Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Ростов-Тан-çинчи
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЖД»
Хисеп кодĕ: 51
Çулăн веб-сайчĕ
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕн управлени çурчĕ

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ Раççейĕн кăнтăрĕнче, анăçра Азовпа Хура тинĕсĕсенчен пуçласа тухăçра Каспи тинĕсне çити саралса выртать.

Çул Калмыки, Дагестана, Чечня, Ингушети, Адыгей, Карачай-Черкеси, Ставрополь Ен, Краснодар Ен, Кабарда-Балкари, Çурçĕр Осети, Ростов облаçĕн территорипе пырать. Çул управленийĕ Ростов-Тан-çинчи хулара вырнаçнă.

Çулăн пахалăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çул шутне 2005 çул тĕлне Грозный, Краснодар, Махачкала, Минерал Воды тата Ростов уйрăмĕсем, çаплах Владикавказ ача-пăча чукун çулĕ тата Çурçĕр-Кавказ ача-пăча чукун çулĕ (Ростов-Тан-çинчи) кĕреççĕ. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 6315,9 км, ĕçтешĕсен йышĕ — 80757 çын, чарăнусен шучĕ — 403 (вĕсенчен 281 япала турттараççĕ). Çул пуçлăхĕ — Владимир Николаевич Голоскоков.

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕн управлени çурчĕ

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ питĕ кирлĕ транспорт ĕçне пурнăçа кĕртет, турттармалли япаласене Раççейĕн хура тинĕс порчĕсене: Туапсе, Новороссийск çитерет. Пĕтĕм Раççейшĕн çуллахи тата кĕрхи сезонра пассажирсене Сочи, Туапсе, Анапа, Кисловодск, Ейск, Горячий Ключ курорчĕсене турттарасси.

ЭР9П-276 электропуйăс, Берданосовка — Большой Лог пайĕ

Çулăн паллă çыхăчарăнусем: Ростов-Главный, Хапры, Кизитеринка, Батайск, Лихая, Тихорецкая, Кавказская, Армавир, Минеральные Воды, Прохладная, Георгиевск, Гудермес, Крымская, Тимашевская, Краснодар, Белореченская, Кривенковская, Сальск.

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕн хăш чарăнăвĕсем:

Çулăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хура тинĕсĕн Кавказ çыранĕпе пыракан пуйăс

Çурçĕр Кавказра çул тăвас ĕç 1861 çулта ШахтнаяАксай йĕрĕнчен пуçланать. Кайран ЗверевоШахтная (1871), АксайРостов (1875), РостовВладикавказ (1872—1875), Тихорецкая - Екатеринодар - Новороссийск (1884—1888) пайĕсене тунă. Порт тинĕс хĕрнелле тухнăранпа экспорта тырă турттарасси ӳсет, çак вара çула аталанма хăват парать. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче эксплуатацие КавказскаяКраснодар (1901), БатайскАзов, СосыкаЕйск, АрмавирМайкоп (1911), БелореченскаяТуапсе (1912), КраснодарАхтари, КрымскаяТимашевскКущевка (1914), БатайскСальск, ПрохладнаяГудермес (1915), ПалагиадаВинодельное (1916) пайĕсене кĕртнĕ. 1917 çулхи юпа уйăхĕнче çулсен пĕтĕм тăсăлăвĕ 5000 çухрăма çитет. XX ĕмĕрĕн 20-мĕш—40-мĕш çулĕсенче чукун çулăн ТуапсеСочи (1923), СочиАдлер, Мацеста (1927), Петровское СелоБлагодарное (1928), ВинодельноеДивное, РостовХапры, КомсомольскаяНефтегорск, МайкопХаджох (1931), ЛабинскаяШедок (1940) пайĕсене ĕçе кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çинче ГудермесАçтăрхан (хула) тата АдлерСухуми (1942), КрымскаяСтаротитаровка (1944) пайĕсене хута янă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ДивноеЭлиста (1969), ЗверевоКраснодонская (1971), АнапаЮровский (1977), КраснодарТуапсе (1978) пайĕсене, Ростов çыхăвĕн анăç иртĕвĕ, БлагодарноеБудённовск (1987), ПесчанокопскаяКрасная Гвардия (1989), Батайскăн анăç (1990), Лихая чарăнăвĕн тухăç иртĕвĕсене (1991) ĕçе янă.

ВЛ8-1692 электровус пуйăспа Туапсе патĕнче

Çула Ленин орденĕпе чысланă (1984).

Хальхи тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ВЛ80Т-1341 электровус пуйăспа

Çул 2007 çулта 80 млн т япала турттарнă, 2006 çулхипе танлаштарсан, ку 10 % ытларах[1]

2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче 2005 çултанпа 4,2 млрд тенкĕ тăкакласа тунă çĕнĕ Мăн Новороссийск тоннелĕпе пуйăссене янă[2][3]. Халĕ юнашар Кĕçĕн Новороссийск тоннельне тума пуçлаççĕ, кивĕ Мăн тоннельне реконструкцилеме тытăнаççĕ. Пур тоннельне туса пĕтерсен, çулсем пĕр енлĕ пулаççĕ. Новороссийск тоннелĕсем

Сочири чукун çул япала картисене реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума палăртнă.[4] Çак вăхăта Адлер-Туапсе пайĕнчи çула икĕ йĕрлĕ тумалли ĕçсем пыраççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ //www.dp.ru/krasnodar/news/transport/2008/01/22/255993/ «ÇКЧÇ турттарăва 10 % ӳстерчĕ», Деловой Петербург 2008, кăрлач, 22
  2. ^ Долгая ночь в тоннеле, gudok.ru, 19.05.2009
  3. ^ По новому тоннелю на СКЖД начали ходить поезда(ĕçлемен каçă), rosbalt.ru, 2009/05/22
  4. ^ СКЖД приступила к строительству в Сочи первого грузового двора, rbc.ru, 18.09.2008 2016 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]