Контент патне куҫ

Мускавшăн çапăçни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мускав çапăçăвĕ 1941—1942
Тĕп хирĕçӳ: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи,
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

Совет салтакĕсем фронта каяççĕ
Вăхăт авăн, 30, 1941ака, 20, 1942
Вырăн Мускавăн çурçĕр, çурçĕр-анăç, анăç, кăнтăр-анăç, кăнтăр таврашĕсем, СССР
Тăшмансем
СССР ялавĕ СССР Виççĕмĕш райх ялавĕ Виççĕмĕш райх
Çарпуçсем
И. В. Сталин

СССР ялавĕ Б. М. Шапошников
СССР ялавĕ И. С. Конев
СССР ялавĕ С. М. Будённый
СССР ялавĕ Г. К. Жуков
СССР ялавĕ А. И. Ерёменко
СССР ялавĕ Я. Т. Черевиченко

Виççĕмĕш райх ялавĕ Ф. фон Бок

Виççĕмĕш райх ялавĕ А. Штраус
Виççĕмĕш райх ялавĕ Г. фон Клюге
Виççĕмĕш райх ялавĕ Г. Гудериан
Виççĕмĕш райх ялавĕ Г. Рейнгард
Виççĕмĕш райх ялавĕ Э. Гёпнер
Виççĕмĕш райх ялавĕ М. фон Вейхс
Виççĕмĕш райх ялавĕ В. Модель

Енсен вăйĕсем
Анăç, Резерв, Брянск, Калинин, Çурçĕр-Анăç фрончĕсем

1941 çулхи авăнăн 30-мĕшĕ тĕлне уйри пĕрремĕш виççĕ фронт йышĕнче 1 250 000 çын тăнă,
96 дивизи,
14 бригадă,
2 ХР;
1000 ытла танк
10,5 пин ытла кĕпçепе миномёт
568 е 545 самолёт

Çухатнисем
паллă мар паллă мар
Логотип Викисклада Аудио, фото, видео Викиампарта

|- |

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
СССРа тапăнса кĕни Карели Поляр Лешьен Ленинград Ростов Мускав Севастополь Барвенково-Лозовая Харьков Воронеж-Ворошиловград Ржев Сталинград Кавказ Великие Луки Острогожск-Россошь Воронеж-Касторное Курск Смулен Донбасс Днепр Сылтăм çыранри Украина Ленинград-Новгород Крым (1944) Беларуç Львов-Сандомир Яссы-Кишинёв Хĕвел тухăç Карпат Балтиçум Курлянди Румыни Болгари Дебрецен Белград Будапешт Польша (1944) Хĕвел анăç Карпат Хĕвел тухăç Прусси Анат Силези Хĕвел тухăç Померани Тури Силези Балатон Вена Берлин Прага
«Барбаросса» операцийĕ
Мускав çапăçăвĕ
Вотан Орёл-Брянск Вязьма Калинин (1) Калинин (2) Можайск-Малоярославец Тула (1) Клин-Солнечногорск (1) Клин-Солнечногорск (2) Наро-Фоминск Елец Тулă (2) Калуга Ржев-Вязьма

|}

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Мускавшăн çапăçни (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Мускав çапăçăвĕ (Мускав патĕнчи çапăçу, Мускавшăн çапăçни, ним. Schlacht um Moskau; авăн, 30 1941 — ака, 20 1942) — совет тата нимĕç çарĕсен мускав тĕлĕнчи çăпăçăвĕ. Иккĕ тапхăра уйăраççĕ: хӳтĕленӳ (авăн, 30 — раштав, 4 1941) тата 2 пайлă тапăну: хирĕçлетапăну (1941 çулхи раштавăн 5-6-мĕшĕ — 1942 çулхи кăрлачăн 7-8-мĕшĕ) тата совет çарĕсен пĕрлехи тапăнăвĕ (1942 çулхи кăрлачăн 7-10-мешĕ — акан 20-мĕшĕ).

Адольф Китлĕр СССР тĕп хулине Мускава çĕнтерсе илессине «Барбаросса» операцин вăрçă тата политика паллă тĕлĕ вырăнне хунă. Германири тата анăçри вăрçă историнче ăна «Тайфун» операцийĕ ятпа асăнаççĕ.

Мускава хӳтĕлени («Тайфун» операцийĕ)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авăнăн 30-мĕшĕнче нимĕç çарпуçлăхĕн «Тайфун» операцине 2-мĕш танк группи пуçланă. Юпан 2-мĕшĕнче Мускав тĕлнелле «Центр» группăн тĕп çарĕсем тапăăва тухнă.

Мускава хӳтĕленĕ операци тапхăрĕнче фронт Орёл-Брянск, Вязьма, Можайск-Малоярославец, Калинин, Тулă, Клин-Солнечногорск тата Наро-Фоминск хӳтĕлени операцисене иртернĕ.

Брянск фронтне аркатни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

200px|thumb|Брянск «хуранĕ» 1941 çулхи юпа уйăхĕнче. Орёл хулана хӳтĕлеме юпан 1-мĕшĕнче АТÇ Ставки резерв йышĕнчен 1-мĕш гварди перевçĕ корпусне йĕркеленĕ, анчах та Г. Гудериан çарĕсем çав тери хăвăрт пынипе, корпусăн çарпуçĕ Д. Д. Лелюшенко генерал-майор сĕннипе, тăшмана çурçĕр енче кĕтсе илме хатĕрленес тенĕ. Юпан 2-мĕшĕнче 1-мĕш гварди перевçĕ корпусĕпе Ставкăн 6-мĕш резерв авиагруппи тата фронт авиацийĕ, Мценск районне тухнă.

Авăнăн 30-мĕшĕнче (Гудерианăн 2-мĕш танк группи тӳрех хăвăрт ăнăçу тунă. Юпан 3-мĕшĕнчех 24-мĕш моторлизациленĕ корпусĕн чаçĕсем 200 км яхăн чупса Орёл хулине кĕнĕ. Нимĕç танкĕсем хулана кĕричченех урамсенче трамвайсем çӳренĕ, савутсенчен эвакуцие яма хатĕрленĕ хатĕр-хĕтĕре тыла ăсатайман.

Çав вăхăтрах юпан 3-мĕшĕн каçхине Мценске М. Е. Катуков полковникăн 4-мĕш танк бригади çитнĕ те ирхине гварди миномёчĕсен дивизионĕ (капитан Чумак) пулăшнипе маршри нимĕçсен 4-мĕш танк дивизин колоннисене атакăланă та ăна çапăçуран кăларнă. Мценск патĕнче хирĕç тăни нимĕç çарĕсене эрне хушши тытса тăнă. Юпан 6-мĕшĕнче 217,8 çӳллĕх патĕнче (Первый Воин, Мценск районĕ) çапăçу пуçланнă: 4-мĕш нимĕç танк дивизине каллех 4-мĕш танк бригади тӳскенĕ. Нимĕçсен Тулăна тапăнассипе тăхтама тивнĕ.

Юпан 5-мĕшĕн каçхине нимĕç çарĕсем Бранск фронтне тарăннăн çурнине пула совет çарĕсене Брянск районĕнчи иккĕмĕш хӳтĕленӳ йĕрне тата Десна юханшывăн хӳтĕленӳ кассине куçарма тинĕ.

Юпан 6-мĕшĕнче нимĕçсен 17-мĕш танк дивизийĕ Брянска, 18-мĕш танк дивизийĕ — Карачев хулана ярса илнĕ, çапла вара, Брянск фрончĕн вăйĕсем хурана юлаççĕ. Фронт çарпуçĕ А. И. Ерёменко хăйĕн çарĕсене «тӳнтерле фронтпа» çапăçма тапăч панă.

Брянск патĕнче 3-мĕш, 13-мĕш тата 50-мĕш совет çарĕсене (Брянск фрончĕн 27 дивизи, 2 танк бригади, ТÇР 19 артиллери полкĕ, 50-мĕш, 3-мĕш тата 13-мĕш çарсен управленисем) хупăрласа илнĕ. Çавăрса илнĕ çĕртен тухнă чухне 50-мĕш çарăн çарпуçĕ М. П. Петров генерал-майор пуçне хунă. Юпан 13-мĕшĕнче Ерёменко хăй йывăр аманнă, ăна Мускавран ятарласа ярса панă самолётпа эвакуациленĕ.

Вязьма «хуранĕ»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Вязьма операцийĕ

200px|thumb|Вязьма «хуранĕ», юпа, 1941. Юпан 2-мĕшĕнче «Центр» группа çарĕсен ытти вăйĕсем те тапăнма тытăннă. Хăшпĕр хĕсĕк çĕрте чылай вăй пухса, нимĕç çарĕсем совет фронтне татса каçнă. Юпан 4-мĕшĕнче Спас-Деменска тата Кирова, юпан 5-мĕшĕнче — Юхнова — ярса илнĕ. Çак кунах тăшман Вязьма районне çитнĕ.

Тапăнса пыракан группировкăна флангран çапма фронт группине (çарпуçĕ — И. В. Болдин) туса хунă. Анчах та Холм-Жирковский кăнтăр енче танксен çапăçăвĕнче совет çарĕсем выляса янă. Юпан 6-мĕшĕнче нимĕçсен 7-мĕш танк дивизийĕ (3-мĕш танк группи) тата 10-мĕш танк дивизийĕ (4-мĕш танк группи) Анăç тата Резерв фрончĕсен çарĕсене Вязьма районĕнче хупăрланă. Хурана 37 дивизи, 9 танк бригади, ТÇР 31 артиллери полкĕ тата 19-мĕш, 20-мĕш, 24-мĕш тата 32-мĕш çарсен управлением (16-мĕш çарăн управленийĕ, хăйĕн вăйĕсене 19-мĕш çара парса, тăшман çавăрса илнĕ çертен, тухма ĕлкĕрнĕ).

Юпан 11-мĕшĕччен хупăрланă çарсем талпăнса тухасшăн пулнă, юпан 12-мĕшĕнче çеç кĕске вăхăта хушăк тума пултарнă, ăна кĕçех хупса хунă. Пурĕпе Вязьмăпа Брянск патĕнче тыткăна 688 пинрен ытла соетс салтакĕпе офицерĕ лекнĕ, хамăрăн тыла 85 пине яхăн çын çеç тухма пултарнă.[4]. Вязьма «хуранĕнче» 19-мĕш çарăн çарпуçĕ М. Ф. Лукин генерал-лейтенант тата ăна пулăшма янă унчен 32-мĕш çарăн çарпуçĕ пулнă С. В. Вишневский генерал-майор лекнĕ, 24-мĕш çарăн çарпуçĕ К. И. Ракутин генерал-майор пуçне хунă.

Мускав патĕнчи совет хирĕçтапăнăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускав çапăçăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Л. Н. Лопуховский. 1941. Вяземская катастрофа. 2-мĕш кăл., тӳрлетсе тепĕр хут кăларнă — М.: Яуза, Эксмо, 2008. ISBN 978-5-699-30305-2
  2. ^ А. В. Исаев. Котлы 41-го: История ВОВ, которую мы не знали. — М.: Эксмо, 2005. ISBN 5-699-12899-9
  3. ^ ВОЕННАЯ ЛИТЕРАТУРА — Исследования ]- Мягков М. Ю. Вермахт у ворот Москвы, 1941—1942
  4. ^ Известия Науки — «У немцев были все сведения о расположении наших частей у Вязьмы»


Шаблон:Мускав кун-çулĕ