Контент патне куҫ

Пăрачкав

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пăрачкав
выр. Порецкое
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район [[Пăрачкав районĕ|]]
Ял тăрăхĕ Пăрачкав
Координатсем 55°11′54″ с. ш. 46°19′47″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ [[1616]]
Наци йышĕ вырăссем 82%, ирçесем 14%, чăвашсем 3%[1]
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83543
Почтă индексĕ 429020
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 235 855 001
Пăрачкав (Раççей)
Точка
Пăрачкав (Чăваш Ен)
Точка

Пăрачкав, PărackavЧăваш Енри Пăрачкав районĕн тĕпĕ. Ял Сăр юханшывăн хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăрачкавра вăтам шкул, профессипе техника училищи, лаша спорчĕн шкулĕ, ача-пăча ӳнер шкулĕ, историпе тăван ен тĕпчев музейĕ, 2 вулавăш, культура керменĕ ĕçлет.

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 5825 çын, çав шутра 2639 арçын, 3186 хĕрарăм пурăннă[2].

1959[3] 1970[4] 1979[5] 1989[6] 2002[7] 2010[2].
5 217 5 515 6 140 6 502 6 482 5 825

Пăрачкава Хаяр Йăван Хусана илнĕ хыççăн никĕсленĕ. 1591 çулхи çулçырăвĕ тăрăх паллă ĕнтĕ, Мускав патшалăхĕнче пăлхав çĕкленнĕ. Пăлхава пусарнă хыççăн 500 патнелле кнеçе, пуяра тата ытти сумлă çынсене пушă çĕрлĕ Сăр тăрăхне хăваласа янă. Çамккисем çине паллă лартнă пулнă — ыттисем çав йĕксĕк ĕçе хутшăнасран хăраччĕр тесе. Çав çамка çинчи паллăсем пирки малтан яла Лобачёвка (Çамкакасси) ят панă пулнă.

Каярах ку вырăна ытти çынсем пурăнма киле пуçланă — мăкшăсем, тутарсем, чăвашсем. Ял урамĕ тăсăла-тăсăла юханшыв хĕррине çитнĕ. Çынсем яла вара «по реце» (хальхи выр. по реке, (чăв. шыв тăрăх) теме пуçланă. Çапла вара ял ячĕ те улшăннă.

Историллĕ хутсенче яла пĕрремĕш хут 1616 çулта асăннă. Çур ĕмĕр иртсен вăл вулăс тĕпĕ пулса тăнă. Крепăç правине пăрахăçличчен ку çĕрсем пĕр хуçаран тепĕр хуçана куçса пынă. Малтан А.Сицкий кнеçĕн çĕрĕ пулнă, каярах Морозовсемпе Нарышкинсен пултаруллă пуярсен.

Вăхăт иртсен вăл Анна Иоановна патша майри юратнă Салтыков графа лекнĕ. Темиçе çул хушши ку çĕрсем çинче I-мĕш Пётр ывăлĕ, Алексей тикки хуçаланнă. Юлашки вăхăтра ку çĕрсем П. Мятлев аллинче пулнă.

Пĕррехинче Пăрачкаври Кожин А.А. çĕр айĕнче пурлăх шыраса тупнă. Пер самантра пуйса кайнăскер вăл кивĕ йывăç чиркӳ вырăнне чулран чиркӳ тума шутланă. Çапла вара Пăрачкавра 1723 çулта Троица соборне хăпартнă.

Паллă ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта вырăсла «Порецкие вести» (Пăрачкав хыпарĕсем) хаçат тухса тăрать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]