Илленушкăнь
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Илленушкăнь
|
Иленушкăнь — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
Халах йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 150 (2006) çын пурăнать. Пĕр урам - Хĕрлĕ Çар урамĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1859 çулта ялта 28 кил шутланнă. 1880 çулхи çыравĕпе кунта 52 кил, 143 арçын тата 129 хĕрарăм пурăннă. 1898 çулта 67 киле çитнĕ, 178 арçын тата 183 хĕрарăм пурăннă.
1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Курмăш уесĕн Атай вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла пуçласа яраканĕ Иллен пулнă. Илленушкăнь "Кирленке" ятлă пĕчĕк çырман икĕ енĕпе те тĕвĕленме тытăннă.
Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1898 çулта ялта пуçламăш шкулне уçнă, 1905 çулта шкул валли ятарлă çурт туса лартнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тавăт ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Тавăт ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Илленушкăнь | Кĕçĕн Тăван | Торăпкасси | Павлушкăнь | Хитекушкăнь | Хирлеппуç Мĕлĕш | Хуравар | Шураç | |