Вирьялсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вирьялсем — тури чăвашсем, чăваш халăхĕн субэтносĕ[çăлкуç ăçтан?]. Чăваш халăхĕн несĕлĕсем — пăлхар тата сăвар йăхĕсем[çăлкуç ăçтан?] — монголсем[чăнах-и?] тĕксе пынипе Атăл тăрăх тăвалла-анăçалла куçса пынă.

Хăшпĕр тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, вирьялсем чăвашланнă туçи марисем[1][2][3] пулаççĕ.

Вирьял генезисĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вирьялсене çаплах тури (ту енчи) теççĕ. Çак ят пулса тухнине çапла ăнлантарма пулать. Монголсем тапăнса киличчен чăвашсен иккĕ тĕп этнотерритори массивĕ пулнă, анчах та ун чухне вĕсем Атăл юхнă тăрăхĕпе мар, сулахай тата сылтăм енĕпе вырнаçнипе, «тури» тата «хирти» е «чулман атăл» ушкăнĕсене уйрăлса тăнă. XVIII ĕмĕрти П. С. Палласăн академи экспедицинче чăвашсен çак иккĕ ушкăнне палартнă ĕнтĕ.

Диалект[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вирьял диалекчĕ, — чăваш чĕлхин тури калаçăвĕ. Хальхи Чăваш Енĕн Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Красноармейски (Трак), Çĕмĕрле, Вăрнар çĕрĕсенче пурăнан чăваш халăхĕн субэтносне пĕрлештерет.

Тĕп уйрăмлăхĕсем: фонетика енчен - [о] сасăпа усă курни (анатри диалектра çук), пусăм йĕрки сăмахра тĕл пулакан [ă, ĕ] вăйсăр уçă сасăпа килĕшсе тăни; морфологи енчен - нумайлăха -сам/-сем аффикспа палăртни; пару падежне -йа/-йе формантпа пĕлтерни; синтаксис тĕлĕшĕнчен - аналитика конструкцийĕ вăйлăрах аталанни.

Вирьял тени тура пурăнакан халăх çĕр-шывĕ тенине пĕлтерет. Вир сăмах паян кун чăваш чĕлхинче ирĕклĕ сăмах мар, архаика сăмахĕ шутланать. Унăн йĕрне çӳç вирелле тăрать фразеологизмра курма пулать: вирелле - эппин çӳлелле.

Вирьял диалекчĕ ватă çырулăх чĕлхи шутланнă (XVII1870). И.Я. Яковлев çутлăхçăн малтанхи шухăшĕпе килĕшӳллĕн вирьял диалекчĕн те литература чĕлхи шайĕнчех аталанмалла пулнă.

Чăваш чĕлхин ытти диалекчĕсем: анатри, мал ен е анат енчи (ку таранччен хутăш калаçу тесе хакланă). Чăваш диалекчĕсем пĕр-пĕрне çывăх тăраççĕ. Пур тăрăхра пурăнакан чăваш та пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать.

Топонимика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхин вирьял диалекчĕпе пуплекен чăвашсем пурăнакан вырăнсенче мари топонимики сыхланса юлнă.

Ăслăх хыпарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс çул çыравĕсенче вирьялсене туçи марисемпе пĕрле «черемиса горняя»/туçи çармăс тесе çырнă.

Халăх тум-тирĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕпчевçĕсен пĕр ушкăнĕн версипе (Н. И. Гаген-Tорн[4] тата ур.), хĕрарăм кĕпин пĕркевĕ вирьял чăвашĕсен те, туçи марисен те, пĕр пекех темелле.

Çăпатана вирьялсемпе туçи марисем пĕр пек тунă, анатрисемпе анат енчисем урăхларах тунă. Вирьялсем вăрăм хура пустав тăлана хулăммăн (финн-укăрсем евĕрех) сырнă пулнă (Анат енчисем хура е шурă тăлапа çӳренĕ, анатрисем вара - шурă тăлапа кăна).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Трофимова Т.А. Антропологические материалы к вопросу о происхождении чувашей//СЭ. 1950. №3. С. 55, 65.
  2. ^ Козлова К.И. Об этнических связях чувашей и марийцев. Вестник МГУ: историко-филологическая серия. Мускав. 1985.
  3. ^ Хамидуллин Б.Л. Народы Казанского ханства: этносоциологическое исследование. Хусан, 2002.
  4. ^ Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья. — Чебоксары, 1960.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]