Контент патне куҫ

Пысăк Упакасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Мăн Упакасси ҫинчен куҫарнӑ)
Пысăк Упакасси
выр. Большие Абакасы
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Йĕпреç районĕ
Ял тăрăхĕ Пысăк Упакасси
Координатсем 55°23′12″ с. ш. 47°01′47″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1700 çул тĕлнелле
Наци йышĕ чăвашсем, вырăссем, тутарсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83538
Почтă индексĕ 429712
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 213 820 001
Пысăк Упакасси (Раççей)
Точка
Пысăк Упакасси (Чăваш Ен)
Точка

Пысăк Упакасси, — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи сала. Вĕлтĕрен юханшывĕ хĕринче вырнаçнă.

Ял 1698 çулта никĕсленĕ.

Вăрманлă Çавал тăррине чи малтан килсе йышăннă хресченсем, 1700 çул тĕлнеллех е унччен маларах та пулĕ, пуçласа янă ял. Пулас ялĕ малтан пилĕк уйрăм касăран (околодкăсенчен) тăнă. Вĕсем тарăн Вĕлтрен çырми хĕррипе, унăн икĕ еннипе те тĕвĕленсе ларнă[2]

Асăннă касăсем XIX ĕмĕрте ӳссе пĕр ял пулса тăнă. Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Туçа вулăсне кĕнĕ, кайран 1918 çулхи нарăс уйăхĕн 17 хыççăн Кушлавăш вулăсне, 1919 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕ хыççăн каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1928 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Йĕпреç районне кĕрет [3].

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулăн кăрлачан 1 мĕшĕнче ялта 830 çын пурăннă, вĕсенчен 408 арçын, 422 хĕрарăм. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 844 çын, çав шутра 421 арçын, 423 хĕрарăм пурăннă[4].

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Терентьева О. Н., Ефимова О. Н., Семенова Т. И. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем. — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. — С. 362. — 462 с. — 2 000 экз. — ISBN 978-5-7670-1547-4