Саплăк (ял)
Ял
Саплăк
Саплăк
|
Саплăк (çавăн пекех Элешке Саплăк, хушăран Чăваш Саплăк тени те пулма пултарать, выр. Алешкин Саплык)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕ. Саплăк ял тăрăхĕн центрĕ. Юнашарах вырнаçнă Тутар Саплăк ялĕнче те, тĕпрен илсен (83%), чăвашсемех пурнаççĕ. Çапла вара кулленхи калаçура "Саплăк" тени чылай чухне икĕ ялне те пĕр харăсах пĕлтерет.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăнлă хĕрринче, унăн сылтăм çыранĕнче, вырнаçнă. Юнашарах Çĕрпӳ — Сызрань автоçул иртет.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта Калинин М.И. ячĕллĕ АКХ правленийĕ, шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ, почта, ача-пăча сачĕ, комбикорм цехĕ пур. Саплăк Кивĕ Çĕпрелтен 8 çухрăмра, Хусантан 260 çухрăмра вырнаçнă. Яла газпа водопровод кĕртнĕ.
Халăх шучĕ | |||||||||||
1859 | 1911 | 1920 | 1926 | 1938 | 1949 | 1958 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 | 2010 |
319 | 711 | 766 | 700 | 862 | 878 | 830 | 1031 | 878 | 597 | 564 | 497 |
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла Элекçей Саплăкĕ никĕсленĕ теççĕ; 1664-мĕш çулхи документсенче ялти çынсен ячĕсене асăннă, вĕсем хушшинче Алешка Бейбулатов[çăлкуç ăçтан?]. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта вулăс кантурĕ, чиркӳ, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă.
1903-мĕш çулта чиркӳ шкулĕ уçăлнă. Унта пĕрремĕш вĕрĕнтекен - Василий Степанович Дементьев, СССР авиаци промăçлăхĕ минитстрĕн Дементьев Пётр Васильевичăн ашшĕ пулнă.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Маларах асăннă Дементьев Пётр Васильевич (1907-1977) Саплăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах малтанхи хут шкула кайнă; унăн ашшĕ-амăшĕ те Саплăкрах пурăннă; пит паллах мар сăлтавсене пула çеç П.В.Дементьев урăх ялта, çак районти Упире, çуралнă пек курăнать[1][2][3].
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Палинов Валентин Михайлович (1936-2004) — Шупашкарта "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ" хаçатсенче, "Капкăн" журналта ĕçленĕ журналист, çыравçă.
- Клементьев Иван Федорович (1947-2009) — журналист, «Хыпар» (маларах — "Коммунизм ялавĕ") хаçатра ĕçленĕ[4].
- Алексеев П.А. - ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
- Филиппов Г.И. - полковник
- Шадриков Александр Валерьевич (01.01.1977 çур.) — Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ (2013-2018)[5], Тутарстанăн экологи министрĕ (2018-)[6].
- Клементьев Петр Андреевич (27.01.1955 çур.) - Пуканесен театрĕн артисчĕ (Шупашкар хули), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987), Чăваш республикин халăх артисчĕ (2005)[7].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Макаров В., Ларионов Н. Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă. 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕр чăвашĕсен "Канаш" хаçачĕ. 1393-мĕш (2016.11.03) кăларăм
- ^ Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».
- ^ Макаров В., Ларионов Н. Тăван Çӗршыва суйламаççӗ. 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. — 28.11.2016 10:41 | Çĕпрел (Дрожжановский) "Сувар" хаçат сайчĕ.
- ^ Ӗҫтеше асӑнса : [Раҫҫей Журналистсен союзӗн членӗ Иван Федорович Клементьев вилни ҫинчен некролог] // Хыпар : чӑваш халӑх хаҫачӗ. - 2009. - 11 утӑ (№ 133/134). - С. 15
- ^ Новым главой Дрожжановского района РТ стал Александр Шадриков 26.04.2013 2013 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Вся министерская рать: самые занимательные факты из биографии татарстанских министров.
- ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Клементьев Петр Андреевич.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Саплăк ялĕ (вырăсла)(ĕçлемен каçă)
- Макаров, Валентин Федорович (1941-). Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык [Текст] 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. : краткая история села Алёшкин-Саплык [Дрожжановского района Республики Татарстан] : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.)
- Гафаров, Иршад Ахметович. Городище [Текст] : [исследования по истории Юго-Западного региона РT и села Городище] / И. А. Гафаров, А. Н. Шихранов. - Казань : Идел-Пресс, 2012. - 167 с., [8] л. ил., портр., цв. ил., портр. : ил., табл., факс.; 25 см.; ISBN 978-5-85247-544-2 (в пер.)
- Субаев Р. С. Чүпрәле: узган еллар, үткән юллар: Район тарихыннан очерклар (Дрожжановский: прошедшие годы, пройденные пути: очерки об истории района). - Старое Дрожжаное, 2000.
- Макаров В.Ф. От школы грамоты до передовой средней школы (Краткая история Алешкин-Саплыкской средней общеобразовательной школы). 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. - Чебоксары: «Новое Время», 2013. - 216 е., вкл.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алешкин-Саплык:история и будни RSS лентисем: [1] Алешкин-Саплык сайчĕ
Çĕпрел районĕнчи пурăнан вырăнсем | |||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Кивĕ Çĕпрел |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Раççейри пурăнан вырăнсем пирки ОКАТО кодне кăтартман статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Тутарстан
- Тутарстанăн Çĕпрел районĕ
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer