Кивĕ Арланкасси (Елчĕк районĕ)
Кивĕ Арланкасси
|
Кивĕ Арланкасси, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Ял Елчĕкрен 23 çухрăмра ларать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2004 çулта ялта 94 хуçалăхра 277 çын пурăннă.
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 185 çын, çав шутра 88 арçын, 97 хĕрарăм пурăннă[2]. Ялта клуб, лавкка, фельдшер пункчĕ, Энтепе вăтам шкулĕн пуçламăш классенче вĕренекенсем валли шкул çурчĕ пур.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халапсем тăрăх ял ячĕ Арлан сăмахран пулса кайнă. Яла XVII ĕмĕрте Елчĕк районĕнчи Кушка ялĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. 1710 çулта кунта 10 кил, 1723 çулта 17 кил пулнă. 1896 çулта 40 килте 245 çын пурăннă.
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара, уессене пĕтериччен, Патăръел уесне кĕнĕ. 1918 çулчен Тимбаево вулăсне, кайран вара 1927 çул тарин Шăмалак вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районне, 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
1928 çулта ялта «Комсомолец» колхоза никĕсленĕ. 1922 çулта кунта пуçламăш шкула (пĕрремĕш вĕрентекенĕ Е.Д. Дмитриева пулнă) уçнă. 1948 çулта ялта йывăçран культура çуртне туса лартнă. 1964 çулта яла радио, 1966 çулта электричество, 2004 çулта газ кĕртнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан 82 çын тухса кайнă, вĕсенчен 45-ĕшĕ вăрçăра пуçне хунă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арланов Степан, чăваш сăвăçи.
- Борлен Борис Леонтьевич, чăваш сăвăçи, прозăçи.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- [http://www.enc.cap.ru/?t=world&lnk=984http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=1365(ĕçлемен каçă) С.И. Выйкин, З.А. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ
- Кивӗ Арланкасси уявне чӑваш тумӗпе тухнӑ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Елчĕк районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Елчĕк ялĕ Ялсем: Акчел • Анатри Тимеш • Аслă Елчĕк • Аслă Пăла Тимеш • Шуршу • Аслă Таяпа • Аслă Шăхаль • Атĕкпуç • Ахпĕрçын • Вăрăмхăва • Вырăскасси • Елчĕк • Ĕнел • Исампаел • Кĕçĕн Патреккел • Кĕçĕн Таяпа • Кĕçĕн Шăхаль • Кӳлпуç • Кавал • Каркалар • Кивĕ Арланкасси • Кивĕ Эйпеç • Кипеç • Курнавăш • Кушкă • Лаш Таяпа • Мучар • Патреккел • Петровка • Çĕнĕ Пикшик • Питтĕпел • Сăрьел • Çĕнĕ Арланкасси • Çĕнĕ Кипеç • Çĕнĕ Пăва • Çĕнĕ Тускел • Çĕнĕ Эйпеç • Çĕньял • Çирĕклĕ Шăхаль • Çуткӳл • Тăрăм • Тăрнашур • Тĕмер • Таяпа Энтри • Тип Тимĕш • Турхан • Тускел • Хăвăлçырма • Чăваш Тăрăм • Шăмалак • Элекçей Тимеш • Элпуç • Энтепе • Яманчурел |