Кĕçĕн Аксу
|
Кĕçĕн Аксу (выр. Малая Акса) — Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Анат Чакă ял тăрăхĕнчи ял. Кивĕ Çĕпрел район центрĕнчен 17 çм вырнаçнă, Хусан çитме 230 çм, Чĕмпĕр çитме 100 çм.
Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ял çумĕнчи çăлкуçран Мăн Юхлă юханшыв пуçланать.
Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ял патĕнчех Кивĕ Çĕпрел — Анат Чакă тата Кивĕ Çĕпрел — Тутар Шатрашаны автоçулсем пур.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ çапла улшăнса пынă:
- 1859 ç. - 344 çын,
- 1897 ç. - 631 çын,
- 1913 ç. - 839 çын,
- 1920 ç. - 867 çын,
- 1926 ç. - 940 çын,
- 1938 ç. - 791 çын,
- 1949 ç. - 638 çын,
- 1958 ç. - 719 çын,
- 1970 ç. - 654 çын,
- 1979 ç. - 586 çын,
- 1989 ç. - 278 çын,
- 2002 ç. - 271 çын,
- 2010 ç. - 241 çын.
Кунта пурăнакансен ытларахăшĕ чăвашсем, çаплах вырăссемпе тутарсем пур, çапах та тулли вырăс тата тутар çемьи çук.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Яла XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ. 1860-мĕш çулсенчен пурăнан çынсем удель çĕр ĕçтешĕсен шутĕнче (1797 çулчен - дворцовые) пулнă. 1920 çулчен ял Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕн Городище вулăсне кĕнĕ. 1920 çултанпа ТАССР Пăва кантонĕнче шутланнă. 1930 çулхи çурлан 10-мĕшĕнче Çĕпрел, 1963 çулхи нарăсăн 1-мешĕнче Пăва, 1966 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнче.
Инфраструктура[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Социаллă-культура объекчĕсем:
- купальня;
- лавкка;
- медпункт;
- часавай;
- çăлкуç.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с. Архивленĕ 5 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Макаров, Валентин Федорович (1941-). Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык [Текст] : краткая история села Алёшкин-Саплык [Дрожжановского района Республики Татарстан] : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.)
- Гафаров, Иршад Ахметович. Городище [Текст] : [исследования по истории Юго-Западного региона РT и села Городище] / И. А. Гафаров, А. Н. Шихранов. - Казань : Идел-Пресс, 2012. - 167 с., [8] л. ил., портр., цв. ил., портр. : ил., табл., факс.; 25 см.; ISBN 978-5-85247-544-2 (в пер.)
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕпрел районĕнчи пурăнан вырăнсем | |||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Кивĕ Çĕпрел |