Сочи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сочи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Сочи
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Краснодар Енĕ
Никĕсленĕ: 1838
Хула, çултан: 1917
Халăх йышĕ, пин çын: 328,5 (2005)
Хула лаптăкĕ: 3506 км2
Геогр. анлăхĕ: 43°36′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 39°43′ х. т. д.

Сочи (выр. Сочи, уб. Шьача, адыг. Шъачэ, абх. Шәача) — Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Раççей хули, курорт. Хула Шепсипе Псоу юханшывсем хушшинче вырнаçнă. Юнашар Адлер курорт пур.

Климачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сочи, Раççейĕн Хура тинĕс тăрăхĕнчи Туапсерен кăнтăралла, нӳрĕк субтропик тăрăхĕнче вырнаçнăскер, çурçĕреллехри Анапăран Туапсене çити çыран хĕрринчи çурма типĕ вăтатинĕс климачĕллĕ çĕрсенчен питĕ уйрăлса тăрать. Сочи евĕр климат юнашар Абхазире, çаплах океан леш енче: АПШ кăнтăр-тухăçĕнче (Миссисипи, Луизиана, Алабама, Джорджи штачĕсем). Çак тĕслĕ климат тĕрлĕ ăратлă субтропик тата вăтам усăллă ӳсентăрана çитĕнтерме питĕ вырăнлă. Сочи субтропиксен çурçĕр чиккинче вырнаçнă, çавăнпа кунта хĕлсенче шăнтмасть, юр çăвать пулсан та. 2008 çулхи нарăсра 12 сехет хушшинче 41 мм нӳрĕк ӳкнĕ, юр витĕмĕ 40 см çитнĕ.[1].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сочи таврашĕнчи çĕрсен авалхи тарăн истори пулнине археологи тупăшĕсем çирĕплетсе параççĕ. Кунта сĕм авал, антик тапхăрĕ, малти тата кайри вăтам ĕмĕрсен çĕр айĕнче упранса юлнă япалисене чылай тупнă.

Авалхи йăлаллă тата малти антик тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш çын вырăнĕсене зихсем — хальхи адыгсен тăхăмĕсем шутланаççĕ — йĕркеленĕ. Пирĕн эрăччен V ĕмĕр те кунта вăраххăн авалхи грексен сĕмĕ сарăлать, анчах та вырăнти ту йăхĕсен çар хастарлăхне пула грексен колонизацийĕ малах каяйман, çапах та унăн йĕрĕ чылаях Кăнтăр (Понт) тата Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнче курăнать.

Кайри антик тата малти вăтам ĕмĕрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кайри антик сĕмĕ хытă сарăлать, уйрăмах хальхи грузи çĕрĕсем Висанти империйĕ шутне кĕрсен. V-XV ĕмĕрсенче тинес çумĕнчи чылай адыгсемпе шапсугсем Христос тĕнне (православие) йышăнаççĕ. VI – XV ĕмĕрсенче çак çĕрсем христиан патшалăхĕсен (Лазистан, тĕпĕ Кăнтăр Грузире,кайран юнашар Абхаз патшалăхĕ) пăхăнăвĕнче пулаççĕ. Çакна 20 ытла V-XIV ĕмĕрсенчи висанти базиликĕсем кăтартаççĕ, вĕсенчен чи палли Лоори хăрамĕ шутланать.

Куçăм тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс çарĕсен лагерĕ, Сочи шывĕ кӳлмекĕнче. 1838, ака, 13

XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Кавказăн Хура тинĕсĕн çумĕ Осман империйĕн тата Раççейĕн геополитка сĕмĕ айне лекет. 1828-1829 çулхи Вырăс-турккă вăрçи хыççăн Раççей империне формально хальхи Сочи районĕ кĕрет. Анчах та тĕрĕссипе тинĕс çумĕнчи çар посчĕсене çеç тытса тăма пултарнă. Вырăнти халăхсем патша çарĕсене хирĕç хаяррăн çапăçнă. 1864 çул хыççăн кăна (Кавказ вăрçи вĕçленсен) хула территорийĕ Раççtй Империне куçать. Убыхсене, садзăсене тата шапсугсене, политика енчен шанчăксăр тесе, Анатолие (см. Кавказ мухаджирлĕхĕ) пурăнма куçараççĕ. Пушăннă çĕрсенче вырăс, украина куçса килнĕ çынсем йышăнма тытăнаççĕ, çаплах Турцирен тарса килнĕ эрменсем тата грекĕсем.

Çĕнĕ тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пансион «Светлана», Сочи. 1910-мĕш çулсем
Тинĕс хĕрри тата çуткăç (маяк). Сочи. 1910-е

Сочи хулана 1838 çулта Александри форт ятпа никĕсленĕ, çаплах юнашар Таса Чун-чĕм (форт Святого Духа) (1837), Лазаревски тата Головински (1839) туса лартнă. Раççейĕн хӳтлĕхĕсене Кавказ виçĕ халăх çĕрĕсенче туса лартнă: садзен — Святого Духа, убыхсен — (Александрипе Головинский) тата шапсугсен — (Лазаревский). 1839 çулта Александрия форчĕн ятне Навагин хӳтлĕхĕ куçарнă, Крым вăрçи хыççăн пăрахса хăварнă, 1864 çулта çĕнĕрен Пост Даховский ятпа чĕрĕлсе тăнă. 1874 çултанпа — Даховский Посад, 1896 çултанпа — Сочи (Сочи юханшыв ячĕпе. 1917 çулта Сочи хула статусне куçать. 1935 çулта Верещагинка юханшыв айлăмĕ урлă Светланин виадукне тăваççĕ, вăл хулан варрине Светлана микрорайонĕпе çыхăнтарать. 1937 çултанпа Сочи Краснодар Енĕн шутĕнче. 1961 çултанпа «Мăн Сочи» хула агломерацийĕ тăватă района: Лазаревски, Тĕп, Хоста тата Адлер районĕсене пĕрлештерет.

Сочи хулин 1967 çулхи гербĕ

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1864 год çулчен Мăн Кавказăн Кăнтăр сăрт тайлăмĕнче 300.000 çын пурăннă, ытларах вырăнти шапсăксем упăксем, вĕсем малтан вырăнти шаманисăмпа спиритисăмпа (Висанти империйĕ тапхăрĕнче) хутăшăннă христианлăх тĕнне тытса пынă, кайран Осман империйĕ тапхăрĕнче ислам тĕнне тухнă. 1900 çулта, вăрçă хыççăн, Мăн Сочире, 33 пин çын пурăннă [1]:

Аяларах Сочи халăхĕсен 1897—2007 çулсенче улшăнăвĕсене кăтартнă[2]:

Çул Пĕтĕм хулара пурăнакансем Çав шутра хулара
1897 1.300
1926 13.000
1939 71.000
1959 127.000
1979 287.300
1989 336.514
2002 397.103 328.809
2006 395.012 329.481
2007 402.043 331.059

2002 çулхи Халăх Çыравĕ Сочи хулин халăх йышĕре улшăнусем кăтартрĕ : вырăссем - 67,5 % , эрменсем - 20,2 % , украинсем - 3,7 % тата грузинсем - 2,3 %.

Спорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сочи хулара 2014 çулта XXII-мĕш Хĕллехи Олимп вăййисем иртерме хатĕрлеççĕ.

Сочи хулинче çапса ӳкернĕ кинофильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Сочине юр тапăнни
  2. ^ Раççей Федерацийĕн халăх шучĕсем: хуласенче, хула евĕр поселоксенче тата районсенче, 2007 çулхи кăрлач, 1тĕлне: статистика пуххи. Росстат. — М:, 2007, стр. 4-7

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сочири паллă вырăнсем
Сочи гербĕ
Сочи гербĕ
Сочири тинĕс çумĕнчи сак
Сочири тинĕс çумĕнчи сак