Контент патне куҫ

Алматы

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:Апорт.JPG
Алма-Ата апорчĕ

Алматы, Алма́-Ата́[1][2], Алма-Ата́[3] (казах. Алматы, чӑв. Улматти[ҫӑлкуҫ?]; 1921-мӗш ҫулччен — Верный) — Казахстанӑн шӗкӗр хули.

Алматы сӑнӗ, кайӑк вӗҫевӗнчен

Алма-Ата хули Еврази континенчӗн варринче, Казахстанӑн кӑнтӑр хӗвел тухӑҫӗнче, 77° хӗвел тухӑҫ тӑсӑлӑвӗпе 43° ҫурҫӗр анлӑшӗнче, Заили Алатау умӗнче — чи ҫурҫӗ ты ҫырҫи, Тянь-Шанӗн ҫурҫӗр ту хысакӗнче, тинӗс шайӗнчен 600 - 1650 метр ҫӳллӗшӗнче, вырнаҫнӑ. Унпа пӗр анлӑшра Гагра тата Владивосток лараҫҫӗ.

Хулари климат вичкӗн континентлӗ, температура ҫулталӑкра ҫеҫ мар, талӑкра та питӗ хӑвӑрт улшӑнать.

Алмат климачӗ континентлӑ[4] тата ту-айлӑмри циркуляци витӗмӗпе палӑрса тӑрать, ҫакӑ уйрӑмах хулан ҫурҫӗр пайӗнче, ту тайлӑмӗсем тӳремлӗхе куҫнӑ ҫӗрте палӑрать.

Сывлӑшри вӑтам температура +10 °С, чи сивӗ уйӑх (кӑрлач) - 14,7 °С, чи ӑшӑ уйӑх (июль) +23,8 °С.

Алматы кунҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вӑтам ӗмӗрсенчи тапхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Детский приют. 1892 год. (Ныне медицинский колледж. Здание сохранено частично).jpg
Ача-пӑча ҫурчӗ. 1892 ҫул. (Халӗ медицина колледжӗ. Ҫурчӗ кӑштах сыхланса юлнӑ)
И. Габдулвалиев сутӑҫӑн лавкки (халӗ Кызыл-Тан). 1911 ҫул

Хальхи хулан малианхи никӗсне 1854 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче хунӑ, ун чухне вырӑс правительстви Кӗҫӗн Алмата юханшывӑн сулахай ҫыранӗнче вӑрҫӑ хӳтлӗх ҫуртне тума шутланӑ. 1854 ҫулхи ҫуркунне, авалхи Алмата ишӗлчӗкӗсем патӗнче Заил хӳтлӗхӗсен никӗсне хунӑ, каярах ӑна Верное ят панӑ. Ҫурт-йӗре тӑвас ӗҫе Перемышельский майор па Александровский инженер-поручик ертсе пынӑ. Ҫав ҫулӑн кӗр кунӗсенче ӗҫсене вӗҫленӗ. Йывӑҫ пӳртсемпе казармӑсенче Заили тӗкӗрчӗн 470 салтакӗпе офицерне вырнаҫтарнӑ.[5]

1855 ҫулӑн варринче хӳтлӗхе пӗрремӗш вырӑссем куҫса килнӗ. Верный хӑвӑрт ӳсме тытӑнать. Юнашар Мӑн тата Кӗҫӗн Алмата станицисем, Тутар слободки никӗсленӗҫҫӗ. 1856 ҫулта «Хысна садне» (халӗ Этеплӗхпе кану тӗп паркӗ), 1857 ҫулта Тутар слободки районӗнче пӗрремӗш шыв арманне ӗҫе кӗртнӗ. 1858 ҫулта ӗҫе янӑ пӗрремӗш сӑра пӗҫерекен савут вырӑнти промӑҫлӑхне пуҫарса ярать. 1859 ҫулта кунта Петербургран ӗҫпе янӑ Голубев геодезист Верное пӑнчӑпа палӑртать, ҫак вырӑн вара тӗнче карттине кӗрет. 1859 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хӳтлӗхре 5 пин ҫын пурӑннӑ, 1860 ҫулта пӗрремӗш почтӑ уйрӑмӗ тата хоспитӑль уҫӑлать.

1867 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Верный хула Туркестан генерал-кӗпернетӗрне шутӗнчи Семириченск облаҫӗн центрӗ пулса тӑрать. 1867 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче Семиреченск касак ҫарне йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Семиреченск облаҫӗн гербне тӑваҫҫӗ: виҫҫӗне пайланӑ, улмаллӑ панулми турачӗн гирляндипе йӗри-тавра ҫавӑрнӑ питлӗх. Ҫӳлти пайӗ — карман сӑнӗ, аялти: сулахайра — хӗрес, сылтӑмра — ҫурма уйӑх. Семиреченск облаҫӗн центрӗ пулса тӑрсан, Верный промӑҫлӑхпа ӑсталӑх ӗҫесене аталантарма тытӑнать. Спирт-водкӑ тата сӑра пӗҫерекен савутсем, шӑрт-ҫӑм пусмана тӑвакан фабрикӑ уҫӑлать. Хулан чи пысӑк промӑҫ йӗрклӗвӗсем шутне Гавриловӑн (1875) тата Кадкинӑн (1900) тапак фабрикисем кӗнӗ. Хулара хӗрарӑмсен тата арҫынсен училищисене, прихут тата ӑстаӗҫ шкулӗсене, каярах арҫынсен тата хӗрарӑм гимназисене уҫаҫҫӗ. Мечетсем ҫумӗнче мӑсӑльман шкулӗсем ӗҫленӗ.

1887 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче питӗ вӑйлӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулать, ун чухне 322 ҫын пӗтет, 1798 кирпӗч ҫурт ишӗлет. Мӑн тата Кӗҫӗн станицӑсен йывӑҫ ҫурчӗсем ытлах арканмаҫҫӗ. Каярахпа хулара сейсмо тата метеорологи станцисене, А. П. Зенков архитектор ертсе пынипе ҫурт-йӗре тунӑ чухне сейсмо йӗркине шута илес системӑна туса хунӑ. Ҫӗр кисреннӗ хыҫҫӑн хулари ҫуртсене хӑпартнӑ чухне ытларах йывӑҫпа усӑ кураҫҫӗ. Вӗсенчен пысӑк ҫурчӗсем — Ҫар полкӗн ҫурчӗ, Кафедра соборӗ, Этем пӗрлӗх ҫурчӗ тата ыттисем те. Ҫав тапхӑрти упранса юлнӑ хӑшпӗр ҫурт-йӗре истори, архитектура палӑкӗ шутне кӗртнӗ, вӗсене патшалӑх сыхлать. Ҫав трагедие асӑнса хула ҫыннисем часавай лартнӑ, анчах та ӑна 1927 ҫулта ҫӗмӗрнӗ.[6]

1913 ҫул умӗн хулара 41 пин ытла ҫын пурӑннӑ, 59 промӑҫ йӗркелӗвӗ ӗҫленӗ.[7]

Совет тапхӑрӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Дворец Труда.jpg
Ӗҫ керменӗ
Ӳкерчĕк:Алма-Ата телеграф.jpg
Тӗп почтамп. 1931-34. Архитектор Г. Г. Герасимов

1918 ҫулта Верныйра совет влаҫне туса хунӑ. Хулана облаҫпе пӗрле РСФСР шутӗнчи Туркестан автономине (ТАССР) кӗртеҫҫӗ. 1921 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Верныя кунти вырӑнӑн авалхи ятне — Алматана — куҫараҫҫӗ. 1927 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче Кызылордӑран Алматана РСФСР шутӗнчи Казак АССР-н тӗп хулине куҫараҫҫӗ. Ҫакна пула хула татах ӳсме тытӑнать. 1936 ҫултанпа (Казах ССРне йӗркеленӗренпе) Алмата малтан Казах ССР-н, кайран ирӗклӗ Казахстанӑн тӗпӗ.

СССР тапхӑрӗнчи индустриализаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Алмата

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Аль-Фараби проспекчӗн бизнес-центрӗ
Аль-Фараби проспекчӗ
Самала районӗ
Хула сӑнӗ, Коктюбе енчен (2007)

1997 ҫулта Казахстан Республикин Президенчӗ Нурсултан Назарбаевӑн Хушӑвӗпе тӗп хулана Акмолана куҫарнӑ, ҫур ҫултан ӑна Астана ята панӑ. Ҫак саманта Алмата патшалӑхӑн ӑслӑлӑх, этеплӗх, истори, промӑҫлӑх тата финансӑ центрӗ пулса тӑрать. Алматара хальлӗхе Казахстанӑн Наци банкӗ тата хӑшпӗр элчӗлӗхсем, ертсе пырӑвӑн ытти йӗркеленӗвӗсене Астанана куҫарнӑ. 1998 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче Хулан ятарлӑ статусе пирки саккун йышӑннӑ. Алматана официаллӑ мар «Кӑнтӑр тӗп хула» теҫҫӗ[8].

Влаҫ органӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Алматинский городской суд.jpg
Алмата хула сучӗ

Хула акимне (пуҫлӑх) халӗ Казахстан Республикин Президенчӗ маслихат (хула пухӑвӗ) килӗшнӗ хыҫҫӑн лартать.

Паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Полина Ледокова - кулинари кӗнекисен авторӗ, фудблогер
  • Наталья Назарова-театрпа кино актриси
  • Димаш Адилет - бизнесмен, блогер, телешоу хутшӑннӑ
  • Владимир Жириновский-политикӑпа патшалӑх деятелӗ
  • Радионова Светлана-Роспроднадзор ертӳҫи[9][10][11]
Ӳкерчĕк:Tramvai Almaty.jpg
Алмата трамвайĕ

Автобус, такси, троллейбус, трамвай

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метрополитен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метро тума 1988 ҫулта пуҫланӑ, 7 чарӑнуллӑ пӗрремӗш йӗрне 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнче палӑртнӑ[12],[13]

Тӗп статья: Алмата чукунҫулӗ

Ӑслӑх тата ҫутӗҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Казахстан университечӗсем.

Алмата ӐТИ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этеплӗх ӳнер

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Almaty-day.jpg
2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хула уявӗнчи плакат

Тӑванлӑ хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юлташ-хуласем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Распоряжение администрации Президента Российской Федерации № 1495 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. «О написании названий государств — бывших республик СССР и их столиц»
    Казахстанта официаллӑ ят — «Алматы», анчах та кулленхи калаҫура, хӑшпӗр кӑларӑмсенче, ҫаплах Раҫҫейре те хулана «Алма-Ата» теҫҫӗ
  2. АП РФ Распоряжение 17-08-1995 г. № 1495 «О написании названий государств бывших республик СССР и их столиц»
  3. Хулан официаллă сайчĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. Алма-Ата. Энциклопедия / Тӗп редактор Манаш Қабашұлы Қозыбаев. — Алматы: Тӗп редактор Казах совет энциклопедийӗ, 1983. — С. 12. — 608 с — - 60 000 экз.
  5. История города 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок "alma-ata.gorodasng" не указан текст
  7. "" Справочно-информационный портал «Алматы — Южная Столица» 2006 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Цитатăланă чухнехи йăнăш Недействительный параметр ""southcapital"" в теге <ref>. Поддерживаемые параметры: details, dir, follow, group, name.
  8. https://zelenograd24.ru/pressroom/press-release/detail/343562/
  9. https://biographe.ru/politiki/svetlana-radionova/
  10. https://siapress.ru/official/96288-osnovnie-vektori-deyatelnosti-svetlani-radionovoy-v-rosprirodnadzore 2023 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. Статья из газеты «Вечерний Алматы»
  12. Информационное агентство КазТАГ