Романтизм
Романтизм (фр. romantisme) — XVIII-ĕмĕрĕн вĕçĕпе XIX-ĕмĕрĕн варрин этеплĕхри шухăшлавпа илемлĕх юхăмĕ — çынăн харпăр пурнăçĕн чун-хавал хевтин хаклăлăхне, хăватлă е пăлхавлă чун хаваллă сăнарсене, çутçанталăкăн чĕрĕлÿллĕ те сиплĕ вăйне хытарса кăтартни. Этем ĕç-пуçĕн тĕрлĕ енĕсенче сарăлнă. XVIII-ĕмĕрте пурнăçри çук, анчах ÿнер тата кĕнекери пур тĕлĕнтермĕш япалана романтикаллă тенĕ. XIX-ĕмĕр пуçламăшĕнче классицизмпа çут ĕçĕ тапхăрĕн юхăмĕ пек мар çĕнĕ юхăма романтизм тесе палăртнă.
Франципе Англире пулса тухнă. Романтизмăн ирхи пулăмĕ — «Тăвăл тата хĕсни» тата çыравлăхри сентиментализм юхăмĕ.
Пĕтĕмлĕ ăнлантару
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Романтизм Çут ĕçĕ тапхăрĕ хыççăн пырса промыçлăх революци вăхăтне лекет, пăс машини, пăравус, пăрахут, фотографи тата хапрăк-савутсемпе палăртуллă.
Енчен те Çут ĕçĕ тапхăрĕ ăс-тăнпа цивилизаци пуçламăшĕн культĕнче никĕсленсе тăнă пулсан, романтизм вара çутçанталăкпа çын чун-кăмăлĕн культне çирĕплетет. Шăпах романтизм тапхăрĕнче этемпе çутçанталăк пĕрлĕхне ÿстерме туризм, альпинизм тата пикник тĕсĕсем аталанаççĕ. Ытларах «халăх ăслăлăхĕпе» пуян тата цивилизаци сĕмĕпе пăсăлман çын сăнарĕпе усă кураççĕ.
Романтизм шухăшлавĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Романтизм юхăмĕн тĕп вырăнĕнчи çÿллĕлĕх категорине Иммануил Кант хăйĕн «Шухăшлав хевтелĕхне тишкерни» ĕçĕнче калăпланă. Кант шухăшĕпе, лăпкăн тимлесе сăнанинче майлă илемпе киленĕç курни пур, тата çÿллĕлĕхпе хирĕç, калăпăшсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр, хавас кăмăлĕ вырăнне тĕлĕннипе ăнлану туйăмĕсене вăратакан киленĕç пур.
Çÿллĕлĕхе мухтани романтизм усалпа, ăна пахалани тата ырăпа усал диалектикипе («Эпĕ — ялан усал тăвасшăн, анчах ялан ырă тăвакан вăйĕн пайĕ») кăсăкланнипе çыхăннă.
Çут ĕçĕн аталану тата мĕн пур «кивелсе юрăхран тухнине» пăрахас шухăшсенчен романтизм фольклорпа, мифпа, юмахпа, ахаль çынпа, тăван çăл-куçсемпе çутçанталăка таврăнассипе кăсăкланнипе уйрăлса тăрать.
Турра ĕненменнине хирĕç романтизм тĕн çине урăхла пăхнине тăратать. «Чăн тĕн вăл — туйăмпа вĕçсĕрлĕхе ăнтăлни» (Шлейермахер). Турăн иккĕллĕ концепцине Чи Çÿллĕ Ас-тăн пĕк пулнине хирĕç пантеизмпа тĕне туйăмлăх калăпăшĕпе пĕр шая лартса, Чĕрĕ Турă шухăшлавне тăратать.
Бенедетто Кроче сăмахĕсем тăрăх: «Философлă романтизм сивĕ тăнпа абстрактлă интеллекта хирĕç хăшпĕр чух тĕрĕсех мар интуиципе фантази тенĕ ялавне çĕкленĕ». Проф. Жак Барзен палăртнă тăрăх, романтизма тăна хирĕç пăлханни темелле мар: ку рационаллă абстракцисене хирĕç пыракан пăлхану. Проф. Г. Сколимовский çырнă тăрăх: "Чĕре логикине йышăнсан (Паскаль ун çинчен питĕ витĕмлĕ калать), интуици тата пурнăçăн пĕлтерĕшне тарăнрах йышăнни çын çĕнĕрен çуралса вĕçме пĕлнипе пĕр шайра. Шăпах çав хаклăлăхсене майлă, материализм сĕмсĕрлĕххине, хĕсĕк прагматизмпа механикаллă эмпиризма хирĕç романтизм ÿссе çĕкленнĕ".
Философлă романтизма никĕслекенĕсем: пиччĕшĕпе шăллĕ Шлегельсем (Август Вильгельм тата Фридрих), Новалис, Гёльдерлин, Шлейермахер.
Романтизм сăнарлă ÿнерте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пайташĕсем: Франсиско Гойя, Антуан-Жан Гро, Теодор Жерико, Эжен Делакруа, Карл Брюллов, Уильям Тёрнер, Каспар Давид Фридрих, Карл Фридрих Лессинг, Карл Шпицвег, Карл Блехен, Альберт Бирштадт, Фредерик Эдвин Чёрч, Люси Мэдокс Браун, Жилло Сент-Эвр.
Романтизм ÿнерте классицизм юхăмне хÿтĕлекенсемпе тавлашнинче аталаннă. Романтиксем классиксене «сивĕ ăс-тăнлăхшăн» тата «пурнăç таппи» курăнманшăн ÿпкеленĕ. 20-30-мĕш çулсенче чылай ÿнерçĕсен ĕçĕсем патетика, чун хумханăвĕ курăннипе уйрăлса тăнă; вĕсенче «кашни кунăн тĕксĕмлĕхĕнчен» илĕртсе кайма пултаракан экзотикаллă мотивсемпе пуçра шутласа кăларнă вăйăсем патне туртăнни палăрнă. Хытса ларнă классицизм нормисене хирĕç кĕрешÿ нумая тăсăлнă, çур ĕмĕр патне. Çĕнĕ юхăма çирĕплетекенсенчен пĕрремĕшĕ тата романтизма «тĕрĕссе кăларма» пултараканĕ Теодор Жерико пулнă.
Сăрă ÿнерти бидермейер мелĕ романтизăн пĕр юппи пулса тăрать.
Çыравлăхри романтизм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Романтизм чи малтанах Германире, йена шкулĕн çыравçисемпе философĕсен (В. Г. Ваккенродер, Людвиг Тик, Новалис, пиччĕшĕпе шăллĕ Ф. и А. Шлегельсем) хушшинче çуралнă. Романтизм шухăшлавĕ Ф. Шлегель тата Ф.Шеллинг ĕçĕсенче йĕркеленнĕ. Малашне нимĕç романтизмĕн аталанăвĕ юмах-халап тата миф темисемпе кăсăкланнипе уйрăлса тăрать, ку уйрăмах пиччĕшĕпе шăллĕ Вильгельмпа Якоб Гриммсен, Гофман пултарулăхĕнче уçăмлăн курăннă. Гейне, малтанах пултарулăхне романтизмра пуçланăскер, каярах ун çине тишкĕрÿллÿ куçпа çĕнĕрен пăхнă.
Англи романтизмĕ ытларах нимĕç романтизмĕнчен сĕм илнипе паллă. Англире унăн пĕрремĕш пайташĕсем «Кÿлĕ шкулĕн» çăвăçисем, Вордсвортпа Кольридж пулса тăнă. Вĕсем хăйсем Германире çулçÿревре Шеллинг тата пĕрремĕш нимĕç романтикĕсен шухăшлавĕсемпе паллашнă пулнă май хăйсен юхăмĕн теори никĕсĕсене çирĕплетнĕ. Англи романтизмĕ пĕрлĕхлĕ ĕçсемпе кăсăкланнă: ку вĕсем — хăй вăхăтри буржуаллă пĕрлĕхе хирĕç ĕлĕххи пурнăç çыхăнăвĕсем, çутçанталăка мухтани, ахаль, ăшă чĕреллĕ туйăмсем.
Акăлчан романтизмĕн чаплă пайташĕ Байрон, Пушкин калашле, «савăнăçсăр романтизма шанăçсăр эгоизма кĕртнĕ». Унăн пултарулăхĕ кĕрешÿпе хальхи тĕнчене хирĕçлекен, ирĕклĕхпе харпăрлăха мухтакан пафоспа туллă.
Шелли, Джон Китс, Уильям Блейк пултарулăхĕ те акăлчан романтизмне кĕреççĕ.
Романтизм юхăмĕ ытти европа çĕршывĕсенче те сарăлнă, тĕслĕхрен, Францире (Шатобриан, Ж.Сталь, Ламартин, Виктор Гюго, Альфред де Виньи, Проспер Мериме, Жорж Санд), Италире (Н. У. Фосколо, А. Мандзони, Леопарди), Польшăра (Адам Мицкевич, Юлиуш Словацкий, Зыгмунт Красинский, Циприан Норвид) тата АПШра (Вашингтон Ирвинг, Фенимор Купер, У. К. Брайант, Эдгар По, Натаниэль Готорн, Генри Лонгфелло, Герман Мелвилл).
Стендаль та хăйне франц романтикĕсем çумне хушнă, анчах вăл романтизма хăйне май ăнланнă. «Хĕрлĕ тата хура» романĕнче хăй умне пурнăçри çынсен характерĕсемпе ĕçĕсене тĕпчесе тишкерме палăртнă тĕле пĕлтарме, эпиграфĕ валли вăл «Чăнлăх, йÿçĕ чăнлăх» сăмахсем илнĕ. Çыравçă хĕрÿллĕ чĕреллĕ романтикаллă сăнарсене çывăх пулнă, вĕсен«телей тытма» кайма ирĕк пур тенĕ. Вăл чăннипех шутланă тăрăх, çынăн яланхи çутçанталăк панă телейĕпе ырлăха туртăнни пĕрлĕхĕн никĕслевĕнчен кăна килет.
Сăвăç-романтиксем хайлавĕсенче пирĕштисен, уйрăмах ÿкнисен, сăнарĕсемпе усă курма тытăннă.
Романтизм вырăс çыравлăхĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1790-1800-çç.-чи сентиментализм юхăмĕнчен тухса аталаннă хăшпĕр вырăс сăвă хайлавĕсене ирхи романтизма кĕртме пулать пулин те, Раççейри романтизм В. А. Жуковскин сăвă пултарулăхĕнче пуçланнă шутланать. Вырăс романтизмăнче классикаллă мелсенчен пăхăнман балладасем, романтикаллă драмасем пурнăçа тухаççĕ. Вырăс çыравлăхĕн романтизмĕнчетĕп паттăрăн чун-чĕре асапĕпе пĕчченлĕхне курма пулать.
Романтик-çăвăçсен шутне К. Н. Батюшкова, Е. А. Баратынскине, Н. М. Языкова кĕртме пулать. А. С. Пушкинăн ирхи сăввисем те романтизм юхăмĕнчех аталаннă. Вырăс романтизмĕн чи çÿллĕ шайĕнче «вырăс Байронĕн», М. Ю. Лермонтовăн пултарулăхне пулнă теме юрать. Ф. И. Тютчевăн философлă лирики Раççейри романтизма вĕçлесе илекенни пулса тăрать.
Романтизм кĕвĕ пултарулăхĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕвĕ пултарулăхĕнче романтизм 1820-мĕш çулсенче никĕсленнĕ, вара вăл XIX ĕмĕр тăршшипех аталаннă. Кĕвĕ çыракан романтиксем кĕвĕ чĕлхипе çынăн чун хавалĕн тарăнăшĕпе пуянлăхне сăнарласа кăтартма тăрăшнă. Музыка пайăртăрах, харпăртăрлăрах пулса пырать. Юрă тата баллада жанрĕсем аталанаççĕ.
Романтизмри кĕвĕ ÿнерĕн пĕлтерĕшлĕ пайташĕсем: Франц Шуберт, Людвиг ван Бетховен, Ференц Лист, Никколо Паганини, Иоганнес Брамс, Фредерик Шопен, Феликс Мендельсон, Роберт Шуман, Луи Шпор, Э. Т. А. Гофман, Дж. Россини, Джузеппе Верди, Гектор Берлиоз, А. А. Алябьев, М. И. Глинка, Даргомыжский, Балакирев, Н. А. Римский-Корсаков, Мусоргский, Бородин, Кюи, П. И. Чайковский.
Романтикаллă тавракурăм чăн пурнăçпа ĕмĕт хушшинчи тавлашупа палăрса тăрать. Пур пурнăç сĕмсĕр те чухăн чунлă, кунта мещанлăхпа, филистерлăх хуçаланать, ку сивлемелли пурнăç çех. Ĕмĕт вара — ку тем пек илемлĕ, ырă та лайăх, анчах ăс-тăнпа çитми çук япала.
Пурнăç прозине хирĕç романтизм илемлĕ чун-хавалĕн çĕршывне, «чĕре пурнăçне» сăнарлать. Романтиксем ĕненнĕ тăрăх, туйăмсем чунра ăс-тăнран тарăнрах пулнă. Вагнер :«ÿнерçĕ ăс-тăн енне мар, чун-кăмăл патне çаврăнать» — тенĕ. Шуман вара: «тăн йăнăшать, туйăмсем — нихçанта» — тенĕ. Ăнсăртран мар чи тĕрĕс те лайăх ÿнер тĕсĕ ятне кĕвĕ ÿнерĕ илнĕ, вăл хăйĕн уйрăм спецификине пула чун туйăмĕсене тарăннăн сăнарлама пултарать. Çавăнпа та романтизм тапхăрĕнчи ÿнер системинче шăпах та кĕвĕ ертсе пыракан вырăн йышăннă.
Çыравлăхпа ÿнер ĕçĕсенче романтикăллă юхăмăн аталанувĕ XIX ĕмĕр варри тĕлне чакса пынă пулсан, кĕвĕри романтизм Европари чылай малалла каять. Кĕвĕ романтизмĕ XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралса çыравлăхри, ÿнерти тата театрти тĕрлĕрен юхăмĕсемпе тачă çыхăнса аталаннă. Романтизмăн кайри тапхăрĕ XIX ĕмĕр вĕçĕччен пырать.
Романтиксем сайра мар харпăр хăй драмине уçса панă, кĕвĕ ÿнерне уйрăмах чун-чĕреллĕ çутă панă. Çапла, тĕслĕхрен, Шуманăн чылай фортепиано хайлавĕсем хăйĕнпе Клара Вик хушшинчи юратупа çыхăннă. Вагнер та хăйĕн оперисем автобиографиллĕ пулнине яланах палăртнă.
Туйăмсене тимлени жанрсен улшăнăвĕ патне илсе çитерет — тĕп вырăнта юратуллă лирика çирĕпленет.
Кĕвĕ романтизмăн эстетикин тĕп вырăнĕ — ÿнер тĕсĕсен пĕрлĕхлĕ шухăши, ку Вагнерăн оперисенче тата Берлиозăн, Шуманăн, Листăн кĕвĕ пултарулăхĕн тĕп вырăнне йышăннă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антисери Д., Реале Дж. — Западная философия от истоков до наших дней. В четырёх томах. Санкт-Петербург, 1997. Том 4 «От романтизма до наших дней». — С. 3-22
- Берковский Н. Я. Романтизм в Германии / Вступит. статья А. Аникста. — Л.: «Художественная литература», 1973. — 568 с.
- Махов А. Е. Звукомузыкальная эротика романтиков // Апокриф. — [1992]. — № 1. C. 35-46.
- Мейнеке Фр. Английский преромантизм, Фергюсон и Бёрк // Мейнеке Фридрих. Возникновение историзма / Пер. с нем. — М., 2004. C. 191—203.
- Рапацкая Л. А. Романтизм в художественной культуре Европы XIX в.: открытие «внутреннего человека» // Мировая художественная культура. 11 класс. В 2 частях. М. : Владос, 2008.
- Хрулев В. И. Романтизм как тип художественного мышления: Учебное пособие. — Уфа: Башкирский ун-т, 1985. — С. 15-38.
- Федоров Ф. П. Романтический художественный мир: пространство и время. — Рига: Зинатне, 1988.- С. 26-164.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Луков Вл. А. Английский романтизм // Электронная энциклопедия «Мир Шекспира» [2010].
- Адам Мицкевич. «О поэзии романтической» (перевод Петра Николаевича Полевого)