Пагуош ăсчахĕсен юхăмĕ
Пагуош ăсчахĕсен юхăмĕ (акӑл. Pugwash Conferences on Science and World Affairs) — лăпкăлăхшăн, хĕçпăшалсăрланасшăн тата тĕнчери хăрушсăрлăхшăн, тĕнчери термойетре вăрçине хирĕçле тата ăслăлăх пĕрĕçлĕхĕшĕн кĕрешекен ăслăхсен пĕрлешĕвĕ. Пагуош юхăмĕ 1955 çулта çуралать, ун чухне тĕнчери 11 паллă ăсчах, çав шутра А. Эйнштейн, Ф. Жолио-Кюри, Б. Рассел, М. Борн, П. У. Бриджмен, Л. Инфельд, Л. Полинг, Дж. Ротблат, йĕтре энергине вăрçă тĕлĕпе усă курассине чарас конференцие пуçтарас манифестпа Çĕр çинче пурăнан халăхсем умне тухаççĕ.
1987 çулта Тĕнчери студентсен тата çамрăксен Пагуош юхăмне йĕркеленĕ.
Пагуош юхăмне хутшăнакансен шухăшĕсен тĕнчипе сарас тĕллевпе периодика кăларăмĕсем тухаççĕ: «Proceedings of the Pugwash Conferences on Science and World Affairs» (çулсерен 1957 çултанпа), «Pugwash Newsletter» (кашни виçе уйăхра 1963 çултанпа), «Pugwash Occasional Papers» (кашни виççĕ уйăхра 2000 çултанпа), ятарлă монографисемпе евитсем.[1]
Пагуош конференцисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш конференци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш Пагуош конференцийĕ 1957 çулхи утăн 7—11-мĕшĕсенче канад миллиардерĕ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ Сайрус Итон хастаррăн тăрăшнипе унăн çуралнă çĕрĕнче Пагуошра (Çĕнĕ Шотланди, Канада) пуçтарăнать. Конференцире 10 патшалăхран килнĕ 22 ăсчах пулнă (7-шĕ АПШ-ран, çав шутра Герман Мёллер, Лео Силард, 3-шĕ СССР-тан, 3-шĕ Японирен, çав шутра Синъитиро Томонага, Хидэки Юкава, 2-шĕ Аслă Британирен, çав шутра Сесил Фрэнк Пауэлл, 2-шĕ Канадăран, пĕррерĕн Австралирен (Марк Олифант), Австрирен, Китайран, Францирен тата Польшăран). Ытларахăшĕпе, вĕсем йĕтре физикĕсем пулнă. СССР-тан академик Топчиев А. В., профессор Кузин А. М., академик Скобельцын Д. В., çаплах СССР ĂА Президиумĕн тĕп ăсчах секретарĕн пулăшуçи Павличенко В. П. килнĕ. Пĕрремĕш Пагуош конференцийĕ йĕтре хĕçпăшалĕпе усă курни хăрушлăха кăларнине, вăл тĕнчипе сарăлнине тĕрĕслесе тăрассине сӳтсе явнă. Конференцинче Пагуош юхăмĕн пĕрмай ĕçлекен комитетне туса хураççĕ, вăл Лондонра вырнаçать.
1957 çултанпа Пагуош конференцисене çулне 1—2 ăстрăм ирттернĕ. Йĕркелĕвĕн канашĕ йышăннипе 2007 çултанпа Пагуош конференцисене 18 уйăхра пĕрре пухăнаççĕ.
Пагуош юхăмĕн конференцийĕсем хушшинче тĕрлĕ çĕр-шывра темăсемпе симпозиумсем тата семинарсем ирттереççĕ.
Конференцисен йăла-йĕрки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пур хутшăнакана пайăррăн чĕнсе илеççĕ, вĕсем епле те пулин патшалăхшăн е йĕркелĕвшĕн явапламаççĕ.
- Дискуссисене алăксене хупса ирттереççĕ, тĕлпулу вĕçленсен кăна пресса валли кĕске пĕлтерӳ параççĕ.[2]
Конференцисен ят-йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕнчери хисепĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1995 çулта Пагуош юхăмĕ Лăпкăлăх Нобель парнине «Йĕтре хĕçпăшалĕн шайне тĕнчери политикăра пĕчĕклетес енĕпе çитĕнӳ тунăшăн тата нумай çул хушши çак хĕçпăшала чарасшăн тăрăшнăшăн» тесе тивĕçет.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Пагуошское движение 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. / Лебедев М. — статья из энциклопедии «Кругосвет»® 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Документы и история Пагуошского движения
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пагуошские конференции — ПСЭ
- Рыжов Ю. А., Лебедев М. А. Ученые Академии наук в Пагуошском движении // Вестник РАН.-2005.-Т. 75, № 6.
- Рыжов Ю. А., Лебедев М. А. Юбилей Пагуошского движения // Вестник РАН.-2007.-Т.77, № 10.
- Лебедев М. А. К 50-летию Пагуошского движения // Экология и жизнь.-2007.-№ 10, 11.