Клайпеда

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Клайпеда (лит. Klaipėda) — Литва хули, республикăн анăçĕнче, Балтика тинĕсĕ Курш заливне куçнă çĕрте вырнаçнă. Литван пăрланман порчĕ тата курорчĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1923 çулчен Клайпеда Германи патшалăх шутне Мемель ячĕпе кĕнĕ. Кунта литовецсем, вырăссем, поляксем, белоруссем тата ыттисем те пурăннă. Пирĕн эрăри I ĕмĕрте кунта балтсем пурăннă. 1252 çулта нимĕç орденĕн рыцарĕсем Мамельбург карман туса лартнă, хыççăн 1252—1253 çулсенче хула та никĕсленĕ. 1525 çултанпа Клайпеда Прусси кнеçлĕхне пăхăнса тăнă, 1629—1635 çулсенче — Швеци шутне кĕнĕ, 1701 çулта — Прусси патшалăхне. Çичĕçуллă вăрçăра (1757-1762) Раççей империнче шутланнă. 1871 çулта — Германи империне кĕртнĕ. Версаль мирĕ (1919) тăрăх хулана 1920 çулта Антанта шутне панă. Хулара французсен гарнизонне вырнаçтарнă. 1923 çулта, Германи тата Совет Раççейĕн элчисемпе калаçнă хыççăн, литовецсем пăлхав çĕкленĕ, Франци çар çыннисем хирĕç вăрçман. Нацисен Лигăн элчĕсен Конференцийĕ йышăннипе (Клайпеда конвенцийĕ, 1924). Клайпеда Енне тата портне Литвана тавăрса панă. 1939 çулхи пуш, 22 Германи Литвана хирĕç ультиматумпа Клайпеда Енне каялла пама хушнă, çакăнпа Литван килĕшме тивнĕ. 1945 çулхи кăрлач, 28 Совет Çарĕ хулана йышăннă. 1944-1945 çулсенче тата вăрçă хыççăн хытă аркатнă. СССР-а кĕнĕ çулсенче хулана юсанă, илемлетнĕ. 1991 çулта Клайпеда университетне никĕсленĕ. Европăри хирĕçӳсем Клайпеда халăхĕн тĕрлĕлĕхне кăтартаççĕ. 1910 çулхи нимĕçсен шутлавĕпе, Литван тинĕс хĕрринче 149.766 çын пурăннă, вĕсенчен 67.345 çынĕ (45,0%) литва чĕлхиене тăван чĕлхе вырăнне шутланă. Литовецсем ялсенче çеç нумай пурăннă. 82 пинĕ çын ытла нимĕç чĕлхине тăван челхе вырăнне хунă. Клайпедăра нмиĕçсем чылаях пулнă. Апла пулсан та, хулара литва чĕлхипе латиница тĕпĕпе кĕнекесем пичетлеме тытăннă, вĕсене вăрттăн Литвн ытти çĕрĕсене илсе кайса салатнă. Раççей импери шутĕнчи Литва çĕрĕсенче кириллицăпа çеç усă курнă, латиницăпа пичетлеме чарнă пулнă. 1945 çулта, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн, кунтан нимĕçсене кăларса ярсан, хула пушансах юлнă, хытă ишĕлсе пĕтнĕ. 1946-1953 çулсенче хулана СССР-тан вырăссем тата вырăсла калаçакан ĕçлекенсем куçса килеççĕ. Малтанах, 60-мĕш çулсеччен хулара, Ертĕвĕре те вырăсла калаçакансем нумайрах пулнă, Раççей хули — Калининград çывăх пулнипе те. 70-мĕш çулсенче, хресченĕсем хулана пурăнма куçсан, литовецсем чылайланса каяççĕ.

Халăх йышлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ хулара (2003):

  • литовецсем — 63,0%
  • вырăссем — 28,2%;
  • поляксем — 4,8%;
  • белоруссем — 0,5%;
  • тата ыттисем — 3,5% пурăнаççĕ. Хулара вырăсла та, литва чĕлхипе те калаçаççĕ.