Контент патне куҫ

Алматы

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Алма-ата ҫинчен куҫарнӑ)
Ӳкерчĕк:Апорт.JPG
Алма-Ата апорчĕ

Алматы, Алма́-Ата́[1][2], Алма-Ата́[3] (казах. Алматы, чăв. Улматти; 1921 çулчен — Верный) — Казахстанăн шĕкĕр хули.

Алматы сăнĕ, кайăк вĕçевĕнчен

Алма-Ата хули Еврази континенчĕн варринче, Казахстанăн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче, 77° хĕвел тухăç тăсăлăвĕпе 43° çурçер анлăшĕнче, Заили Алатау умĕнче — самого северного хребта Тянь-Шаньăн çурçĕр ту хысакĕнче, тинĕс шайĕнчен 600 - 1650 метр çӳллĕшĕнче, вырнаçнă. Унпа пĕр анлăшра Гагра тата Владивосток лараççĕ.

Хулари климат вичкĕн континентлă, температура çулталăкра çеç мар, талăкра та питĕ хăвăрт улшăнать.

Алмат климачӗ континентлӑ[4] тата ту-айлӑмри циркуляци витӗмӗпе палӑрса тӑрать, ҫакӑ уйрӑмах хулан ҫурҫӗр пайӗнче, ту тайлӑмӗсем тӳремлӗхе куҫнӑ ҫӗрте палӑрать.

Сывлӑшри вӑтам температура +10 °С, чи сивӗ уйӑх (кӑрлач) - 14,7 °С, чи ӑшӑ уйӑх (июль) +23,8 °С.

Алматы кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам ĕмĕрсенчи тапхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Детский приют. 1892 год. (Ныне медицинский колледж. Здание сохранено частично).jpg
Ача-пăча çурчĕ. 1892 çул. (Халĕ медицин колледжĕ. Çурчĕ кăштах сыхланса юлнă)
И. Габдулвалиев сутăçăн лавкки (халĕ Кызыл-Тан). 1911 çул

Хальхи хулан малианхи никĕсне 1854 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче хунă, ун чухне вырăс правительстви Кĕçĕн Алмата юханшывăн сулахай çыранĕнче вăрçă хӳтлĕх çуртне тума шутланă. 1854 çулхи çуркунне, авалхи Алмата ишĕлчĕкĕсем патĕнче Заил хӳтлĕхĕсен никĕсне хунă, каярах ăна Верное ят панă. Çурт-йĕре тăвас ĕçе Перемышельский майор па Александровский инженер-поручик ертсе пынă. Çав çулăн кĕр кунĕсенче ĕçсене вĕçленĕ. Йывăç пӳртсемпе казармăсенче Заили тĕкĕрчĕн 470 салтакĕпе офицерне вырнаçтарнă.[5]

1855 çулăн варринче хӳтлĕхе пĕрремĕш вырăссем куçса килнĕ. Верный хăвăрт ӳсме тытăнать. Юнашар Мăн тата Кĕçĕн Алмата станицисем, Тутар слободки никĕсленĕççĕ. 1856 çулта «Хысна садне» (халĕ Этеплĕхпе кану тĕп паркĕ), 1857 çулта Тутар слободки районĕнче пĕрремĕш шыв арманне ĕçе кĕртнĕ. 1858 çулта ĕçе янă пĕрремĕш сăра пĕçерекен савут вырăнти промăçлăхне пуçарса ярать. 1859 çулта кунта Петербургран ĕçпе янă Голубев геодезист Верное пăнчăпа палăртать, çак вырăн вара тĕнче карттине кĕрет. 1859 çулхи çу уйăхĕнче хӳтлĕхре 5 пин çын пурăннă, 1860 çулта пĕрремĕш почтă уйрăмĕ тата хоспитăль уçăлать.

1867 çулхи акан 11-мĕшĕнче Верный хула Туркестан генерал-кĕпернетĕрне шутĕнчи Семириченск облаçĕн центрĕ пулса тăрать. 1867 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Семиреченск касак çарне йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Семиреченск облаçĕн гербне тăваççĕ: виççĕне пайланă, улмаллă панулми турачĕн гирляндипе йĕри-тавра çавăрнă питлĕх. Çӳлти пайĕ — карман сăнĕ, аялти: сулахайра — хĕрес, сылтăмра — çурма уйăх. Семиреченск облаçĕн центрĕ пулса тăрсан, Верный промăçлăхпа ăсталăх ĕçесене аталантарма тытăнать. Спирт-водкă тата сăра пĕçерекен савутсем, шăрт-çăм пусмана тăвакан фабрикă уçăлать. Хулан чи пысăк промăç йĕрклĕвĕсем шутне Гавриловăн (1875) тата Кадкинăн (1900) тапак фабрикисем кĕнĕ. Хулара хĕрарăмсен тата арçынсен училищисене, прихут тата ăстаĕç шкулĕсене, каярах арçынсен тата хĕрарăм гимназисене уçаççĕ. Мечетсем çумĕнче мăсăльман шкулĕсем ĕçленĕ.

1887 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче питĕ вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулать, ун чухне 322 çын пĕтет, 1798 кирпĕч çурт ишĕлет. Мăн тата Кĕçĕн станицăсен йывăç çурчĕсем ытлах арканмаççĕ. Каярахпа хулара сейсмо тата метеорологи станцисене, А. П. Зенков архитектор ертсе пынипе çурт-йĕре тунă чухне сейсмо йĕркине шута илес системăна туса хунă. Çĕр кисреннĕ хыççăн хулари çуртсене хăпартнă чухне ытларах йывăçпа усă кураççĕ. Вĕсенчен пысăк çурчĕсем — Çар полкĕн çурчĕ, Кафедра соборĕ, Этем пĕрлĕх çурчĕ тата ыттисем те. Çав тапхăрти упранса юлнă хăшпĕр çурт-йĕре истори, архитектура палăкĕ шутне кĕртнĕ, вĕсене патшалăх сыхлать. Çав трагедие асăнса хула çыннисем часавай лартнă, анчах та ăна 1927 çулта çĕмĕрнĕ.[6]

1913 çул умĕн хулара 41 пин ытла çын пурăннă, 59 промăç йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.[7]

Совет тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Дворец Труда.jpg
Ĕçлев керменĕ
Ӳкерчĕк:Алма-Ата телеграф.jpg
Главный почтамт. 1931-34. Архитектор Г. Г. Герасимов

1918 çулта Вернайра совет влаçне туса хунă. Хулана облаçпе пĕрле РСФСР шутĕнчи Туркестан автономине (ТАССР) кĕртеççĕ. 1921 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Вернăйа кунти выпăнăн авалхи ятне — Алматана — куçараççĕ. 1927 çулхи акан 3-мĕшĕнче Кызылордăран Алматана РСФСР шутĕнчи Казак АССРĕн тĕп хулине куçараççĕ. Çакна пула хула татах ӳсме тытăнать. 1936 çултанпа (Казах ССРне йĕркеленĕренпе) Алмата малтан Казах ССРĕн, кайран ирĕклĕ Казахстанăн тĕпĕ.

СССР тапхăрĕнчи индустриализаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Алмата

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Аль-Фараби проспекчĕн бизнес-центрĕ
Аль-Фараби проспекчĕ
Самала районĕ
Хула сăнĕ, Коктюбе енчен (2007)

1997 çулта Казахстан Республикин Президенчĕ Нурсултан Назарбаевăн Хушăвĕпе тĕп хулана Акмолана куçарнă, çур çултан ăна Астана ята панă. Çак саманта Алмата патшалăхăн ăслăлăх, этеплĕх, истори, промăçлăх тата финансă центрĕ пулса тăрать. Алматара хальлĕхе Казахстанăн Наци банкĕ тата хăшпĕр элчĕлĕхсем, правительствăн ытти йĕркеленĕвĕсене Астанана куçарнă. 1998 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Хулан ятарлă статусе пирки саккун йышăннă. Алматана официаллă мар «Кăнтăр тĕп хула» теççĕ[8].

Влаç органĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Алматинский городской суд.jpg
Алмата хула сучĕ

Хула акимне (пуçлăх) халĕ Казахстан Республикин Президенчĕ маслихат (хула пухăвĕ) килĕшнĕ хыççăн лартать.

Ӳкерчĕк:Tramvai Almaty.jpg
Алмата трамвайĕ

Автобус, такси, троллейбус, трамвай

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Метрополитен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метро тума 1988 çулта пуçланă, 7 чарăнуллă пĕрремĕш йĕрне 2010 çулхи раштав уйăхĕнче палăртнă[12],[13]



Ăслăх тата çутĕç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр: Казахстан университечĕсем.

Алмата ĂТИ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этеплĕх ӳнер

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Almaty-day.jpg
2008 çулхи юпан 5-мĕшĕнче хула уявĕнчи плакат

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юлташ-хуласем

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Распоряжение администрации Президента Российской Федерации № 1495 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. «О написании названий государств — бывших республик СССР и их столиц»
    Казахстанра официаллă ят — «Алматы», анчах та кулленхи калаçура, хăшпĕр кăларăмсенче, çаплах Раççейре хулана «Алма-Ата» теççĕ
  2. ^ АП РФ Распоряжение 17-08-1995 г. № 1495 «О написании названий государств бывших республик СССР и их столиц»
  3. ^ Хулан официаллă сайчĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Алма-Ата. Энциклопедия / Тӗп редактор Манаш Қабашұлы Қозыбаев. — Алматы: Тӗп редактор Казах совет энциклопедийӗ, 1983. — С. 12. — 608 с — - 60 000 экз.
  5. ^ История города 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок alma-ata.gorodasng не указан текст
  7. ^ [1]
  8. ^ "" Справочно-информационный портал «Алматы — Южная Столица» 2006 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ https://zelenograd24.ru/pressroom/press-release/detail/343562/
  10. ^ https://biographe.ru/politiki/svetlana-radionova/
  11. ^ https://siapress.ru/official/96288-osnovnie-vektori-deyatelnosti-svetlani-radionovoy-v-rosprirodnadzore 2023 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  12. ^ Статья из газеты «Вечерний Алматы»
  13. ^ Информационное агентство КазТАГ