Контент патне куҫ

Каçал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Комсомольски ҫинчен куҫарнӑ)
Каçал/ Kaşal
Каçал
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Комсомольски
Ял тăрăхĕ Комсомольски
Малтанхи ятсем Комсомольски
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним каçалсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ

Каçал, KaşalЧăваш Республикин Комсомольски районĕнчи ял. Çавăн пекех Аслă Каçал тата Комсомольски теççĕ. Вырăсла ĕлĕк Большое Кошелеево тенĕ.

Кĕтне шывĕн хĕрринче, ытларах пайĕ сылтăм çыранра, вырнаçнă. Ялтан çурçĕрелле вăрмансем, кăнтăралла уй-хирсем каяççĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1565-мĕш çул тĕлне кунта ял пулни документсем[1] тăрăх паллă. Анчах та вăл чăннипе Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнчех никĕсленнĕ[2]. Хусан ханĕсене çакăнти çĕрсем çинче ĕçлекен çынсем кирлĕ пулнă. Вара вĕсем Сăр таврашĕнчен ирçесене илсе килнĕ. Ку тĕлте Кĕтнене сулахай енчен пĕр пĕчĕк çырма юхса кĕнĕ, ăна ирçесем хăйсен чĕлхипе Кошелей тенĕ. Пурăнакан вырăна та çаплах каланă. Вырăнĕ шурлăхлă, чăтлăхлă-вĕтлĕхлĕ пулнă. 1551-1552-мĕш çулсенче вырăссем Хусан ханлăхне аркатнă хыççăн ирçесем каялла Сăр тăрăхне таврăннă. Çырсатуху кĕнекисенче (1565-1567) çапла палартнă:

<Куçару: унччен кунта мордвасем пурăннă та çав мордвасем хăйсен ĕлĕххи улусĕсене, пурнакан вырăнĕсене, тĕлĕсене Мордвана саланнă — Сăр çине, Мăкшă çине <...> Хăш мордвасем те, тутарсем те, чăвашсем те вилсе пĕтнĕ, теприсене аркатса тăкнă>

Анчах та вĕсем (ирçесем) парса хăварнă ят сыхланса юлнă. Чăн малтанхи тапхăртанах кунта ирçесемпе пĕрлех чăвашсем те пурăннă тесе шутламалла. Ирçесем Сăр еннелле ăсансан вĕсем кунта хăйсем çеç тăрса юлнă, пурăнма Кĕтнен сулахай çыранĕнчен сылтăм çыранне куçнă. Каярахпа ку тĕле Мăкăр ялĕнчи (халĕ вăл Канаш районĕнче) çынсем те килсе вырнаçнă. Татах та каярахпа кунта Большое Подберезье ялĕнчи (халĕ Тутарстанти Хайпăç районĕ) вырăс хресченĕсем те килсе лекнĕ. Çавна май Мăкăртан килнисен татах урăх çĕрелле, хальхи Кĕçĕн Каçал тĕлне, вырнаçма тивнĕ.

Ку ялтан тухнă паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Çырсатуху кĕнекисем (1565-1567-мĕш çулсенчи "Писцовые книги").
  2. ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — C.164, С.175.
  3. ^ ЦГАДА, ф.1209, кн.848, л. 225 об.
  4. ^ Никонов В.А. Над картой Чувашии. Историко-топонимические очерки. Чебоксары, 1980. — С. 112.