; «Çĕнĕ Албани» киностуди çуртне туса хунă (1952, совет архитекторĕ Г. Л. Лавров). Палăксем: В. И. Ленина (цемент, 1950-мĕш çç., скульптор К. Хоши), Партизана (бронза, 1947, А. Мано) тата ур.

Скандербег лапамĕ (Марк Морелл фото ӳкернĕ)

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Албани хулисем {{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.