Элĕк (Элĕк районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
HerculeBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: ar:أليكوفو، كوفاسيجا
138-мĕш йĕрке: 138-мĕш йĕрке:
[[Категори:Чăваш Енĕн Элĕк районĕ]]
[[Категори:Чăваш Енĕн Элĕк районĕ]]


[[ar:أليكوفو، كوفاسيجا]]
[[ast:Alikovo]]
[[ast:Alikovo]]
[[eml:Alikovo]]
[[eml:Alikovo]]

09:00, 10 Раштав уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Урăх пĕлтерĕшĕсене Элĕк (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.
Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ|
Гербĕ Ялавĕ
Элĕк
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Чăваш Республики
Район Элĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Элĕк ял тăрăхĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ 2500 (2002)
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 83535
Почта индексĕ 429260
Геогр. широти 55°44′09″ Ç/N
Геогр. долготи 46°44′08″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)
Элĕк ялĕ

Элĕк, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрацийĕ вырнаçнă ял, Элĕк ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Элĕкре пĕтĕмпе 10 урам: 60 çул Октябрь, Парк, Прохор Иванов, Коммунал, Тухăç, Çурçĕр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамĕсем. Салара ытларах пайĕпе пĕр хутлă çуртсем лараççĕ. Çавăн пекех икĕ-виçĕ хутлисем те пур.

Элĕкре 2500 яхăн (2002) çын пурăнать.

Çутĕçпе этеплĕх

Элĕкри Турă амăшĕ вилнин асăну чиркĕвĕ‎
Этеплĕх керменĕ‎

Кунта И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул, Элĕкри мусăк шкулĕ, ӳнер шкулĕ, Литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, икĕ вулавăш, этеплĕх керменĕ пур. Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат тухса тăрать. Салара Халăх театрĕ ĕçлет. Кермен çумĕнче "Валинке" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Спорт

Çыхăну тата массăллă информаци хатĕрĕсем

  • Инçекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă инçекуравпа усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă инçекурав РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.

Çул-йĕр

Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Элĕке республика шайĕнчи Шупашкар — Элĕк — Етĕрне тата ШупашкарНурăс — Элĕк автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Кун-çулĕ

Элĕке пĕрремĕш хут 1486 çулта асăннă. Ӗлĕк-авал ку вырăнта юман вăрманĕ мăнаçланса ларнă. Юнашар вырнаçнă Юманлăх ял ячĕ çакна аса илтерет.

«Элĕк» ойконим çын ятĕнчен пулса кайнă. Ял Шапа Ушкăн Варĕ текен вырăнтан йĕркеленсе кайнă. Хăй вăхăтĕнче В. К. Магницкий пухса хатĕрленĕ авалхи тĕне кĕмен чăваш арçын ячĕсен шутĕнче Элĕк, Элекки, Элекке, Элеккей ятсем пур. Архив хучĕсенче Элĕк ялĕ Аликасы, Аликово, Успенское ятсемпе çыхăннă. Вырăсла çырнă хутсенче тиексем чăваш ячĕсене калаçура илтĕннĕ пек çырайман, чылайăшне вырăсла май улăштарнă. Çавăнпа та Элĕк сăмахран Алик, Аликово пулса кайнă.

«Под названием деревня Аликасы Курмышского уезда, с. Аликово упоминается во владенной записи, данной в 1694 году Чебоксарскому Успенскому монастырю»,

тесе çырнă ĕлĕкхи вăхăтра. Элĕк çумне «Успенское» сăмах вара ялта 1744 çулта чиркӳ туса лартсан хушăннă. Элĕк чиркĕвне парнеленĕ, Елисаветă Петровнă патшара ларнă вăхăтра кăларнă пĕр турă кĕнекинче çапла çырса хунă:

«Сия книга изготовлена типографией, а по приказу преосвященного Димитрия, Епископа Нижегородского Палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 г. В Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож, новостроенно у новокрещенных церкви».

1907 çулта 230 çын, 1926 çулта 68 килте 271 çын пурăннă. 1854 çулта Элĕкре шкул уçăлнă.

Çак çултан пуçласа вара Элĕк сала (чиркӳллĕ ял) пулса тăнă. 1782 çулта Элĕкре йывăçран çĕнĕ чиркӳ туса лартнă, вăл икĕ астуллă пулнă. Салари виççĕмĕш чиркĕве вара 1901 çулта туса лартнă. Элĕк сали XVIII ĕмĕр вĕçнелле Шăмат вулăсне кĕнĕ, каярахпа хăй те вулас тĕпĕ пулса 67 яла тытăма кĕртет. 1918 çулта вулĕçтăвком, ял Канашĕ туса хунă. 1859 çулта Элĕкре 48 кил шутланнă, 207 çын пурăннă.

Экономика

Банк, финансă ĕçĕсем

Раççей Перекет банкĕн Элĕк уйрăмĕ.

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

Сутă-илӳ

Сутă-илӳ центрĕ

Кашни кĕçнерни кун Сутă-илӳ центрĕ çумĕнчи лапамра Элĕк ярмăркки иртет. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ сутăçсем район халăхне таварпа тивĕçтереççĕ.

Апат-çимĕç промăçлăхĕ

Паллă çынсем[1]

Асăрхавсем

  1. ^ "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л. А. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов пуçтарнă, Шупашкар, 2002.

Каçăсем

Фотогалерейă