Контент патне куҫ

Иваново облаçĕн Палех районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раççей
Статус район
Кӗрет Иваново облаçĕ
Администраци центрӗ [Палех]] хули
Вӑхӑт тӑрӑхӗ UTC+3
Сайчĕ

Палех районĕИваново облаçĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă район. Администраци пуçлăхĕ - Рыбаков Сергей Александрович. Телефон кочĕ +7 49334.

Район лаптăкĕ — 853 км².

Халăх йышĕ 11 622 [1] çын.

Çутçанталăк ресурĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Палех районĕ вăрмансемпе тата кӳлĕсемпе пуян. Район тăрăх Люлех, Палешка, Куромза, Матня, Леска, Печуга, Ламешка, Скиверска, Люлешка, Люлих тата ытти пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ. Кӳлĕсем:(Левинское — 9 га, Медвежское — 3,1 га, Немцово — 8,5 га, Коровино — 44,4 га), тата Пановопа Григорово патĕнче икĕ пĕчĕк шывуправĕ пур. Палех районĕнче тĕрлĕ чĕрчунсем пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче пăши, хир сысни, тилĕ, мулкач, кашкăр, енот евĕр йытă, пурăш, ахаль хăнтăр, ондатра, йăпăр, çӳлевĕç, пакша, сăсар. Вĕçен кайăксем: кăвакал-хăй, юханшыв кăвакалĕсем, карăпчак, ахаль карăк, ăсан. Хурсем, хир чăххисем район урлă вĕçсе каяççĕ.

Административла пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005-мĕш çулта района 10 пурăну тăрăхĕ çине пайланă, вĕсенчен 1 хула тăрăхĕ 9 ял тăрăхĕ:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. https://web.archive.org/web/20090828062338/http://www.gks.ru/wps/PA_1_0_S5/Documents/jsp/Detail_default.jsp?category=1112178611292&elementId=1140096199984 - Численность населения Российской Федерации по городам, поселкам городского типа и районам на 1 января 2010 года