Таджиксем
Таджиксем | |
Таджиксем | |
Тăван ячĕ | Тоҷик, تاجیک |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 14 млн. яхăн çын | |
Чĕлхе | Таджик, Дари |
Тĕн | Ислам (ытлар. суннит шутлă) |
Таджиксем (Тоҷик, تاجيک}} — Tâjîk) — Вăтам Азири тĕп этнос ушкăнĕсенчен пĕри, Таджикистанăн тĕп халăхĕ, Афганистан халăхĕн чылайăшĕ. Раççейре, Пакистанра таджиксен диаспорă йышĕ пысăк. Таджикистанра 6 млн яхăн таджик пурăнать, Афганистанпа Узбекистанра мĕн чухлĕ пирки шанчăклă тĕрĕслĕхсем çук, тĕрлĕ сăнав шутлавĕсем тăрăх вĕсен йышĕ 5 – 8 млн — пĕрринче, 1,5 — 11 млн çынна — тепринче çитме пултарать. Тĕнчере петĕмпе: 15 — 20 млн çын (çĕршывсем тăрăх тĕплĕ информации — аялларах).
Таджиксен йышĕ:
Афганистан:
8 213 380 (2012)
Таджикистан:
6 206 939 (2012)
Узбекистан (тĕрле шутлавсемпе):
1 419 709 (2012)
Иран:
357 000
Пакистан:
220 000
Германи:
100 000
АПШ:
83 000
Катар:
27 000
Китай (памир чĕлхеллĕ таджиксем — сарăкольсем ?):
21 000
Пичĕ-сăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пур иран халăхĕсем, çаплах Инди енълĕ дардсем, Нуристан халахĕсем пекех, таджиксем арисен еткерĕсем шутланаççĕ. Таджиксен тымарĕсене Вăтам Азире 4 пин çул каялла пурăннă иран халăхĕсем историнче шыраса тупма пулать.
Этнос
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Таджик халăхĕн этногенез пулăмĕсене пирĕн эрăччен 2-мĕш пинлĕх вĕçĕнче— пирĕн эрăччен 1-мĕш пинлĕх пуçламăшĕнче шутлама пуçлаççĕ, ун чухне Вăтам Азине, Евразин çеçенхирĕсене индоиран пĕрлĕхĕн йăхĕсем йышăннă пулнă, кайран вĕсен шутĕнчен иран-чĕлхеллĕ йăхсем уйрăлса тухнă. Перси патшалăхĕнче, Ахеменидсен тапхăренчен пуçласа (пирĕн эрăччен III ĕмĕр), хулари ирансем тата кунти вырăнта пурăнакан йăхсем политика, культура тата тĕн (зороастризм) енĕсемпе "пĕр хуранра шăранса" пĕрлĕхленме тытăнаççĕ. Перси патшалăхĕнче анăç ирансем (персисемпе митисем) пурăннă, вĕсем малалла хальхи перси-чĕлхиллĕ халăхсем — персисем ятпа историне кĕреççĕ, çаплах тухăç ирансем (сăкăтсем, бактрисем, хорезмсем, ытти вак халăхсем), малалла вĕсем перси-чĕлхеллĕ таджиксем пулса тăраççĕ.
Таджик чĕлхи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕплĕнрех Таджик чĕлхи статьяра вуламалла.
Таджиксем перси чĕлхин темиçе диалекчĕсемпе калаçаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Узбекистан-Таджикистан-Афганистан-Иран çыпăçăннă çĕртре диалектлă континуум пулса тăрать. «Таджик чĕлхи» термин неологизм шутланать, ăна XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче «Вăтам Азири нацисене пайласа территорисемпе уйăрас» программа тĕллевĕпе шутласа кăларнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Андреев М. С. "По этнографии таджиков", Ташкент, 1925;
- Бартольд В. В., "Таджики. Исторический очерк", Соч., Т. 2, ч. 1, Мускав, 1963;
- Гафуров Б. Г. "История таджикского народа", Мускав, 1952.
- Гафуров Б. Г. "Таджики". М., 1972;
- История таджикского народа. Т. 1—3, М., 1963—65;
- Кисляков Н. А. К вопросу об этногенезе таджиков // Советская этнография. Т. 6—7, М., 1947;
- Литвинский Б. А. Древние кочевники «Крыши мира». М., 1972;
- Мандельштам А. М. О некоторых вопросах сложения таджикской народности в среднеазиатском междуречье // в сборнике: Советская археология. Т. 20, М., 1954;
- Народы Средней Азии и Казахстана. Т. 1, М., 1962;
- Таджикская ССР. Душанбе, 1974.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ The World Factbook. Central Intelligence Agency
- ^ Таджикистанра 2000 çулта иртнĕ çырав хыпарĕсем: наци, çул ӳсĕм, ар, çемье тата пĕлӳлĕх йышĕпе
- ^ Памир çумĕнчи халăхсене (шугнансем, рушансем, вахансем, бартансем, язгулямсем, хуфсем, ишкашимсем, пурĕпе 135 пин çын) тата ягнобсене (5 пин çын) шута илмесĕр. Вĕсемпе пĕрле — 4 898 400 (2000 ç. çыр.)(там же)
- ^ Этнический атлас Узбекистана
- ^ Lena Jonson, «Tajikistan in the New Central Asia», Published by I.B.Tauris, 2006. pg 108
- ^ Ethnologue.com’s entry for Languages of Pakistan. Çăлкуçра тухăç фарсипе калаçакан халăх йышне, наци тĕсне шута илмесĕрех, кăтартнă.
- ^ Всероссийская перепись населения 2010 г. Национальный состав населения Российской Федерации. «Демоскоп». çăлкуçран архивланă 31 Ҫу уйӑхӗн 2012.
- ^ Национальный состав населения Киргизии по переписям 1999 и 2009 и по оценке на начало 2010 и 2011
- ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009. (Национальный состав населения.rar)
- ^ &n_page=4 Всеукраинская перепись населения 2001 года. Распределение населения по национальности и родному языку. Государственный комитет статистики Украины.
- ^ Перепись населения Республики Беларусь 2009 года. НАСЕЛЕНИЕ ПО НАЦИОНАЛЬНОСТИ И РОДНОМУ ЯЗЫКУ. belstat.gov.by. çăлкуçран архивланă 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Распределение населения Латвии по национальному составу и государственной принадлежности на 01.07.2010 (латыш.)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Таджикистан халăхĕсем |
||
---|---|---|
Чылайрахăш халăхсем |
Таджиксем (Таджикистанри пурăнан халăхăн 6 373 834 е 84.26%), çав шутра памир халăхĕсем тата ягнобсем | |
Сахалрахăш халăхсем, 1% сахалрах |
Узбексем (926 пин е 12.2%) | |
Сахалрахăш халăхсем, 0.2% - 1% | ||
Ытти сахалрахăш халăхсем | ||
2010 çулта халăха çырнипе килĕшӳллĕ |
Иран чĕлхиллĕ хальхи халăхсем |
|
---|---|
Кăнтăр-Анăçри кĕçĕн ушкăн | |
Çурçĕр-Анăçри кĕçĕн ушкăн | |
Тухăçри кĕçĕн ушкăн | |
Этноконфессиллĕ ушкăнсем | |
Тухăçри кĕçĕн ушкăн |